Асамçă йăмра
Те чăнах ку, те юмах,
Пулнă тет вăл авалах.
Çичĕ тинĕс леш енче,
Çутă кӳлĕ хĕрринче
Пурăннă тет пĕр патша
Хăйĕн савнă çемйипе.
Кăвакарчăн мăшăрĕ
Парнеленĕ патшана
Виç ывăлпа виçĕ хĕр.
Ӳссе çитрĕç аслисем,
Мăшăр тупрĕç хăйсене.
Савăнса пурнас чухне
Хуйхă çитнĕ çемьене.
Кĕçĕн хĕр те, савнă хĕр
Йĕп çухалнă, çын курман.
Çемье путнă хуйăха,
Çитмен вырăн хăварман,
Кунпа çĕре чухламан,
Ăшĕ çуннă вутпалан.
Пĕчĕк çеç хура пӳртре,
Сĕм вăрманăн варринче,
Кайăк-кĕшĕк хушшинче
Пурăннă тет пĕр асамç.
Тупать патша асамçа,
Тархаслать вăл карчăка.
Чаплă çуртпа тем чуль мул
Пама пулать пулăшсан.
Карчăк пуçлать сăмахне,
Тинкерет патша çине:
— Сирĕн савнă хĕрĕрĕр
Çичĕ тинĕс леш енче,
Аçтахан вут аллинче
Хĕн курать-çке кунсерен.
Çăмăл мар унта çитме,
Хăтармашкăн хĕрĕре.
Аçтахан виçĕ пуçĕ
Вут-хĕм сапать инçете…
Эпĕ мĕн каланине
Итле, тăнла, ăса хыв.
Инçе те мар, çывăх мар
Пĕр асамлă йăмра пур.
Çав йăмра тымар айне
Ик-виç ĕмĕр каялла
Хурçă хĕç пытарнă-мĕн.
Аçтахана пĕтерме,
Унăн чапне сӳнтерме,
Тĕпренчĕкне тавăрма,
Çак хурçă хĕç пулăшĕ.
Вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне
Ват асамçă кăштахран.
Телей сунса кăмăлтан
Çула тухма пиллерĕ.
Çичĕ кун та çичĕ каç
Утрĕç патша тарçисем.
Тупрĕç тинех йăмрана
Пачĕç парне лавĕпех.
Пуçне тайрĕ ват йăмра
Парнелерĕ вăл хĕçне,
Çавăн пекех туратне
(Кирлĕ пулĕ инкекре).
Мĕн чуль вăхăт иртрĕ-ши?
Миçе çухрăм утрĕç-ши?
Ĕнтĕ патша тарçисем
Çитсе тухрĕç тĕнчене
Аçтаха патшалăхне.
Сисрĕ аçтаха юта
Сирпĕтет вут-хĕм кăна.
Кисренет пĕтĕм тĕнче,
Шикленет-мĕн тарçă та.
Ырнă патша тарçисем
Чакрĕç кăштах каялла,
Çĕре чикрĕç турата,
Сапрĕç шывпа ун тавра.
Куçа хупса иличчен
Ӳссе ларчĕ ав йăмра,
Хӳтлĕх пачĕ таврана.
Аçтаха ав лăпланмасть,
Пĕтерес тет вăл юта.
Ăна хирĕç ыткăнать
Хурçă хĕç пит васкаса.
Касса ваклать пĕр пуçне,
Ыткăнать теприн патне.
Вăйĕ пур-ха аçтахан,
Тытăçать хĕçпе аван.
Аçтахан тепĕр пуçне
Хĕç вакларĕ туххăмрах.
Юлчĕ тепĕр пуç кăна
Ăна касса татмалла,
Пикене хăтармалла.
Йăмра парать хĕçе вăй
Аçтахана пĕтерме.
Хĕçĕ пĕтĕм вăйĕпе
Ыткăнать тăшман çине,
Касса татрĕ теприне,
Тĕп турĕ тăшман пуçне.
Чипер хĕр те, савнă хĕр
Тухрĕ тинех ирĕке.
Унтан лăпкă сасăпа
Ăшшăн çапла каларĕ:
«Тайма пуç сана, йăмра.
Тав сана та, хурçă хĕç.
Кăмăлсем пулсан сирпе
Пулăпăр пĕрле ялан».
Пуçне тайрĕ те йăмра
Сĕртĕнчĕ пике çумне.
Пулса тăчĕ сар каччă
Лаштра йăмра вырăнне.
Каччă тытрĕ те хĕçе
Пуçне тайса каларĕ:
«Тавтапуç ыр сăмахушăн
Тата ырă кăмăлушăн.
Ютшăнмастăн пулсассăн
Хатĕр эпĕ паянах
Санпа утма пĕр çулпах».
Тупрĕç хăйсен телейне
Сар ачапа сарă хĕр.
Инçе çула тухайрĕç
Ашшĕ килне пил илме.
Мария (2013-11-06 18:19:32):
Ăнăçусем сунатăп сана, Никита. Пултарулăхна малашне те аталантарсах пыр.
Мария (2013-11-06 18:19:33):
Ăнăçусем сунатăп сана, Никита. Пултарулăхна малашне те аталантарсах пыр.
Сергей (2013-11-13 13:12:44):
Юмаха вулама питĕ кăмăллă. Маттур,Никита!