Йăмра тĕнчи
Вăрман хĕрринче çутă кӳлĕ сарăлса выртать. Кӳлĕпе юнашар пĕр ватă йăмра саркаланса ларать. Ирĕккĕн ӳсет вăл. Ăна нимĕн те чăрмантармасть, нимĕн те кансĕрлемест. Вăрман сивĕ çилрен сыхлать, кӳлĕ нӳрĕк парать. Кашни иртен-çӳрен ун хӳттине ларса канать. Кӳлĕ çумĕпе иртсе çӳрекен çынсене йăмра ăсатса ярать, кĕтсе илет, хăй сулхăнне ларса канма чĕнет.
Çак темиçе ĕмĕр пĕр вырăнтан тапранмасăр ларакан йывăç çинчен тем тĕрлĕ халап-юмах та çӳрет ял хушшинче. Ку вырăнтан иртсе çӳрекен çынсем çухалкалани те пулнă теççĕ.
Шăпах çак йăмра йывăççи патĕнчен иртсе çӳрет те ĕнтĕ Катриван. Кашни кунах вăл вăрман урлă хулана ĕçлеме çӳрет. Кӳлĕ хĕрринчен иртнĕ чухне кунти илемпе чарăнса тăрсах киленет. Акă паян та вăл пĕр самантлăха чарăнса тăрса уçă сывлăша кăкăр туллин сывласа илет те малалла утать. Хулана çитиччен унăн вăрман урлă пилĕк çухрăм утмалла. Уншăн вара çак çул вăрăммăн туйăнмасть, хăнăхнă çулпа вăл кирлĕ çĕре хăвăрттăнах çитет.
Хуларан каялла таврăннă чухне Катриван вăрмантан çăмăллăнах утса тухать, кӳлĕ патне çитсен вара темĕскер вăйĕ пĕтсе çитнĕ пек туйăнать ăна. Паян киле иртерех çитесчĕ тесе шутласа пыраканскерĕн ирĕксĕрех йăмра çумне ларса канма тивет. Катриван мăнаçлă йывăç çумне сĕвенсе ларать те канлĕрех ларас тесе аллисене çĕр айĕнчен кăшт мăкăрăлса тăракан тымарсем çине хурать. Пĕр самант çапла ларсан сылтăм алли айĕнчи тымар аялалла анса пынă пек туйăнать. Акă ун алли чавса таран анса та каять. Катриван хăранипе аллине часрах туртса кăларать те хăй çумнелле хуçлатса тытать. Аллине туртса кăларнă вырăна тинкеререх пăхать те — шăтăк пысăкланса пынине курать. Мĕн тумалла? Йĕри-тавра пăхса илет — никам та çук. Вăл пĕчченех. Пĕр енчен шутласан, Катриванăн сиксе тăмалла та темрен тем пулать тесе ялалла вĕçтермелле. Çук! Катриван ун пек тăвасшăн мар-ха. Вăл çав шăтăкра мĕн пуррине пĕлесшĕн çунать. Курмасăр-пĕлмесĕр мĕнле пăрахса кайăн-ха.
Катриван умĕнчи шăтăк пысăкланса-пысăкланса пырать те çын кĕрсе каймалăхах пулса каять. Катриван хăй шикленнине палăртмасăр шăтăкран аялалла кĕрсе каять. Йывăç тымарĕ айĕнче пачах урăх тĕнче иккен. Кунта хĕвел те çук, уйăх та çук, çăлтăрсем те çук. Ку çĕр-шыва çутатса тăракансем — йăмра çулçисем. Сарă, хĕрлĕ, кĕрен, симĕс, хăмăр çӳлçăсем. Вĕсем çаврăнса вĕçсе çӳресе тĕрлĕ тĕспе çутатаççĕ. Тата мĕн пур-ши кунта тесе йĕри-тавра пăхкалама пуслать Катриван. Инçе те мар виçĕ пысăк çурт асăрхать вăл. Ним тума аптраса Катриван çав çуртсем еннелле утса каять. Хăюсăррăн шаккаса пĕр пӳрте кĕрсе тăрать.
Кунта ун пек çынсемех пурăнаççĕ иккен. Чим-ха! Ку — Саватей вĕт! Пилĕк çул каялла вăл килĕнчен хулана каятăп тесе тухса кайнă та — каялла таврăнман. Йăмра «çăтса янă» пулнă иккен ăна. Саватей те Катривана палласа илет. Иккĕшĕ те вĕсем чи çывăх тăвансем пек пĕр-пĕрне ыталаса илеççĕ, пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлме пуçлаççĕ: йăмра тĕнчине еплерех лекнине, мĕнлерех пурăннине, мĕншĕн каялла яла таврăнманнине…
Акă мĕн-мĕн пĕлчĕç вĕсем пĕр-пĕрин калаçăвĕнчен. Йăмра хăйĕн çумне канма ларакансене пурне те хăй тĕнчине илĕртсе илсе кĕрет иккен. Каялла тухма вара питĕ хĕн. Каялла тухас тесен çĕр çинче юлнă чи çывăх тăванĕсен йăмра çумне лармалла та аллисене йывăç тымарĕ çине хумалла. Алă айĕнчи тымар уçăлма пуçласан çухалнă çын ятне асăнмалла. Вара йăмра айĕнчи çын çав шăтăкран сиксе тухмалла. Анчах та çӳлте пурăнакансем пĕлмеççĕ те, сисмеççĕ те, туймаççĕ те çакна. Çавăнпа та йăмра патшалăхне лекнисен ирĕксĕрех хăйсен шăпипе çырлахса пурăнма тивет.
Çакна илтсен Катриван хăраса каять. Килте унăн çемйи: ĕçчен те кăмăллă арăмĕ, икĕ хĕрĕпе ывăлĕ. Катриванăн ĕмĕчĕ те пысăк — тума пуçланă çуртне ăсталаса пĕтерсе туслă çемйипе унта пурăнма куçасси. Çакна аса илсен арçыннăн куçĕнчен хурлăх куççулĕ пăчăртанса тухать. Йăмра шăтăкĕнчен кĕрсе кайнăшăн ӳкĕнме пуçлать.
Йăмра тĕнчине кунта лекнĕ çынсем пăхса тăраççĕ иккен. Асли кунта — Саватей. Вăл Катривана унăн кунта малашне пурăнмалли вырăнне кăтартать, мĕн ĕçлесе пурăнмаллине ăнлантарать.
«Пурнăçра çĕр пăрăнăç» тесе тĕрĕсех каланă иккен ваттисем. Пĕр пăрăнăçĕ çакă пуль ĕнтĕ тесе шухăшласа илет Катриван. Вăл йывăр шухăшсемпе асапланса хăйне уйăрса панă вырăн çине выртать те тĕлĕрсе каять. Тĕлĕкĕнче вара ăна арăмĕ хуларан килессе кĕтет пек. Аш яшки, улма кукли пĕçерсе хунă пек. Ачисем те, яланхи пекех, апата ларма ашшĕне кĕтеççĕ пек. «Аçу çаплах ĕçрен таврăнаймарĕ-ха», — тесе калать пек юратнă арăмĕ.
Катриван вăранса каять те сиксе тăрса ларать. Пуçне икĕ аллипе ярса илет те вăрахчен сулласа ларать. Нивушлĕ кунтан тухса кайма çук-ши вара текелесе пӳртрен тухать те пăхкаласа тăрать. Ăна хирĕç хĕрпе каччă килеççĕ. Вĕсем те палланă çынсем пек туйăнса каяççĕ Катривана. Пĕтрĕ пуç! Кусем пирĕн урамри Çтихванпа Тайрине вĕт. Пĕрлешес умĕн, çулталăк каялла, вĕсем хулана туй кĕпи илме кайнă та — каялла таврăнман. Вĕсене çаплах кĕтсе пурăнаççĕ тăванĕсем.
Катриван çамрăк мăшăра вĕсене ялта кашни кун кĕтни çинчен, ашшĕ-амăшĕсен кулленех макăрнипе куççулĕсем типсе ларни çинчен хурланса каласа парать. Çтихванпа Тайрине питĕ лайăх ăнланаççĕ çакна, анчах та йăмра серепинчен ниепле те хăтăлаймаççĕ. Пĕр ял çыннисем чĕрĕллех çĕр айĕнчи тĕнчене лекнĕшĕн кулянса, тарăхса, макăрса калаçаççĕ.
Çав вăхăтра Катриванăн çемйи унсăрах каçхи апата ларать. Пĕр сăмах чĕнмесĕр çиеççĕ вĕсем. Кил хуçисĕр апат та анмасть иккен. Катриван мĕншĕн таврăнманнин тупсăмне тупаймасăрах çывăрма выртаççĕ. Паллах, килте кам та пулсан пулмасан ыйхă та килмест çав.
Тепĕр кунне хĕвел анма пуçласан амăшĕпе ачисем пуçĕсене чиксе ашшĕ кайнă çулпа вăрман хĕрринелле утаççĕ. Тен, паян таврăнать тесе хирĕç кĕтме тухаççĕ. Йăмра патĕнче кăшт кĕтсе пăхас тесе йăмра çумне лараççĕ. Амăшĕ ахлата-ахлата тӳпенелле пăхса аллисене икĕ еннелле хурать те: «Катриван! Катриванăм! Таврăнсам часрах!» — тесе хыттăнах калать. Çав самантра ун алли айĕнчи тымар йăшăлтатнă пек туйăнать, темле шăтăк курăнса каять. Ак савăнăç! Шăтăкран Катриван сиксе те тухать. Савăнса кайнăскерсем, ниçта кайса кĕреймеççĕ, пĕр-пĕрне ыталаса илеççĕ…
Килне çитсен, кăшт лăплансан Катриван Саватей арăмĕ патне каять. Упăшкишĕн кулянса пурăнакан хĕрарăма йăмра тĕнчи çинчен каласа парать, Саватее тыткăнран мĕнле хăтармаллине ăнлантарать. Катриван каласа пĕтернĕ-пĕтермен Саватей арăмĕ ват йăмра патне тухса чупать. Мĕнле каланă, çавăн пек тăвать. Хăй йăмра танатинчен хăтăлма пултарассине ĕмĕтленме пăрахнă Саватей çутă тĕнчене сиксе те тухать. Ак телей! Çĕр çинче савăнса пурăнас кун-çулĕ вĕçленмен иккен-ха унăн.
Саватей арăмĕ хăйĕн юратнă упăшкине инкекрен хăтарнă вăхăтра Катриван Çтихванпа Тайринен ашшĕ-амăшĕ патне чупать. Вĕсене çамрăк мăшăр ырă-сывă пулнине, анчах та вĕсене хăтармаллине пĕлтерет. Икĕ çамрăкăн ашшĕсемпе амăшĕсем тӳрех «çăткăн» йăмра патне чупаççĕ, çамрăксене хăйсем патне чĕнсе кăлараççĕ. Мĕн тери савăнăç!
Пĕр уйăхран, «çухатупа тупăну» суранĕсем сипленсен, ялта шеплĕ туй кĕрлеттереççĕ. Çтихванпа Тайринене пĕрлешнĕ ятпа ăшшăн саламласа вăрăм та ăраскаллă кун-çул, таса та çирĕп юрату, телейлĕ те тулли пурнăç сунаççĕ.
Хаваслă туй хыççăн ял çыннисем инкек йăмри патне пуçтарăнса йăмра йĕри-тавра çӳллĕ карта тытса çавăраççĕ, хăй çумне ларса канма ан илĕрттĕр тесе алăк та туса хăвармаççĕ. Урăх никам та йăмра мăшкăлĕ ан пултăр теççĕ. Питĕ тĕрĕс тăваççĕ. Çапла вĕт!?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...