Ылтăн укçа йывăççи


Кĕр çитсе алăкран шаккарĕ. Таврари йывăçсем ылтăн тум тăхăна пуçларĕç. Сап-сарă çулçăсем çĕр çине çут çăлтăр пек ӳкеççĕ. Эпĕ çак илемлĕ вăхăта çав тери юрататăп, пушă вăхăт тупăнсанах паркра уçăлса çӳретĕп. Пĕррехинче эпĕ кунта самаях пысăк сап-сарă вăрă тупрăм. Вăл мана питĕ килĕшрĕ, эпĕ ăна пӳрте илсе кĕртрĕм. Хитре вăрăна ытараймасăр чечек куршакĕ ăшне акса пăхас терĕм.

Эпĕ ăна кашни кунах шăварса тăтăм. Тăрăшни сая каймарĕ, виç кунтанах вăл шăтса тухрĕ.

Чечек вăрри пулман-мĕн, йăмра вăрри пулнă! Пĕчĕк куршакра тем пысăкăш йăмра çитĕнме пултараймасть, пысăкрах чӳлмек шыраса тупрăм , йывăçа унта куçарса лартăм. Вăл кунсерен çитĕнсех пычĕ, пӳрт маччинех çитсе перĕнчĕ. Унтан йăмра çинче çулçă мар, укçа çакăнса тăма пуçларĕ. Кĕçех ылтăн çулçăсем тăкăна пуçларĕç. Йывăç айне икĕ пичке лартрăмăр, вĕсем часах тулса та ларчĕç. Вăхăт шăвать, эпир пуйсах пыратпăр. Кун чухлĕ укçана ăçта чикес?

Эпĕ 18 тултартăм, манăн качча каймалли вăхăт çитрĕ. Пĕр каçхине пирĕн пата пĕр палланă каччă хăйĕн тăванĕсемпе мана çураçма килчĕ. Эпĕ ăна килĕштермерĕм, ăна качча тухма килĕшмерĕм. Çакна пĕлсен каччăн амăшĕ тарăхса кайнă, çĕрле пирĕн пата килсе йăмрана тĕпрен касса пăрахнă. Халĕ йăмра çук, пирĕн малашне укçа çук, çак каччах качча тухмалла пулать-ши? Юратман çынпа мĕнле пурăнас? Эпĕ йывăç тункати çумне кайса лартăм та макăрса ятăм. Манăн куççуль йăмра тункати çине ӳкрĕ те вăл çутатса çӳлелле çĕкленчĕ. Хытă хăранипе макăрма чарăнтăм. Йăмра тункати ăшĕнчен пĕр хитре каччă тухрĕ те мана лăплантарма пуçларĕ, хăй мĕнле майпа йывăç пулса тăни çинчен каласа кăтартма пуçларĕ. Ăна пĕр хаяр тухатмăш тухатнă пулнă: «Енчен те хăçан та пулин сан çума хитре хĕр килсе ларать, эсĕ каялла каччă пулса тăма пултаратăн», — тенĕ.

Ман вăл питĕ килĕшрĕ. Эпир ăна лайăх хăналарăмăр, чун тăраниччен калаçрăмăр, шыв ĕçтертĕмĕр. Вăхăт иртрĕ. Каччă килне таврăнма шутларĕ. Эпĕ кулянса ӳкрĕм. «Эпĕ сана хампа пĕрле илсе каясшăн», — тет вăл. Аннепе канашларăм, вăл мана : «Кайса кур эппин», — терĕ.

Çула тухрăмăр, чылай кайрăмăр, эрнерен тин вăл пурăннă яла çитрĕмĕр. Вĕсем лайăх пурăнаççĕ, илемлĕ çурт чечеклĕ пахча варринче ларать. Пӳрт умĕнче çаврака кӳлĕ, кӳлĕ çийĕн чечексем ишсе çӳреççĕ, хур-кăвакал чăмпăлтатать. Вăл мана хăйĕн амăшĕпе паллаштарчĕ. Амăшĕ, ăшă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ, мана килĕшрĕ. Вăл та мана килĕштернĕ, ывăлне хăтарнăшăн мана куççульпе тав турĕ. Пулас мăшăрăм аннене чĕнсе илсе туй пирки калаçса татăлма шутларĕ. Анне килчĕ те эпир туй туса ирттертĕмĕр. Халĕ эпир телейлĕ, пĕр-пĕрне юратса пурăнатпăр.

Ман мăшăрăм йăмра пулни пирки аса илтерме пирĕн пӳлĕмре укçа чечекĕ çитĕнет, çулталăкра пĕр хутчен хитре чечек çурса пире саламлать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Г. Зотова (2013-11-07 21:26:43):

Диана та хитре, çăмăллăн вуланакан юмах хайланă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аксар Чунтупай (2013-11-09 22:38:14):

Йăмра тункатинчен каччă çуралса тухни иккĕлентерет, ĕненеслĕхе чакарать....

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: