Улăп паттăр Чăваш ҫӗрӗ ҫинче


Темиçе пин-пин çул каялла тăхăр планета вырăнне вуннă пулнă. Вуннăмĕш планета вара Хĕлхем ятлă пулнă. Çăтмахри пек пурнăç пулнă унта: çулталăкĕпех ăшă хĕвел пăхнă, çут çанталăк ешерсе çеç тăнă, çыннисем те яланах ырă кăмăллă та ĕçчен пулнă. Анчах çак планетăна пĕр хуйхă пырса кĕнĕ: хĕрарăмсен арçын ача çеç çуралма пуçланă.

Çĕр çул иртнĕ. Хĕлхем планета çинче пĕр хĕрарăм та юлман. Çакă арçынсене пите хытă кулянтарнă.

Пĕррехинче Айзит ватă пуху пуçтарать.

— Арçынсем, пирĕн Хĕлхем планетăна питĕ вăйлă хуйхă пырса çапрĕ. Пирĕн юратнă хĕрарăмсем пурте çĕре кĕчĕç. Вĕсен ывăлĕсем халĕ ӳснĕ ĕнтĕ, паттăрланнă. Авланма та вăхăт çитнĕ. Анчах мĕн тăвăн — хĕрĕсем çук. Эпĕ ватăлтăм ĕнтĕ, манăн та мăнуксемпе савăнса курас килет. Пĕтет вĕт прирĕн ратă, пĕтет. Мĕн тăвăпăр, мĕнле пурăнăпăр, арçынсем? — каларĕ хăйĕн сăмахне Айзит ватă.

Пуху шавласа кайрĕ. Кашни хăйĕн шухăшне каласшăн пулчĕ. Ура çине Айзит ватăн ывăлĕ паттăр Улăп тăчĕ.

— Туссем, манăн пĕр шухăш пур, анчах килĕшĕ-ши вăл сире, пĕлместĕп. Çут тĕнчере пирĕнсĕр пуçне тăхăр планета. Кашнин çинче пурнăç кĕрлет. Нивушлĕ пирĕн пек паттăрсене пĕр хĕр те килĕштермĕ-ши? Юратса авлансан хĕрсене хамăр планетăна пурăнма илсе килер, мĕнле илемлĕ вĕт пирĕн кунта!

Çамрăк Улăпа пурте шăпланса итлерĕç.

Хĕлхем планета çинчи арçынсем чăнахах та пурте хитре пулнă. Икĕ метр çӳллĕш, çан-çурăмĕсем сарлака, сăн-пичĕсем те илемлĕ. Чунĕсем пурин те ырă пулнă, вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннă.

Пĕр вăхăт шăп ларнă хыççăн пурте Улăппа килĕшнĕ.

— Тĕрĕс! Çапла тăвăпăр та!

— Аван шухăшласа кăлартăн, Улăп!

— Маттур!

— Юрĕ. Çапла тăвăпăр, анчах тепĕр планетăра пурăнма сире пĕр çулталăк вăхăт. Çак вăхат хушшинче хăвăр валли пулас арăма тупаймарăр пулсан — Хĕлхем планета алăкĕ хупă пулĕ, — Айзит ватă хăйĕн юлашки сăмахне каларĕ.

Тепĕр кун ирхине ирех тăхăр каччă çула пуçтарăнчĕç. Ашшĕсем вĕсене пил сăмахесем каларĕç.

Космос карапĕ тапранчĕ, ватăсен куçĕсем шывланчĕç. Кашни планета çине пĕрер паттăр анса юлчĕ. Улăп — Çĕр планета çине. Темшĕн килĕшет çак планета ăна. Лаштра юмансем, анлă уй-хирсем, çырма-çатрасем, тап-таса та тăрă шывсем. Çаксене Улăп парашютпа аннă чух курчĕ, Çĕре Хĕлхеме юратнă пекех юратрĕ. Вăрман çумне анса ларчĕ Улăп. Инçех мар уйра çынсем ака тăваççĕ.

— Хăш çĕр-шывне лекрĕм-ши эпĕ? Çыннисем епле ĕçчен кунта! — шухăшларĕ вăл.

Вăрман çумĕнчи сукмакпа çырмана анчĕ çамрăк. Çăлкуç патне шыв ĕçме чарăнчĕ.

— Шывĕ епле тутлă кунта! — тĕлĕнчĕ вăл, — Çырма-çатрара тĕленмелле йывăçсем ӳсеççĕ, кун пекки Хĕлхем çинче çук.

Çак вăхăтра çăлкуç патне кĕвентепе питĕ илемлĕ хĕр анчĕ. Улăпа курсан, кăшт вăтанса:

— Ырă кун пултăр! — терĕ.

— Ырă кун пултăр, чиперкке! Мĕнле çĕр-шыва лекрĕм-ши эпĕ?

— Чăваш çĕр-шывне, — тĕлĕнерех каларĕ хĕр.

— Ан тĕлĕнĕр. Эпĕ тин çеç парашютпа урăх планета çинчен анса юлтăм. Мĕн ятлă пулатăр вара эсир?

— Эпĕ Илемпи. Хăвăр вара?

— Улăп. Ятăру сирĕн чăннипех те хăвăр валлиех. Эсир питĕ илемлĕ.

Илемпи çак сăмахсем хыççăн пушшех те хĕрелсе кайрĕ.

— Сирĕн патри шыв питĕ тутлă. Илемпи, çак йывăçсем мĕн ятлă? Питĕ тĕлĕнмелле-çке-ха вĕсенчен.

— Йăмрасем кусем. Чăваш халăхĕ вĕсене авалтанах хисепленĕ, юратнă. Çырмасем тĕлне лартма тăрăшнă. Йăмрасем çĕр ишĕлсе анасран пулăшнă. Чĕр чунсем те вĕсене юратаççĕ,— ăнлантарнă Илемпи.

— Тĕлĕнмелле. Калăр-ха, тархасшăн, Илемпи, ăçта çĕр каçма пулать-ши манăн?

— Пирĕн пата айтăр. Эпир хăнасене яланах хапăл.

— Тавтапуç сире, Илемпи.

Улăп Илемпие шыв йăтса пулăшрĕ. «Питĕ кăмăллă, илемлĕ, ĕçчен хĕр», — шухăшларĕ Улăп. «Епле вăйлă та сăпайлă каччă», — шухăшларĕ Илемпи.

Илемпи çурчĕ пысăках мар, анчах питĕ тирпейлĕ. Ватă амăшĕ тĕпелте кукăль пĕçерет. Хăнана яланхиллех ăшшăн кĕтсе илчĕ вăл. Сĕтел хушшине лартрĕ. Чăкăт тата сăрапа сăйларĕ, пĕтĕмпех тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ. Улăп тĕрĕссине каласа пачĕ. Илемпи амăшĕ ун çине тĕлĕнсе тата хăрасарах пăхрĕ.

Çывăрасса Улăп аслăк çинче çывăрчĕ. Ирхине ĕçе пикенчĕ: шыв йытрĕ, пӳртре юсакаларĕ, вутă çурчĕ, мунча хутрĕ. Питĕ килĕшрĕ ăна Чăваш çĕршывĕнче, килти пекех туйрĕ вăл.

Пĕррехинче Чăваш çĕрĕ çине монгол халăхĕ тапăнчĕ. Улăп вара ним хăрамасăр пĕчченех çапăçрĕ. Çĕнтерчĕ! Пурте Улăпа хисеплесе паттăр Улăп тесе чĕнме пуçларĕç. Чăваш халăхĕ питĕ савăнчĕ, аранах пире пулăшакан çын тупăнчĕ, — терĕ.

Улăппа Илемпи çемье çавăрчĕç, çĕн пӳрт лартрĕç. Вĕсен йĕкĕреш ача çуралчĕ: Сарпипе Айтар.

Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и, Хĕлхем планета çине кайма вăхăт çитрĕ. Улăп ăнланчĕ: «Çак планета çинче кирлĕрех эпĕ. Анчах халь каймасан — Хĕлхеме кĕреймĕн. Аттене те шел, пĕртен пĕр ывăл вĕт эпĕ унăн», — кулянса шутларĕ вăл.

Улăп хăйĕн çемйипе вăрман патне кайрĕ, малтан хăй анса юлнă вырăна. Унта Улăпа космос карапĕ кĕтсе ларать. Шалта сакăр каччă хăйсен арăмĕсемпе. Улăпа курсан пурте савăнчĕç, ыталанчĕç. Улăп çемйипе паллаштарчĕ. Илемпи пур арăмсенчен те хитререххи пулчĕ.

— Каçарăр мана, туссем! Анчах эпĕ Хĕлхем çине пыраймастăп. Эпĕ кунта кирлĕрех. Аттерен те манран каçару ыйтăр. Эпĕ ăна питĕ юрататăп тейĕр. Ᾰна çак кĕленчене парăр, унта чăваш çĕрĕ çинчи çăл куç шывĕ. Вăл ăна тĕрлĕ чир — чĕртен сыхлĕ. Тата çак йывăç хунавне. Вăл йăмра ятлă. Йывăç ӳсĕ, ман пек паттăрланĕ. Аттене яланах пулăшĕ. Чипер кайăр. Каçарăр мана.

Космос карапĕ тапранчĕ. Вăрман çумĕнчи сукмакпа çемье килелле утрĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Данилова Алина (2013-12-06 20:09:30):

Эпĕ сана татах та лайăх калавсем çырасса шанатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина Замятина (2013-12-07 11:23:27):

Калав мана питĕ килĕшрĕ. Виктория çакăн пек калав çырма пултарнишĕн эпĕ чунтанах савăнатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: