Пил сăмахĕ
Чаптайпа Шанăçпи Улеевсене
1.
Мана тахçан — пĕчĕк ача чухне —
Маçакпала мамак алайлатса,
Таса пӳртри лутра сĕтел умне
Ятарласа тулли чара лартса
Çитернĕччĕ сар пыл тăраниччен!
Ватă маçакăн кĕмĕл мăнукне
Туйра хисеп туса сăмах калатăп,
Ват несĕле — йăх арĕпе кăкне
Тата ĕрчевлĕ ывăл-тăхăмне
Сăвапласа çак черккене йăтатăп!
2.
Çӳренĕ те ĕçе, ăсаннă та вăрçа,
Сахаллăн килнĕ, хĕрхенмен пуçа.
Пĕри — манăн атте, тепри сирĕн маçак,
Саватчĕç иккĕш те хĕвеллĕ пурнăçа —
Манмастăп вĕсене хам виличчен!
Ĕмĕрсене сыпăкласа пăхса,
Шуралнă сухала шăлса калатăп:
Атте-аннемĕрсен шăпи таса,
Вĕсем пире ӳстерчĕç юратса —
Вĕсен ятне ватă пуçа таятăп.
3.
Иртсен те пирĕн ĕмĕр, кун юлать.
Туй хыççăн туй ялта татах пулать.
Ку ăруран тепĕр ăру çуралтăр,
Çĕн ĕмĕрте çĕн çăлтăрлăх çуталтăр!
Ĕрчер, эппин, тĕнчемĕр пĕтиччен!
Çĕнĕ çынсен телейлĕ малашне
Пехил парса паян çапла калатăп:
Этем тĕнчи — пыл хурчĕлĕх ĕшне,
Пĕлес пулать тутли-йӳççин тĕшне —
Маçак пылне асра тытма хушатăп!
1999, çурла, 29.
Салтаккасси урамĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...