Ан ĕнен, ан хăра, ан ыйт...


Шăпах Çĕнĕ çул умĕн çакăн пек лару-тăрăва лекессе кĕтменчĕ Слава. Чĕри çамрăкскерĕн кĕлеткинчен тухса тарасла тапрĕ. Сывлăш çитменнипе антăхсах кайрĕ пулин те ӳсĕрме те шикленчĕ. Халь-халь авăра сикес çын пек туйрĕ вăл хăйне. Акă, халĕ, çак самантран... Тĕлĕкри пек «Джентельмены удачи» фильмри «...Куçна чиксе шăтаратăп...» тесе кăшкăракан Доцент аса килчĕ. Унтан куç умне хăй пĕр талăк каялла лекнĕ пăтăрмах тухрĕ. «Сборка» текен вырăнта саккуна хирĕçле ĕç туса айăпа кĕнисене тытаççĕ. Карантин эппин. Унтан, суд пулнă хыççăн — тĕрме. Славăн пуçне ниепле те вырнаçма пултараймарĕ çакă. Эрне каялла кăна ирĕкреччĕ вăт-ха. Клава юлашки вăхăтра кутăнлашма-турткаланма тытăнчĕ пулин те, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пекчĕ. Халĕ акă никам та çук: икĕ-виçĕ ĕçре ĕçлекен амăшĕ те, юлташĕсем те, хĕрĕ те. Вĕсен вырăнне — тĕрме...

— Эсĕ пĕрремĕш хут çакланни тӳрех курăнать. Первоход-ха эппин. «Филкă» е «дурь» пур-и? Ну-у-у, укçа е наркота этем чĕлхипе каласан. Ан шелле пур пулсан. Ман урок-вĕрентӳ кирлĕ сана. Унсăрăн тĕрмерен чĕрĕ-сывă тухаймастăн. Сан пеккисене «хатăра», камерăра эппин, çур сехетре хывăнтараççĕ, çаратаççĕ, унтан «шконкă» айне переççĕ, — аса илчĕ вăл хăйне «обезьянникре» тăн панă татуировкăллă арçынна.

Çук-ха, укçине кăларса панăшăн кулянмасть Слава. «Прописка», «подлянка», «крыса», «прессовка», «общак», «мусорская», «прокладка», «шконка», «вертухай», «рекс»... мĕнне çапла пĕлекен-ăнланакан пулчĕ.

— Тĕрмере, — терĕ юлашкинчен «вĕрентекен», темшĕн çамрăк каччăна шеллесе пăрахнăскер, — кашни хăйшĕн яваплă. Тĕп правилăна ас ту — никама та ан ĕнен, никамран та ан хăра, нимĕн те ан ыйт. Килĕшсен кам та пулсан хăй «çемйине» илет, вара çăмăлрах пулĕ. Укçушăн ан кулян, мана пĕрре мар аса илсе тав тăвăн акă... Чăн та, тĕрмери камера алăкĕ хăй хыçĕнче хупăннă-хупăнман аса килчĕç, акă, «вĕрентекен» сăмахĕсем.

Тĕлĕнмелле, 1 вун пилĕк — çирĕм минут та иртрĕ, анчах Слава патне никам та пымарĕ, чĕнмерĕ. Камерăра вара çынсем, тĕрме «пăттине» çиекенсем, кирлинчен икĕ — виçĕ хут та ытларах. Тахçантанпа çăвăнман ӳт, тар, нуски, эрехпе пирус шăрши... — пĕтĕмпех хутшăннă, сывлама май çук. Çапла лару-тăрăва, тăватă çуллăха иккĕмĕш килĕ пулса тăнă камерăна тишкернĕ май хăй умне трико тăхăннă çамрăк арçын пырса тăнине те асăрхамарĕ:

— Айта паллашар. Мĕн ятлă эс?

— Слава. Хушамат — Мулендеев.

— Шупашкартанах-и?

— Аха. Восточкăран.

— Хушамату çын евĕрлĕ мар, араб-им эсĕ?

— Чăваш...

— Юрĕ. Ан хăра. Мĕнле статьяпа лекрĕн?

— 158-мĕш, вăрлани...

— Ăнланмалла. Эсĕ сĕтел патне кай-ха, «смотрящий» калаçасшăн санпа...

Слава чӳрече умĕнчи сĕтел хушшинчи хуçа пек саркаланса ларакан арçын патне хăра-хăра (пĕтĕмпех унран килет-çке!), анчах çакна кăтартасшăн пулмасăр, пырса тăчĕ. Лешĕ, 40-45 çулсенчи тĕреклĕ арçын, çĕнĕ çын çине тĕрĕслесшĕн пулнăн шăтарасла пăхрĕ. Каччă ун çине кăсăкланса тинкерчĕ: «смотрящин» сулахай хул пуççийĕ çинче ирĕклĕх статуйи, пилĕк чиркӳ куполĕ (каярах Слава çакă тĕрмере ирттернĕ пилĕк çула палăртнине пĕлчĕ), кăкăрĕ çинчи Георги хĕресĕ, аллисемпе урисем çинче темле сакăр кĕтеслĕ çăлтăрсем ӳкернĕ...

— Ирĕкрен-ха эппин. Мĕнле унта?

— Ну, мĕнле... Йĕркеллех.

— Эппин мĕншĕн кунта эс?

— Пĕринне машинăран магнитола вăрларăм. Анне темиçе ĕçре ĕçлесен те укçаран ялан хĕсĕк. Эпĕ училищĕре автомеханика вĕренсе тухрăм та укçаллă вырăн тупаймарăм. Пур çĕрте те ĕçе вырнаçма укçа ыйтаççĕ е пуян пĕлĕш кирлĕ. Юратнă хĕр пур тата. Ăна парнесем памалла...

— «Мусорсемпе» туслă мар-и? Юлташусене сутман-и? Арçын таврашĕпе вырăн çинче аташман-и?

— Çук, — терĕ хальхинче çирĕппĕнех каччă.

«Смотрящий» ăнланнăн пуçне сĕлтсе илчĕ те сĕтел çине сарнă хаçат çинче выртакан «Парламент» курупки çине куçĕсемпе кăтартрĕ:

— Ил. Куратăп — хумханатăн. Туртса яр, ан хăра...

Акă вăл — хайхи тĕрĕслев. «Сборкăри» «вĕрентекен» асăрхаттарни кирлĕ пулчĕ те. «Подстава» ĕнтĕ ку. Тĕрĕслев эппин. «Сĕтел çинчи пируса пачкăран хăв аллупа кăларса илме ан васка. Вăл пĕр-пĕр «автан» аллинче пулма пултарнă. Эсĕ ăна пĕлмесĕр тытрăн пулсан хăвна та «автан» туса хураççĕ. Çын аллинчен вара илме пултаратăн...»

— Çук, кирлĕ мар, тавтапуç, — тесе пуçне сĕлтрĕ çеç Слава.

— Мĕн, «сборкăра» вĕрентрĕç-и? Юрĕ. — Кĕсйинчен пирус кăларса ăна каччăна тыттарчĕ. — Ан хăра, ку — таса. Тĕрĕслев витĕр тухрăн тесе йышăнăпăр. «Общак» çинчен систернĕ эппин сана...

Слава кукленсе кивĕ кроссовки ăшĕнчен амăшĕ суд хыççăн сыв пуллашнă чухне вăйпа тенĕ пек тыттарнă юлашки укçине кăларса пачĕ.

— Малаллахи хăвăнтан кăна килет. Проблема пулать, мана кала. Унта, параша патĕнче, «автансем» пурăнаççĕ, «шконка» айĕнче — «шнырьсем». Ку «шконка» çине выртса кан, ытти — кайран...

Слава, хăйне вилĕмрен çăлăнса юлнăн туйса, кăтартнă икĕ хутлă тимĕр сак çине хăпарчĕ те стена еннелле çаврăнса выртрĕ. Çу-у-ук, çывăрма-и унта, çĕнĕ вырăнта ниепле те хăнăхаймарĕ вăл. Куçĕсемпе стена витĕр тухса тарма пултарнăн пăхса иртнĕ кунсене аса илчĕ.

Клава... Суда та, сыв пуллашма ты пымарĕ-çке. Хăйне пула каччă тĕрме патне çитнине ăнланма шухăшламарĕ.

Çук, иртĕхтермерĕ Славăна пурнăç. Ялан çити-çитми пурăннă. Анчах вăрламан. Пĕрре хулиганла ĕçсем тунăшăн — çапăçнăшăн 213-мĕш статьяпа айăпланни пулнă та, тĕрме патнех çитмен ун чух. Тăхăр класс хыççăн хулан Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи училищĕре автомеханик профессине алла илчĕ. Амăшĕ те (ара, ывăлĕ çын пулчĕ, тен, хăçан та пулсан пысăкрах çурт та лартма май пулĕ?), хăй те самай хĕпĕртерĕç. Анчах пус çумне пус хушăнасшăн пулмарĕ. Дискотекăра паллашнă хĕр — Клава — малтан вăрăм та хура каччăна килĕштернĕ пекчĕ-ха. Атăл хĕрне уçăлма та çӳрерĕç çамрăксем, кинона та кĕркелерĕç. Слава та, амăшĕ те килĕштерчĕç хĕре. Каччă, юрату хĕлхемĕпе çунма тытăннăскер, хĕрпе пĕрлешесси пирки ĕмĕтленчĕ. «Ан васка, Слава, шкул пĕтермелле ман, ăçтан качча тухма пултарăп-ха», — текелерĕ леш. Çапла çав, шкултан вĕренсе тухман-ха Клава. Çапах та ирĕклĕ тытатчĕ хăйне. Ăна пулах дискотекăсем тăрăх çӳреме пуçларĕ каччă. Ĕç укçине ташă каçĕсенче, парнесем туянсах пĕтерсе пычĕ. Шанчĕ, кĕтрĕ Слава, Клава хăйне дискотекăра «ăнсăртран» тĕл пулнă тусĕсемпе (Коля та пулчĕ, Саша та...) паллаштарсан та усал шухăшламарĕ. Пачах урăхла. «Эппин, манпа ахаль кăна çӳремест, тусĕсемпе те паллаштарать», — тесе чунĕнче çĕкленме пуçланă кĕвĕçӳ туйăмне путарма тăрăшрĕ.

Çук çав. Ĕç-пуç пачах урăхла аталанчĕ. «Ку Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илĕпĕр», — тесе шантарчĕ пулсан та хĕр хăйĕн çуралнă кунĕнче, кĕр кунĕсем вĕçнелле (вĕсен хушшине те кĕр ăмăрĕ кĕчĕ-ши) мăрт! та март! тума пуçларĕ. Ак тамаша! Калаçура «Коля — апла та, Коля — капла», — теме пуçларĕ. Коля пекех компьютер вĕренес килет, Коля пекех моднăй тăхăнас килет, Коля пек... Коля пек... Коля пек...

Тĕрĕссипе, йăлăхтарчĕ ку япала хăйсем чухăн пурăннăшăн ахаль те аванмарланакан çамрăка. Тепĕр дискотекăра вара... Кĕçех тӳнсе каятчĕ вăл.

— Ан кулян. Кирлĕ мар мана сан хĕрарăму. Ячĕ те пулсан хитре мар-çке — Клава. Чăн-чăн Клавдия çав. Вырăн çинче вара — антăхса çитнĕ кушак пек...

Йĕлпĕрсе калаçакан Кольăна хăш вăхăтра çапса ӳкернине те сисмерĕ Слава. Ухмаха тухрĕ тейĕн — чышрĕ, тапрĕ... Урамра, уçă сывлăшра кăна, тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Клава вара? Çук, тухмарĕ. Каялла дискотекăна кĕресшĕн пулчĕ каччă — кĕртмерĕç. Килне таврăнчĕ каччă. Амăшĕ — ĕçре, таврăнайман-ха. Çутă çутмасăрах кресло çине тĕшĕрĕлсе анчĕ, ларчĕ те ларчĕ, пуçĕнчи усал аса илӳсене тата та тата тишкерчĕ. Килĕ умне машина çитсе чарăнсан кăна хăйне алла илнĕ пек пулчĕ, урама тухрĕ.

Ăнланмалла... Кун пекккине кĕтмен мар-ха. Коля хăйне кӳрентернине ахаль ирттерсе ярас маррине ăнланма та нумай ăс кирлĕ мар. Анчах машина алăкĕсене хăлт! та халт! тутарса сиксе тухнă пилĕк çамрăка çĕнтересси пулĕ-ши? Çапăçма пĕлмен мар-ха, урамра ӳснĕ. Хăйсем начар пурăннине саплаштарас тесе-ши, кăвак ӳтпе сахал мар çӳренĕ пулин те, ытларах хăйне хирĕç тăракансене лектернĕ... Фара çутисем куçне çинине пăхмасăр хăйне хирĕç тăракан ушкăн çине пăхнăçемĕн каччă, малтан тарса ӳксен лайăхрах пулмасть-ши тесе шухăшланăскер, çапла тĕв турĕ: «Çук. Тармастăп. Вĕсем пиллĕкĕн пулсан та. Çапăçатăп. Парăнмастăп. Вĕлерсен кăна»...

— Ас ту, Коля, аллунти çĕççӳпе мана тӳрех лектермесен эпĕ çухалса каймастăп, хăвнах тирĕнĕ вăл, — терĕ-ха тата шалта шикленĕвне-чĕтренĕвне кăтартасшăн пулмасăр, куçĕсемпе хирĕçри çамрăка шăтарасла пăхса.

Лешĕ, Слава пекех кĕрнеклĕскер, кун пек сăмахсене кĕтмен пулас, пĕрре юлташĕсем çине, тепре аллинчи çĕççи çине пăха-пăха илчĕ.

— Ан хăра, Коля, эпир санпа. Вĕлеретĕп терĕн вĕт-ха, — мăшкăлланăн кулса хирĕçри çамрăка аллинчи сăнчăрĕпе хăмсарса илчĕ пĕри.

Тек кĕтсе тăмарĕ Слава, чăн малтан çĕççипе нимĕн тума аптраса тăракан Кольăна аллинчен тапрĕ — çĕçĕ айккинелле ывтăнчĕ. Çав самантра пуçĕнчен тахăшĕ тӳнклеттернине, темĕн касса ыратнине, пичĕ тăрăх вĕри юхса аннине, темĕнле хĕрарăм хăрушшăн кăшкăрнине тĕлĕкри пек ас турĕ каччă. Кайран — пач тĕттĕм...

Амăшĕ хирĕçленине пăхмасăр больницăра юласшăн пулмарĕ Слава. Урамра — раштав, Çĕнĕ çул. Пуçĕ çирĕп иккен тата. Икĕ-виçĕ тĕлтен çĕлерĕç те, аптрамасть пек. Çĕвек юлать ĕнтĕ. Мĕнех, çӳçĕ ӳсĕ-ха вăл, çĕвексем пытарăнĕç, чун-чĕрене ларса юлнă çĕвек таврашне мĕнле пĕтермелле-ши?

Клава... Пымарĕ... Кампа-ши?.. Шăнкăравларĕ каччă — калаçасшăн та пулмарĕ. Пурпĕрех манаймарĕ. Тĕл пулăп-и тесе Клава пурăнакан çурт подъезчĕ умĕнче те хуралларĕ, çук, вĕçне-хĕрне тухаймарĕ-тупаймарĕ. Пĕр каç кĕтрĕ вăл Клавăна, иккĕ, виççĕ — çĕр тĕпне анса кайнă тейĕн чĕрĕ-сывă çын.

Раштав... Çак тапхăрта Славăн пурнăçĕ пĕтĕмпех пăтранса кайрĕ тейĕн. Чунĕнче те урамри пекех раштав сивви хуçаланчĕ, çил-тăвăл алхасрĕ. Çĕнĕлле пурăнмалла е çак тĕттĕм авăртах юлмалла. «Каймалла. Тухса тармалла ку пурнăçран», — тĕв турĕ вăл. Укçа... Ăçтан тупмалла, камран ыйтмалла? Пĕлет-ха, пĕлет ăна мĕнле тумаллине те. Ахальтен автомеханика вĕренсе тухрĕ-им? Анчах çаклансан? Анчах... Урăх çул, çăмăлах тата тăхтамасăр ĕçлесе илме май паракан меслет тупаймарĕ каччă. Пĕр каçхине вара, тĕрĕсрех, ирхине 3-4 сехетсенче, пурте лăпкă ыйхăра чухне, тĕттĕмрех картишĕнче ларакан ВАЗ-2107 автомобиле çăмăллăнах уçрĕ, «Панасоник» магнитолăна кăларса илчĕ, анчах... çул çинчех ярса тытрĕç хайхискере «хĕрлĕ кăшăллисем». Э-хе-хех, вăрлама пĕлмесен ан та пуçла теççĕ-и-ха?..

Çук, тĕлĕнмелле пулин те, «шконкă» çинче аса илӳ тыткăнĕнчен хăтăлмасăр выртакан Славăн пулни-иртнишĕн ӳкĕнесси пулмарĕ. Кун пек пурнăç пурпĕр ырă патне илсе тухмасчĕ ĕнтĕ. Тен, кунта ирĕкри пăтăрмахсене манма пултарĕ?

Амăшĕн макăрнипе шыçăннă-хĕрелнĕ куçĕсене аса илсен кăна чĕри чĕпĕтсе ыратрĕ. Тата... Эх-х-х, Клава, Клава. Кампа кĕтсе илĕн-ши Çĕнĕ çула, кама куçĕнчен асамлăн пăхса юрату парнелеме шантарăн? «Ан ĕнен, ан хăра, ан ыйт...» — тени пуçран тухмарĕ. Тĕлĕнмелле, унта та, ирĕкре, тĕрме саккунĕсемпе пурăнмаççĕ мар-и-ха? Çакăн пек шухăшсемпе аташса выртаканскер, ыйхă ытамне путнине те сисмерĕ...

Сĕтел хушшинче ларакан «смотрящий» вара пуçласа тĕрме тĕнчине лекнĕ çамрăк асапланăвне туйрĕ тейĕн. Сыхă куçĕсемпе «хатăна» тинкерчĕ вăл, çĕнĕ çынна хăй «çемйине» илме тĕв турĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: