Сирень
Урампа ĕне çавăтнă хĕр пĕрчи пырать... Ытарайми тутлă та пылак ыйха сирсе ирсерен çапла таплаттарма тивет-çке. Кăп-кăпăшка, çеп-çемçе тӳшек хăй çумне çилĕм пек çыпăçтарать те, ниепле те хăпаймастăн. Анчах мĕн тăвăн, выçă ĕнене тăрантармалла.
Амăшĕ кĕтӳ кайсанах вăратать. Унăн çепĕç сассине илтет-ха хĕрĕ, анчах куç уçаласшăн мар. Кăштах выртам-ха тенĕ çĕртех çывăрса каять. Алăк шăкăрт! уçăлнипе шарт сиксе вăранать.
— Халĕ те тăман-и-ха эсĕ?! — тĕлĕнет тултан кĕрекен амăшĕ. — Асту, юлташусенчен юлсан намăс пулать. Акă, ăшă сĕт ĕç те тăрса пит-куçна çу, — тесе курка тыттарать.
Кĕçех кил картинчи Тунюк урама янратма пуçлать. Пальмира тухмасăр та чарăнмасть:
«Му-у-ук! Чипер-у-ук! Ту-у-ух!» — тенĕн йыхравлать.
...Ыйха хăваласа янă хĕр ачан йăлтăркка хура куçĕ ирхи хĕвелпе хавассăн вылять. Çивĕтленĕ çырă çӳçне кĕрен хăюпа тирпейлесе çыхнăскер уй хапхинчен тухса ыттисемпе танлашрĕ.
— Ай-уй! Ĕне çӳллĕш те пулайман, çитерме тухать, — теççĕ хăшĕсем тĕлĕнсе. Те мухтаççĕ, те...
«Ӳсĕп-ха», — шухăшлать Пальмира хирĕç сăмах хушмасăр.
Хӳхĕм кĕлеткеллĕ, тачка çан-çурăмлă хĕрлĕ ĕне çумĕнче пукане пек çеç курăнать пулмалла çав вăл. Юнашар утакан ĕнин мăйраки чуна çӳçентерет-тĕксен витĕр тухать пулĕ. Юрать-ха шĕвĕркке вĕçне ашшĕ татса пуклаклатрĕ.
Ĕне çитерекенсем темиçе ушкăнпа çӳреççĕ. Ваттисем çул хĕррине кăмăллаççĕ, вăрмана каяççĕ, выльăх тăранмалли вырăнсене суйлаççĕ. Ачасем — çырма-çатра таврашне, хура пусса. Мĕн каласси! Вăйă-кулăсăр пурăнайманскерсене ирĕклĕ те аслă вырăн кирлĕ мар-и? «Кушакпа шăши», «Хăйма вăрри», «Çăкăр пĕçерни» тата ытти хаваслă вăйăпа кун иртни сисĕнмест. Мечĕкле выляс килсен ĕне çăмĕнчен хăйсем йăваласа тунăскерпе перкелешеççĕ. Мамăк пек çемçе те çăмăлскер инçе кусса йăлăхтармасть, лексе сĕртĕннине те туймастăн.
Арçын ачасем шăшие парашютпа сиктерни манăçми ӳкерчĕк пулса юлчĕ. Сăмса тутрин кашни кĕтесне çиппе çыхнă та тăватă вĕçĕпе чĕр чуна яваланă. Сикет те сикет «парашютист» чи çӳллĕ хурама тăрринчен. Пурне те килĕшрĕ пулмалла ку «цирк». Пĕрин хыççăн тепри черетленсе йывăç çине хăпарать. Аякран сăнакан хĕрачасем те хăюлланчĕç. «Килĕр, ан хăрăр, хĕве ямастпăр!» — чĕнчĕç вĕсене патварсем. Камитпе хĕрсе кайнăскерсем ĕнесем люцерна çисе савăннине те сисмен. Юрать-ха ашшĕпе час-часах кĕтĕве çӳрекен Витя вăхăтра асăрханă. Чи малтан лушшине шартлаттарса пурне те хăваласа кăларчĕ. Анчах шел, вăл кун инкексĕр иртмерĕ — темиçе ĕне патне ветеринар чĕнтернĕ терĕç.
Пальмира чĕри ура тĕпне çитрĕ тейĕн. Мĕн чухлĕ хăваласан та, çавăтсан та Тунюк утасшăн мар. Усал хыпар илтнисен хушшинче ашшĕ пашкаса чупнине курсан ăна чун кĕнĕн туйăнчĕ. Иккĕн-иккĕнех çав — уттарса çӳреме мехел çитерчĕç. Телее, хăрушлăх иртсе кайрĕ.
Вăхăт кайăк евĕр вĕçет. Çу хыççăн çу, каникул хыççăн каникул. Пальмира ĕнтĕ ĕне çуллĕш çеç мар, иртсе те кайрĕ. Ĕне сума вĕренни амăшне савăнтарчĕ. Тăван хусалăха пулăшма тухма та шухăшлать хĕрача. Хĕвелпе пиçĕхсе ĕçре туптаннăскере никам та: «Сенĕк аври çӳллĕш пулайман» е «Кĕреплине тытма пĕлмест — ĕçе тухнă», — теме хăяймĕ. Анчах пĕр çулхине килтисем тепĕр ĕне туяннипе ĕмĕт пурнăçланаймарĕ. Икĕ ĕнепе çӳреме тиврĕ. Сирень ятлă тĕттĕм хĕрлĕ, пĕчĕк те лутра ĕне Пальмирăна пĕрре курсах килĕшрĕ. Мăйраки вăкăрăнни пек кĕске, хăй лăпкă, калча çине йăрккаса тарăхтармасть, хапха алăкне вăхăтра уçмасан та шарламасăр кĕтет. Кил хуçи карчăкĕ каланă тăрăх, пăру чухнех вăл пӳрт умĕнчи сирене куç хывнă. Кайнă-килнĕ хушăра яланах ун патĕнче чарăнса мăйне тăсать: те шăршипе киленет, те чĕлхипе татасшăн. Çакна час-часах курнă кӳршĕ хĕр ачи ăна сиреньрен пуç кăшăлĕ туса тăхăнтартать. Çавăн хыççăн ăна Сирень тесе чĕнме пуçланă иккен.
Ĕнесем пĕр-пĕрне хăвăрт хăнăхрĕç: ирĕкре, çитермере ялан пĕрле. Урамра йытă е кушак асăрхасан Сирень ăна хăваламасăр ниепле те чăтаймасть. Пуçне пăркаласа вĕлтти-вальтти сиккелет те лешсем тарса пытанмасăр та хыçран чупма чарăнмасть.
Пĕррехинче тата тилĕ сехрине хăпартрĕ вăл... Арçын ачасем вăрçăлла вылянă хушăра ĕнесене хĕр ачасем пăхрĕç. Çав вăхăтра сăртри «снайперсем» çырмари хурсем какăлтатса шуйланнине кураççĕ. Унтан — çавăнталла ĕрĕхтерекен Сирене. Унччен те пулмасть хура мăйĕнчен ярса илнĕ кăпăшка хӳреллĕ тилĕ тус сиксе тухать.
Ши-и-и! шăхăрса чупаççĕ ачасем. Хăй патнелле вирхĕнекен ĕнене курсан чеескер пăркаланса илет, тарма пуçлать. Ыттисем пашкаса çитнĕ çĕре Сирень «сарă кĕрĕке» хăваласа ячĕ. Çапла çăлăнчĕ анрама ĕлкĕрнĕ хура хур ами.
... Пурте пуçтарăнса çитрĕç. Ирех хĕвел пĕçертет пулин те ешĕл курăклă çĕнĕ вырăнта ĕнесем лăпкă çӳреççĕ. Шăна-пăван канăç паманнипе ĕнер нумайăшĕ тарса саланса пĕтнĕччĕ. Хӳрисене тăратаççĕ те ăçталла куç курать, çавăнталла çатăртаттараççĕ, сулхăн шыраççĕ.
Кунта, Ăрсай варĕнче, шăрăх чухне уйрăмах кăмăллă. Çырма тĕпĕнче пĕчĕк юханшыв авкаланса юхать, çăлкуç сахал мар. Ачасем пăхса-тасатса тăраçсе вĕсене. Шывĕ пăр пек сивĕ пулин те тĕкĕр евĕр курăнаканскере ĕçсе тăранаймастăн. Çумăр тахçантанпа çуманнипе ĕне çитерекенсем шывпа выляса киленчĕç, хăшĕсем йĕп-йĕпе. Пуçласа тухнă Çемене пĕри ăнсăртран тĕртрĕ те, лешĕ сивĕ çĕре лапах кĕрсе ӳкрĕ. Тарăхса кайнăскер алăри туйине сулкаласа пурне те хăвалама тытăнчĕ. Меллĕ самантра Витьăпа Миша патака туртса илме ĕлкĕрчĕç пулин те «шăрчăк» сикме чарăнмарĕ. Çапах та темиçен çакскере лăплантарчĕçех: хăй туйилех алли-урине пĕрлештерсе «тăлларĕç». Выртрĕ вара тахçанччен çухăрса-тапăлтатса...
...Сиренĕн пăрулама вăхăт çитрĕ. Пĕчĕк ĕнен пысăк ĕçĕ килтисене малтанах шухăшлаттарчĕ, шиклентерчĕ те. Пĕрремĕш хут-çке... Нумай выртрĕ вăл, анчах пăрушка курăнмарĕ. Амăшĕ выльăх тухтăрне васкаса чĕнсе килчĕ.
Çенĕк чӳречинчен çакна пĕтĕмпех курнă Пальмира текех пăхма хал çитереймерĕ. Мĕн пуласса пĕлес те темерĕ, пӳрте чупса кĕрсе пуçне минтер айне хучĕ. Сирене хĕрхеннипе вырăн тупаймарĕ.
— Мĕнле чăтать-ши манăн Сирень?! Пăрушне те шел-çке, — куççульленчĕ вăл.
Килтисем кĕриччен хĕрача тухмарĕ. Итлерĕ... Арçынсен сасси илтĕнмерĕ. Кайнă пулмалла... Пăру вилнине амăшĕ каларĕ. Пальмира Сирень патне тухрĕ, тумтирпе витнĕскере чылайччен ачашларĕ, хăлхинчен темĕн пăшăлтатрĕ. Тепĕр кунне ăна уя ямарĕç, пахча хыçĕнче çӳретрĕç, хӳхĕм курăк çулса пачĕç.
Тунюк лăпкă мар, киле ытти чухнехинчен маларах каясшăн ăнтăлчĕ. Тăлламан тăк Пальмира чараяс çукчĕ пулĕ.
Тепĕр эрнерен Сирень ĕмĕрлĕхе уйрăлчĕ...
Канăçне çухатнă Тунюка кĕтӳçсем те, никам та чараймарĕ. Вăл тарма пуçларĕ. Ялан юлташне шырарĕ, макăра-макăра чĕнчĕ, палланă сасса кĕтрĕ.
...Ачасем ĕне çитерме çӳрекен çырма варĕнче шăп. Юнашарах выльăх çăви. Унта — аякранах курăнакан сирень тĕмĕ. Ăна Пальмира лартнă.
Лăпкă Сиренĕн вил тăприйĕ çинчи сирене ăшă çил хуллен сĕртĕнсе ачашларĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...