Кам ачи эс, Христина?
Христя... Кĕскен çапла чĕнетчĕç ăна. Пĕчĕк чух çара уран, сивве-пылчăка пăхмасăр, урамра арçын ачасенчен юлмасăр чупатчĕ, сасси урамра ян! та ян! янăраса тăратчĕ. Ӳсерехпе кăна амăшĕ хĕрĕшĕн лăпланса пычĕ: текех арçури пек сиккелесе çӳремĕ, хăйне арçын ачасенчен те ютшăнарах тыткалать. 11-мĕш класран вĕренсе тухас умĕн вара, тĕлĕнмелле те, пачах улшăнчĕ 17 çулта пыракан хĕр. «Пăх-ха, пăх, çав Христя мĕнлерех танлă, тӳп-тӳрĕ утать, такăнса ӳкесрен хăрамасть те-ши вара...» — пăшăлтатса юлатчĕç юмах çапма, тĕрĕсрех, çынна кăшлама юратакансем. Амăшне вара каçсерен уçă чӳречерен пӳрте кĕрекен кăлтăр-кăлтăр кулă сасси канăç пами пулчĕ. Çапла çав, Христьăн уçă та янăравлă кăлтăртатăвне никампа та арпаштармĕ амăшĕ. «Мĕн çавăн пек хытă кулатăн? Кам култарать унта сире?» — çапла пĕрре мар ыйтрĕ те хĕрĕнчен, лешĕ хавассăн çиçсе илетчĕ кăна.
Эх-х-х, амăш чĕри... Ыратать çав, ыратать. Хĕрĕн кун-çулĕ те пулин тумхахсăр пултăрччĕ тет. Хăйĕн хĕр пурнăçне аса илет те, пуçĕ çаврăнса кайнă пек пулать. Шкул пĕтернĕ-пĕтермен, ашшĕпе амăшĕ хирĕç пулнине пăхмасăр, кӳршĕллĕ тутар ялĕнчи Ильдара качча тухрĕ. Пуян пурăнатчĕç упăшкин çемйинче. Ашшĕ — совхоз председателĕ, амăшĕ — килĕнче. Ольăна та вĕрентесшĕн пулмарĕ Ильдар: «Хĕрарăмăн таçта аслă шкулта мар, çемьере вĕренмелле — ĕç тума, ача-пăча ӳстерме. Аннерен тĕслĕх ил. Укçа тенине киле арçыннăн илсе килмелле...» Нимех те калаймарĕ хирĕç çамрăк арăм. Тăван ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу ыйтас — аван мар, «каларăмăр, асăрхаттартăмăр» теççĕ кăна ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, Ильдара килĕштерменни те мар кунта. Тӳрех чăваш хĕрĕ тутар ывăлне качча тухассине хирĕç пулчĕç вĕсем. «Асту, тутарсем арăмĕсене нимĕн вырăнне хумаççĕ, тарçă вырăнĕнче тытаççĕ»,..» — тенисене пуçласа пуçа çухатасла юратса пăрахнă хĕрупраç шута илесшĕн пулмарĕ çав. Тĕрĕслĕхĕ вара ашшĕ-амăш сăмахĕнче сахал мар пулчĕ. «Юрĕ, вĕренме ямарĕç, эппин, тăватă-пилĕк ача çуратса паратăп акă сире», — такама хăратасшăн пулнăн шухăшларĕ Оля хăйне хăй. Мĕн тетĕр? Иккĕшĕ те çамрăк, вăй питти, юн вĕресе тăрать – виçĕ çултан та çие юлмарĕ çамрăк хĕрарăмăн. Малтанлăха лăплантарчĕ-ха Ильдар хуйха ӳкнĕ мăшăрне, амăшĕ: «Кама валли туса лартрăмăр ку капмар çурта, халиччен те ача-пăча сасси илтейместпĕр, эсĕ пирĕн пĕртен-пĕр ывăл, кам йăх-тымара малалла тăсĕ?» — тесе мăкăртатнине те илтмĕш пулатчĕ. Çитменнине Ольăна хĕрле илнине те шутран кăлараймăн. Çапла тепĕр çул çитрĕ, икĕ çул. Çаплипех «аист вĕçсе килмерĕ» Зайнуллинсен керменне. Шăрпăк пекех тăрса юлчĕ ку киле çырла пек кĕнĕ хĕрупраç. Хуньамăшне юрас тесех тутарла та шăкăлтаттарса калаçма вĕренчĕ апăрша, хуçалăхри ĕçсене те чупса çӳресе пурнăçларĕ, мăшăрĕн урисене çума та хатĕрччĕ. Тĕлĕнмелле те, хуньашшĕ кăна лăплантаратчĕ Ольăна, арçын пулин те: «Иксĕр те сывă, пулĕç-ха ачасем, сакăр çултан пулатех теççĕ вĕт-ха», — тетчĕ. Ильдар пуçласа хăй çине алă хунине халиччен те манса каяймасть Оля. Çапла пĕррехинче ĕç хыççăн ӳсĕр таврăнчĕ мăшăрĕ. Пӳртре амăшĕ пуррипе харсăрланса-ши, Ольăна, мăшăрне хывăнма пулăшас тесе хирĕç пынăскере, питĕнчен çатлаттарса çупса ячĕ те хăй патĕнчен тĕксе ячĕ. Кăна кĕтменскер, Оля урайне сирпĕнсе анчĕ. «Манран юлташсем те кулаççĕ, ача тума пулăшмалла мар-и сана тесе мăшкăллаççĕ!» — хаяррăн кăшкăрчĕ Ильдар. Унтан, чăтаймасăр, хăй çине тĕлĕнсе пăхакан арăмĕ нимĕн чĕнменнине кура, сӳслесе макăрса ячĕ.
Чăтрĕ, чылаях чăтрĕ-ха Оля. Хуньашшĕ инфаркта пула сасартăк вилсе кайсан вара хăш-пĕр япаласене пуçтарса Шупашкара тухса кайрĕ: «Пĕр кут та пĕр пуç, кун пеккине чăтнине хулара та çухалмăп», — тесе шухăшларĕ хăй. (Эх, мăнтарăн, шăпах çак вăхăтра хăй варĕнче çĕнĕ чун йăва çавăрасси пуçĕнче те пулмарĕ унăн). Ача çук, унчченхи çемйинчен нимĕн те шыраса илесшĕн мар тесе, ЗАГСра упăшкисĕрех уйăрчĕç тата. Çапла ирĕклĕ кайăк пулса юлчĕ сакăр çул ытла чуралăхра пурăннă хĕрарăм, ЖЭУра вахтера ĕçе вырнаçрĕ, хăйне валли пурăнмалли кĕтес те майлаштарчĕ. «Çук, Ильдар, авлан, тутар хĕрне ил, манпа телейлĕ пулас çук эсĕ. Ача кирлех, ăнланатăп аннӳне те. Каçарăр мана...» — çапла каларĕ вăл, хăйне виçĕ-тăватă хутчен те каялла илсе кайма килнĕ Ильдара.
Турăçăм!!! Пĕлесчĕ сирĕн Ольăпа тепĕр тăватă уйăхран мĕн пулнине! Сакăр çул кĕтсе те кĕтсе илеймен те, уйăх хушши килменнине пачах та асăрхамарĕ малтанах Оля. Арçынпа пурăнманран çапла пулмалла та тен тесе шухăшларĕ тата. Хытканскер, çавракалана пуçласан тата варĕ ыратнă-пăтраннă пек пулсан кăна çул тытрĕ гинеколог патне. Тухтăр: «Халиччен ăçта çӳрен, сан тахçанах учетра тăмалла, 26 çул тултаратăп тен, ватă хĕр шутланатăн хăв, çуратма йывăр пулать сана...» — тесе ятлама пуçласан та ĕненсех пĕтермерĕ-ха, хытрĕ те ларчĕ пукан çинче.
Çук, Ильдар патне мар, хăйне кун çути кăтартнă ашшĕ-амăш патне çул тытрĕ Оля, инкек пирки каласа пачĕ. «Мĕнле инкек.!! Телей ку! Турă хăйне йăлăнса тилмĕрнине илтрĕ-илтрех...» — куççулĕ, савăнăç куççулĕ шапăртатса юхрĕ амăшĕн куçĕсенчен. «Ниçта та каймастăн, çынсем кирек мĕн калаçчăр, аннӳ тĕрĕс калать», — касса татрĕ ашшĕ те. Тепĕр плĕк уйăхран вара амăшĕ, тин çуралнă пепке çине пăхса, çапла каларĕ: «Турă пехилне пула кун çути курчĕ ку хĕрача. Христина ят парар ăна».
Çапла-а-а... Пĕлтермерĕç ашшĕне пĕчĕк хĕр пĕрчи пирки. Хамăрах пăхса çитĕнтерĕпĕр терĕç. Ытлашши, тен, ачашларĕç те пулĕ — ахальтен мар арçын ача пекех шухă ӳсрĕ Христя (е, тен, тутар юнĕ те хăйĕнне турĕ?). Халĕ, акă, шкултан вĕренсе тухать Турă пилĕпе килнĕскер.
«Анне, ăçта вĕренме каймалла-ши? Юлташсем экономист та юрист пуласшăн. Ман вара ялтах пурăнас, кукамипе кукаçине пăхас килет...» — тет тата те шӳтлесе, те чăнах хушăран Христя. Ăнсăртран тенĕ пек «агроном пул эппин» тенине чăна хучĕ те, тăрăшсах ял хуçалăх академийĕ çинчен ĕмĕтленет тата халĕ мурилесшĕ. «Анне, шкул директорĕ вĕренме кĕме тĕллевлĕ направлени илсен лайăхрах, совхоз урлă та майлаштарма пулать терĕ, — пĕлтерчĕ пĕррехинче Христя, алăкран кĕнĕ-кĕмен. — Ильдар Рафисович çамрăксене ку енĕпе питĕ пулăшать тет. Кайса килер-и ун патне иксĕмĕр?..»
Шартах сикрĕ Оля: «Мĕн тумалла? Тĕл пултармалла мар Христьăна ашшĕпе. Суясси пулмĕ. Тек мăшăр тупаймарăм ун хыççăн. Камăн ачи ку тейĕ. Урăх арçынран тейĕп-ха та, ашшĕ сăнлăрах тата Христя...» Çапла çав, Христьăна халиччен те ашшĕ çинчен тĕрĕссине каласа паман амăшĕ, юрататтăмăр пĕр-пĕрне, анчах вăл тутар йĕкĕчĕ пулнипе пĕрлешеймерĕмĕр, тенипех çырлахнăччĕ. Тĕрĕссипе, Христя та ку таранччен ашшĕ пирки питех интересленмен, кукашшĕпе кукамăшĕ те лешĕн пирки пуçĕпех маннă пек пулнă, Христьăна хăйсен хушаматне панă, ашшĕ ячĕ те — Петровна — кукашшĕн. Суя çур пурнăç, теççĕ те, унсăр та май çук. Çитменнине Ильдар тепĕр хут авланнине, амăшне килĕшекен тутар хĕрне илнине, вĕсен икĕ ывăл çитĕннине те пĕлет Оля. Мĕнех улăштарĕ Ильдар хăйĕн хĕр ӳснине пĕлни? Ĕненĕ-и тата? Çавăнпа дирекци çуртне пĕчченех кайса килме шут тытрĕ.
Совхоз директорĕ вырăнта çукчĕ те, урамра кĕтме шутларĕ ăна Оля. Çапла, ашшĕ вилнĕ хыççăн Ильдара лартрĕç колхоз председательне. Кайран, таврари ултă яла пĕр хуçалăха пĕрлештерчĕç, совхоз туса хучĕç. Шупашкарта строитель специальноçне алла илнĕскер, начар мар ертӳçĕ шутланать пулас, хуçалăх малтисен ретĕнче пырать. Ольăсен ялĕ те, унччен тупăшсăррисен шутĕнчискер, совхоза кĕнĕренпе «малашлăхсăррисен» шутĕнчен тинех тухрĕ. Рабочисем те кăмăллă — тырă та, утă та, ĕç укçи те параççĕ вĕсене. Оля вара çав-çавах фельдшер пунктĕнче урай çуса-тасатса пурăнать. Шел, вĕренесси пулмарĕ апăршукăн, пĕтĕм чун хавалне хĕрне пачĕ, хăй пирки шухăшламарĕ. Чĕрери ыратăвне çынна кăтартас темерĕ. Ильдар тепĕр хут авланнине пĕлсен ухмаха тухнăн сӳслесе макăрчĕ те, урăх куççуль кăлармарĕ. Пĕтĕмпех хăйĕнчен килнине ăнланчĕ пулин те, хăйне Ильдар пирки манма хистерĕ.
«Оля?!!» Аса илӳ авăрне путнăскере, хăйне чĕннине илтнипе, шартах сикрĕ. Ильдар... Иккĕшĕ те, 40 урлă каçнăскерсем, пĕр-пĕрин куçĕсенчен тем шыранăн, тем кĕтнĕн тинкерчĕç. Иртнине аса илсе тем каласшăн пулчĕç те çав куçсем, хăймасăр, айккинелле тарчĕç. Çапла, манăçман çав ырату, пирченмен юрату суранĕ. Ильдар вара улшăннă. Унчченхи хыткан йĕкĕт мар вăл тек. Кĕрнекленнĕ, тулнă... 45 çулта кăна пулин те, пуçĕ кукшаланма тытăннă. Умра — пачах урăх арçын. Куçĕсем кăна...
Оля хăй патне мĕнле сăлтавпа килнине пĕлсен, Ильдар тĕлĕнсе ӳкрĕ тени кăна çителĕксĕр пулнă пулĕччĕ. «Хĕр? Санăн? Усрава илтĕн-и?» — пăт! та пат! тунăн тухрĕç унăн çăварĕнчен чĕрене çĕçĕпе чикнĕн туйăнакан сăмахсем. Паспорт çинчи Христя сăн ӳкерчĕкĕ çине вăрахчен тимлесе тинкерчĕ: «Камăн хĕрĕ вăл?» «Манăн...» «Ашшĕ кам?» Паллах, улталама, темĕн те пĕр шухăшласа кăларма та пултаратчĕ Оля. «Пĕлместĕп», — терĕ кăна вăл шăппăн, Ильдарăн ыйтуллă куçĕнчен пăхма хăяймасăр.
Килне таврăнсан та лăпланаймарĕ Оля. Шуйханчĕ-пăтранчĕ кăна унăн чунĕ. «Мĕншĕн итлерĕм-ши Христьăна, мĕншĕн кайрăм-ши дирекцине...», — тесе пăшăрханчĕ, хăйне хăй ятларĕ. Çапла шуйхансах шăмат кун иртрĕ, вырсарни кун. Тунти кун вара, ĕçрен таврăнсан, Христина сăмахĕсем ăна пушшех те пăлхантарса ячĕç. «Шкула, пĕлетĕн-и, анне, паян совхоз директорĕ пычĕ. Пире, çамрăксене, ял хуçалăхне юлма е малалла та çак енĕпе вĕренме кайма сĕнчĕ. Христина Маштановăран тĕслĕх илĕр, лайăх вĕренет, агроном пуласшăн, ялтах пурăнасшăн, совхозра ун пек специалистсене яланах тарават эпир терĕ. Пĕтĕм класс умĕнче мана алă тытсах тав турĕ. Ой-й-й, мĕнле кăмăллă çын иккен вăл Ильдар Рафисович, тесе чарăна пĕлми калаçрĕ вăл, амăш сăнĕ шуралса кайнине асăрхамасăр. — Мана, илтетĕн-и, анне, совхоз дирекцине пырса çӳреме каларĕ, направленине те паратпăрах терĕ. Аçу-аннӳ ăçта ĕçлет, кам сана кун пек хитре ят панă тесе ыйтса пĕлчĕ. Атте камне пĕлместĕп те, çаплах каларăм. Анне, чăннипех те, кам манăн атте. Кам хĕрĕ эпĕ?!.»
Христинăн сассине илтмерĕ те пулас çак самантра Оля. Шухăшĕсемпе каллех 17 çул каяллахи вăхăтра вăл. Унта вара вĕсем иккĕн кăна — тутар йĕкĕчĕ Ильдар тата таса та асамлă юрату тыткăнне çакланнă чăваш пики Оля...
Марина (2016-02-08 12:49:19):
Ырă кун. Пите килĕшӳллĕ калав. Тавтапуç!