Çĕнĕ çул юрри
Тантăшсем, тăвансемĕр,
Ушкăна пухăнар.
Ытлашши сăмахсемсĕр
Куркасем тултарар.
Иртсе кайрĕ çулталăк
Пултаруллă ĕçре.
Çĕнĕ çул уçĕ алăк
Пирĕн çĕн ĕмĕре.
Ăна чун пек кĕтетпĕр:
— Çĕнĕ çул, килсем, кил!
Пурте харăс çĕклетпĕр
Саншăн савăш курки!
Çĕнĕ çул—çамрăк Улăп
Алăк уçрĕ вăр-вар,
Килсе тăчĕ хăюллăн
Пирĕнпе юнашар.
Таса ĕмĕтлĕ куçĕ
Çăлтăрла йăл кулать.
Сасси кăмăллă, уçă, —
Сăмахне вăл калать:
— Мана мĕн-ши сунатăр?
Мĕн сунам хăвăра?
Итлеме эпĕ хатĕр
Сирĕн шухăшăра.
Эпир пурте пĕр харăс
Саламлатпăр ăна:
— Пире паттăр вăй пар эс
Лăпкă пурнăç тума!
Чăрмава пăхса ан тăр,
Тусем урлă çул хыв.
Çулсерен хăватлантăр
Пирĕн аслă çĕршыв!
Тырă-пулă хумхантăр
Тинĕс пек хир тулли.
Çĕршывра янăратăр
Ачасенĕн кулли.
Садра тайăлтăр йывăç
Улмине çĕклейми.
Хĕрупраç пулма тивĕç
Пирĕн чи илемли.
Паттăртан паттăр каччă
Ӳстĕр кашни килте.
Ваттисем çамрăкланччăр
Пĕр ан юлччăр пиртен.
Советсен çĕрĕ-шывĕ
Пытăр ĕмĕр малта.
Çĕршыва куç пек сыхă
Хураллатăр салтак.
Чĕрере сив хĕл мар халь,
Чĕрере — çуркунне.
Тултарар та шаккар-ха
Çĕнĕ çул куркине!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...