Кашлаççĕ йăмрасем çилпе
Ял хĕрринчи лаштра йăмра
Мана чĕнет пек хăй патне.
Сисетĕп хам та чунăмра
Пĕрре те лăпкă маррине.
Ун айĕнче ларса ĕçлем
Тесе пуçтарăнтăм ирех.
Эп илтĕм кĕнеке, калем,
Шур хут та кирлĕ пулатех.
Хальччен эп темшĕн шутламан:
Этем пекех-çке йывăçсем…
Йăмра-и вăл, çăка, юман —
Ватăлтараççĕ çав çулсем.
Утатăп акă урампа.
Пуçра тем тĕрлĕ ĕмĕтсем.
Инçех те мар ав укăлча.
Йăмра мана кĕтет-ши? Тем
Яш! турĕ çамрăк чунăмра.
Çил тухрĕ темĕн хушăра
(Ытла хăрушă хăй, кăра!),
Тусан çĕклерĕ ман умра.
Çӳçе лăскарĕ çавра çил.
Куç умĕнче — тĕтре, çӳп-çап…
Ăçта ларать-ши манăн кил?
Хăçан тамалĕ ку асап?
Çил-тăвăл иртрĕ. Укалча
Кунтах иккен. Йĕри-тавра
Сип-симĕс ешерет калча.
Анчах та курăнмасть йăмра.
Пĕр туххăмра аманнă чун!
Тымарĕ йăлт кăкланнă ун.
Шутларăм: «Ăраскалсăр кун…»
Хам пăхкаларăм-ха ун-кун.
Эп сыв пуллашрăм йăмрапа.
«Ан кай! — чĕнет пĕр сас таçта —
Тымар кăкланнă вырăна
Эс лайăх пăх, ачам, тăхта…»
Тавралăх шăп. Шыв сыпнă пек.
Пулман та пек нимле инкек.
Тем тĕрлĕ чул — куç алчăрать,
Умра купипеле выртать.
Чĕрсе тем çырнă паллăсем
Памарĕç канăç чунăма.
Туятăп: манăн несĕлсен
Кун-çулĕ пуль çав тупрара…
Тавах, йăмра управçă, тав.
Этем пекех эс, ват ăсчах.
Халь юрамасть тума тăхтав:
Ман ĕçĕм пуçланать анчах…
Каллех çĕкленчĕ çавра çил.
Ман куçăм килчĕ хуралса…
Тем вăхăт иртнĕ. «Э-эй, кил!» —
Тени вăратрĕ халь мана.
Йĕри-тавра тем анлăш хир.
Ниçта та курăнмасть пĕр чун.
Те каç пулать, те çутă ир,
Хăш вырăнта пуçлатăп кун.
Эп лекнĕ çĕр çинче хальччен
Тен, çын та пуранса курман?
Мĕнле ман пурăнас пĕччен? —
Тесе пуç ватнăччĕ… «Камран
Эс илтĕн ирĕк, ыр этем,
Ман çĕр çине ярса пусма?
Чăнах та, пĕр-пĕччен кичем,
Тен, килĕшен кунта юлма?» —
Тени хăратрĕ ман чуна.
«Кунта эп вăхăтлăх кăна…»
«Пĕлетĕп: эсĕ — ман хăна,
Уçсам эппин часрах куçна».
Кĕç сирĕлчĕ темле чаршав.
Кĕтрет çути куçа çиет.
Кам парĕ-ши мана хурав:
Çак вăрттăнлăх мĕскер пиллет?
Куратăп çул — шап-шурă пир…
Чăваш тĕрриллĕ хăй тата.
Тăрать мăн УЛĂП. Катанпир
Кĕпи шалпар, сар çăпата
Вăл сырнă урине. Анчах
Сăн-пичĕ темшĕн пит салху:
«Пĕлетĕп: эс чăваш, ăсчах.
Чуну илемлĕ, пур хавху…
Сана эп акă тыттарам
Асамлă кĕнеке, ачам.
Эп пурăнни вара харам
Пулаймĕ, тусăм, нихăçан…
Çапла Улăппала пĕрле
Эп лартăм темĕнччен çĕрле…
Ăнлантăм хам кам иккенне,
Чăваш тĕнчин чăн тытăмне.
«Ĕмри çитсен сӳнет пур чун,
Хăв хыççăн ыр ĕçсем хăвар.
Килне кайма кăтартăп çул,
Малтан илсем ак пĕр тымар.
Асамлă вăл, ахаль çеç мар.
Йăмра йăваннă вырăна
Ăна эс ларт, куллен шăвар —
Телейлĕ тăвăн халăхна!
Мĕн чухлĕ юхрĕ пуль шыв-шур!
Кашлаççĕ йăмрасем çилпе.
Чăвашăм, сан малашлăх пур —
Хуна эс çутă тивлетпе!!!
Светлана Едифанова (2013-11-18 22:46:28):
Тĕлĕнсе каймалла тарăн шухăшлă сăвă!Маттур,Светлана Петровна!