Ал тупанĕ çинче – вĕлле хурчĕ
Монолог-кĕлĕ
1.
Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт,
вĕлле хурчĕ ылтăн хурт, ылтăн хурт,
мĕншĕн эсĕ нăрлатăн,
мĕншĕн эсĕ нăрлатăн, нăрлатăн?
сарă чечек тăрринче,
сарă чечек тăрринче, тăрринче
çавăрăнса çӳретĕн,
çавăрăнса çӳретĕн, çӳретĕн?
2.
Мĕншĕн нăрлатăн эсĕ,
вĕлле хурчĕ?
Е сан тĕле пыллă чечек тупăнмарĕ-и,
е утар çулне-йĕрне çухатайрăн-и?
Тен, çăмлă уру çумĕнчи пылу
ытла та çулçăллă пулчĕ-ши?
Мĕншĕн нăрлатăн эсĕ,
тăванăм?
Акă эсĕ
манăн ал тупанĕ çине килсе лартăн,
тем шыраса çӳретĕн.
унти тарăн варсемпе шырсене
йĕрлетĕн,
пăраласа,
тутанса пăхатăн.
Эй, ырă çут çанталăк тĕпренчĕкĕ,
сан валли унта
çичĕ сий тĕпĕнче те
эс шырани тупăнаймĕ,
сан валли унта
чул пек хытă ӳтĕмпе
нефть пек çăра юнсăр пуçне
нимĕнех те тупăнаймĕ.
Кай вĕçсе улăх-çараналла,
унта сан валли çак алăсем
тĕрлĕ тĕслĕ чечек-çеçке çитĕнтернĕ;
кай вĕçсе уялла-хирелле,
унта сан валли çак алăсем
тĕрлĕ шăршăллă курăк-çимĕç акса ӳстернĕ;
кай вĕçсе вăрмана-ĕшнене,
унта сан валли çак алăсем
тĕрлĕ тĕрĕллĕ сапака-ярапа сарăлтарнă.
Эсĕ çаплах
нăрлатăн, нăрлатăн,
ал тупанĕ çинчи тарăн варсенче
темскер шыратăн.
Пăван пулас пулсан
аэродромри бомбардировщик пек
тĕпсĕр хырăмне
тумлакăн пухнă юнăма
уçлăччĕ;
вăрăм туна пулсан
çак пурнăçри хăшĕ-пĕри пек
вăрăм сăмса-йĕпне сĕтĕрсе
çемçерех вырăн шыраса çӳрĕччĕ;
пĕр ăçтиçук шăна пулсассăн та
вараласа-çăрса хăварĕччĕ.
Эсĕ вара
ылтăн çунатна ывăта-ывăта
нăрлатăн,
ал тупанĕ çинчи çул-йĕрсенче
темскер шыратăн.
Эй, çут çанталăк,
эсĕ хăвăн танмарлăхна
чи малтан
чĕр чунсене валеçнĕ-мĕн.
çĕрти-çӳлтисене те
валеçнĕ-мĕн.
Туятăп эп, таçта
ылтăн вĕлле хуртне
чĕкеç хыпса çăтать.
теветлĕ чĕкеçне хăйне
хурчка-кушак тытать.
Кĕске хӳреллĕ куяна
тилли пĕр вĕçĕмсĕр йĕрлет,
шĕшкĕ-çăка хурăнташне
чармак юман хуплать.
Хăшĕ вăйлăраххи
вăлах патша,
анчах та пĕр этем кăна
çав патшасен патши.
3.
Этемĕн этемлĕхĕ
пур тискер кайăксен кайăклăхне те,
вĕçен кайăксенне-шуса çӳрекеннисенне те,
çулçăллисенне-лăсăллисенне те
ĕлĕкренпех чарнă,
ӳлĕмрен те чарĕ.
Пăшал кĕрслетрĕ çеç –
тилли пăчланчĕ,
тепре кĕрĕслетрĕ –
хурчка чул пек ӳкет.
Юманĕпе татах та ансатрах:
сан пĕр мăка пăчкă çех пултăр –
армак-чармак
пĕр тир сĕвичченех
çĕре лаплатать.
Эй, çут çанталăк,
эсĕ хăвăн танмарлăхна чи малтан
чĕр чунсене,
ӳсен-тăрансене валеçнĕ-мĕн.
Сан танмарлăхна
этем кăна пăхăнса пурăнмасть.
Мĕншĕн нăрлатăн эсĕ,
вĕлле хурчĕ,
е этем аллинче
хӳтлĕх шыратăн-и,
е этем аллинче
чечекленӳ шыратăн-и?
Эс этемре
вăй-хăват куратăн,
эс этемрен
пулăшма ыйтатăн.
Пĕлсем,
тепĕр чух этем тени
çак çĕр çинче хăйне валли
хăех танмарлăхсем тăвать.
Пурăнать
пăван пурнăçĕпе,
нăйлать
вăрăм туна ĕмĕчĕпе,
хăнана та
шăна ĕмĕчĕпе çӳрет.
4.
Таçта бомбардировщик
чĕтренсе улать:
пăр-р-рăн!
Пăв-в-вăн!
Ман-н!
Ма-ан-н!
Çав вăхăтра таçта пĕр пăван
вăрăм тунаран
мăнаçланса ыйтать:
- Манн-нăн
лашан-на
курмарăнн-на?
Лешĕ чĕтреве ӳкет,
сасси аран-аран илтĕнет:
- Мĕн? Мĕн?
Эп те пичей-й
Виç кун çиме-ен-н!
ăçта васкать çав
тĕпсĕр хырăмне ман юна тултарнă
цивилизаци кайăкĕ?
ăçта пăрахĕ вăл хальхинче
ман юнпа кӳпĕнтернĕ
пыйтă-бомбине?
Çав кайăкăн куçĕ
хурчканнинчен те выçăрах,
çав кайăкăн шăлĕ
тилĕннинчен те армакрах.
Унăн чĕрни чаваласшăн
Хĕвеле.
вупăрăнни пек шăлĕ кăшласшăн
Хĕвеле,
кӳлепи хупласшăн
Хĕвеле.
Мĕншĕн нăрлатăн эсĕ,
вĕлле хурчĕ?
Е сан тĕлна пыллă чечек тупăнмарĕ-и,
е утар çулне-йĕрне çухатайрăн-и?
Тен, çăмлă урусем çинчи пылу
ытла та çулçăллă пулчĕ?
Мĕншĕн нăрлатăн эсĕ,
тăванăм?
Хиросимăпа Нагасакире
хĕвел.
Сасартăк
çавра çил пĕлĕтелле
кĕл юпи çĕклерĕ.
Шăп.
Сывлăш çитмест.
Тăвăр.
Куçа кĕл кĕрет.
Çумăр тумламĕ вырăнне –
кĕл,
чечеклĕ çаран вырăнне –
кĕл,
ача-пăча тетти вырăнне –
кĕл,
ачисен те амăшĕсен вырăнне
кĕл…
Эй, тĕнче тыткăчи,
этем ачисем!
Сирĕн ятпа аслă кĕлĕ пуçлатăп,
сирĕн ятпа ылхан чĕлхи вĕретĕп.
Кахал каларăшпе,
сасан пулă палăрăшпе,
тĕнче тыткăчин йĕркипе
çĕр çаврăнать – çаврăн,
кун таврăнать – таврăн,
хĕвел çаврăнать – çаврăн,
хĕл-çу таврăнать – таврăн.
Паян та, ыран та,
ĕмĕр-ĕмĕрех.
Çитмĕл те çичĕ тинĕс уттинче
чечекленекен çĕр-шыв,
çав илемлĕ çĕр-шывра
çитмĕл те çичĕ вăрман, уй-хир,
вĕсен варринче
хурахсем кĕллентернĕ ял вырăнĕ пур,
Сонгми текен ял вырăнĕ пур.
Хăçан та хăçан çĕр çинчи халăхсем
çак ял еплерех пĕтнине манса кайĕç,
çавăн чухне тин вăрçă-харçă
кирлĕ пулĕ.
Кахал каларăшпе,
сасан пулă палăрăшпе,
тĕнче тыткăчин йĕркипе
çĕр çаврăнать – çаврăн,
кун таврăнать – таврăн,
хĕвел çаврăнать – çаврăн,
хĕл-çу таврăнать – таврăн.
Паян та, ыран та,
ĕмĕр-ĕмĕрех…
Çак çут тĕнчере тухан хĕвел
епле ăшăтса савăнтарать,
çавăн пек çак çĕр çинчи халăхсем
ăшăнса-савăнса,
шакăлтатса-юратса пурăнччăр.
Кун таврăнать – таврăн,
хĕвел çаврăнать – çаврăн.
Паян та, ыран та,
ĕмĕр-ĕмĕрех!
* * *
Таçта
бомбардировщик улать.
ăçта васкать çав
тĕпсĕр хырăмне ман юна тултарнă
цивилизаци пăванĕ?
Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт,
вĕлле хурчĕ ылтăн хурт, ылтăн хурт,
мĕншĕн эсĕ нăрлатăн,
мĕншĕн эсĕ нăрлатăн, нăрлатăн?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...