Кремль
Васкавлă пуйăс кĕрлесе
Çитсессĕн Мускава,
Инçе çул хыççăн чĕресем
Хавассăн хускалаç.
Сан кăкăрна хĕвел тулать,
Вăл ырă та вĕри.
Сан умăнта — аслă хула,
Тăван çĕршыв чĕри.
Пин тĕрлĕ сасăпа кĕрлет,
Юрлать хăй юррине.
Эс пĕтем халăхпа пĕрле
Чăматăн çĕр айне.
Эс тытнă пĕчĕк чăматан,
Эс килнĕ ялтанах.
Ниçта лармасăр, чи малтан
Ларатăн метрона.
Сисместĕн эс ун чуппине.
Аван çеç кăкăрта.
Эс Революци площадьне
Çитетен хăвăртах.
Кунта эс каймăн аташса,
Сана мĕншĕн тесен
Кĕтсе илеççĕ ялкăшса
Кремль çăлтăрĕсем.
Каллех, каллех сан кăкăрна
Çапать-çке вĕри хум...
Вĕсем ак тăчĕç сан умна
Паян малтанхи хут.
Вырнаçиччен пĕр-пĕр çĕре
Çак аслă Мускавра
Эс тĕлĕнсе утса çӳрен
Кремль йĕри-тавра.
Утатăн эс. Ыр ĕмĕтре —
Туятăн — чăн телей.
Мухтавлă Хĕрлĕ площадьре
Куратăн Мавзолей.
Унта Ильич канса выртать,
Чăн улăпла этем.
Хурал тăраççĕ шăпăртах
Ем-ешĕл чăрăшсем.
Пыратăн эс, чăваш ачи,
Пуçра пĕр шухăш сан:
— Эп кам кулли пулаттăм-ши,
Ильич пулман пулсан?
Çут тĕнчери мĕнпур чура
Тухать кеç пусмăртан,
Хĕрӳ ĕçре, çапăçура
Тăрать пирĕнпе тан.
Мăнаçлă башня тăрринче
Çапать вуник сехет.
Мускав вăхăчĕпе тĕнче
Халь вăхăт тĕрĕслет.
Ун сассине мĕнпур кĕтес
Илтет халь çĕр çинче.
...Чăматанпах тăратăн эс
Тĕп площадь варринче.
Пăхатăн эс Кремль çине
Çут çăлтăрсем çине.
Вĕсен çути ыр çынсене
Ыр ĕç патне чĕнет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...