Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ
Вĕсем паллашнă чухне сивĕ кăрлач уйăхĕччĕ. Анчах ку сивĕ икĕ çамрăк чĕрешĕн ниме те пĕлтермерĕ. Калăн, вĕсем хăйсен вĕри чĕрисемпе çанталăка ăшăтса тăраççĕ. Аленăшăн ку юрату хĕлхемĕ пĕрремĕш хут пулчĕ, çавăнпа та Стаса хĕр пĕтĕм чĕререн юратса пăрахрĕ. Уншăн вăл пурнăçне те пама хатĕрччĕ. Стас çакна питĕ лайăх ăнланчĕ, хĕре питех те кӳрентерес темерĕ.
Çуркунне те çывхарса çитрĕ. Çуркуннене çамрăклăхпа юрату вăхăчĕ теççĕ, çуркунне пĕтем тавралăх чĕрĕлет. Чăнахах та çапла. Çутçанталăк кĕске саманчĕ пурне те чĕрĕ тĕс кĕртет, иксĕлми вăй парать.
Çурхи кунсем çитнĕшĕн чи малтанах çепĕç хĕр чĕри савăнчĕ. Халĕ текех никамран та ыйтра тăмĕç. Урамра каçхине ăшă, ирччен ларсан та шăнмастăн. Пĕр сăмахпа каласан, хĕрпе каччăн савăнăçлă кунĕсем çывхарчĕç.
Анчах...
Пурнăç хӳри кукăр теççĕ çав. Яланах тикĕссĕн шуса пымасть. Хуйхи-суйхи те çителĕклех. Стаса юлашки вăхăтра тем пулчĕ — Алена темĕнле кĕтсен те килме пăрахрĕ. Хĕр çурхи каçсене минтере йĕпетсе ирттерчĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ?
Вăхăт майĕпен шăвать, чĕрери суран та пăртак хупланать. Анчах яланлăхах мар. Ĕмĕр-ĕмĕр тарăн йĕр хăварать. Алена хуллен клуба çӳре пуçларĕ. Çынсемпе мĕн вăй çитнĕ таран пĕрле пулчĕ, ташларĕ. Анчах куçĕсемпе яланах такама шырарĕ, çынсем хушшинче палланă çын сăнĕ курăнса каймасть-ши тесе сăнарĕ. Çук, курăнмарĕ юратнă çын сăнĕ. Шăп çав вăхăтра сар хĕрĕн пурнăçне тепĕр каччă кĕчĕ. Паллашма клубрах паллашрĕç.
Алена клуб умĕнче тус-тантăшĕсемпе кулса-калаçса тăратчĕ. Çав вăхăтра хăйне такам сăнанине туйрĕ. Çаврăнса пăхрĕ те — ун çине патвар хул-çурăмлă, хура çӳçлĕ каччă куç илмесĕр пăхса тăрать. Аленăн ăш-чикĕ вăрка пуçларĕ. Каччă çакна туйрĕ те хĕрсем патне пырса сывлăх сунчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, виçĕ çамрăк шутле-шӳтле калаçма пуçларĕç. Калăн, вĕсем тахçанах пĕр-пĕрне пĕлнĕ. Çав каç Аленăна ăсатма Мишша пычĕ. Чылай вăхăт хушши çӳрерĕç вĕсем. Алена та лăпланма пуçланăччĕ, анчах чĕре суранĕ тепĕр хут уçăлчĕ. Вĕсен çулĕ çине Аленăн пĕрремĕш юратăвĕ — Стас тăчĕ. Пуçне Алена уншăн мĕнле хаклă пулни пырса çапрĕ пуль. Клуба Аленăпа Мишша килсен вăл вĕсем çине шăтарасла пăхса ларатчĕ. Çакна хĕр чăтаймарĕ. Мишшана пăрахса Стас патнех таврăнчĕ. Чĕрене хушаймастăн ĕнте. Вăл кам патне туртăнать, çавăн патнех каяс килет.
Хĕр мĕнле асапланчĕ пулин те хăйĕн пĕрремĕш юратăвне манма пултараймарĕ. Çавăнпа та каçарчĕ вăл Стаса. Юрату хумĕ малаллах юхрĕ. Питĕ лайăх иртрĕç икĕ çамрăкшăн юрату кунĕсем, Аленăпа Стаса юрату шевли пĕр шеллемесĕр ытакларĕ.
Çурла уйăхĕ веçнелле икĕ савни хушшинчен татах хура кушак чупса иртрĕ. Хальхинче Алена хăйĕн юратăвне хăех манма хăват çитерчĕ. Мĕн тери йывăр пулсан та хĕр çакна чăтса ирттерчĕ.
Ылтăн кĕркунне çитрĕ. Алена хулана аслă пелӳ паракан заведение вĕренме кайрĕ. Стас ялтах юлчĕ. Юрату çăкăнпа сӳнмерĕ-ха. Кĕлленнĕ пулин те... кăварĕсем юлнах. Çав кăварсенчен чĕрĕлчĕ те ĕнтĕ тепĕр хут юрату, вут кайăк пекех çуралчĕ.
Стаса çав çулхи кĕркунне салтака илсе кайрĕç. Хĕр çакна пĕлмесĕрех юлчĕ. Мĕн тери ӳкĕнче хĕр çав кун яла килменнишĕн. Сĕре чунĕ туртрĕ çав кун хĕрĕн, пурпĕрех каймарĕ. Канмалли кун килне килсен çак хыпара илтрĕ: Стаса тӳрех хăрушă çĕре ăсатнă иккен. Хуйхăрчĕ хер, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр минтере куççульпе шăварчĕ. Тин кăна хаваслă çӳрекен хĕрĕн куçĕсем тем вăхăтрах сӳнчĕç. Стас кайни тăватă уйăх та иртсе кайрĕ. Пĕр хыпар та килмерĕ унран. Алена кашни кун çыру кĕтрĕ. Клуба тухсан та ăна Стăс сăнĕ кăна курăнать. Хĕр чăтаймасăр савнин адресне тупса çыру çырса ячĕ. Нимĕн те тăваймăн, юрату мăнаçлăха та веçех мантарать.
Вăхăт майĕпен шурĕ. Алена кĕтсе ывăнчĕ пулсан та юлашки шанчăкне пурпĕрех çухатмарĕ. Анчах çамрăклăх хăйĕннех тăвать çав: клуба тухас килет, тус-юлташсемпе курса калаçас килет. Алена та ытти хĕрачасемпе пĕрле урама тухкаларĕ. Йывăр вăхăтра Алена Андрейпа паллашрĕ. Вăл пысăк пӳ-силлĕ те илемлĕ каччă. Аленăна вăл тахçанах килĕштеретчĕ. Çапах та хĕр Стаса кăмăлларах пачĕ. Андрейăн çакăнпа килĕшмелли çеç юлчĕ.
Акă Андрейăн та телейлĕ вăхăчĕ çитрĕ. Тинех вăл юратнă хĕр çумĕнче! Унăн сăн-сăпачĕ, кĕлетки, утни, кулни — веçех килĕшсе тăчĕ юратупа çунакан каччăна. Алена кăна çакна пĕрре те туймарĕ. Андрея амантса хăварас мар тесе чăтрĕ хĕр. Каччă ыталанă чухне те ăна Стас ыталанă пекех туйăнатчĕ, тĕлĕкре те унпа аташатчĕ. Хăçанччен тăсăлатчĕ-ши ку тамăк хĕршĕн? Ăна вăл хăй те пĕлместчĕ пуль. Çапах та пер ĕç çакна тĕппипех пĕтерсе хучĕ.
Çав кунхине Алена кăнтăрлахи апат туса ларатчĕ. Чӳречерен такам кăшкăрнипе урама тухрĕ. Пӳрт умĕнче Вера аппа, почтальонка, тăрать иккен. Хĕр чĕри теме сиссе карт! карт! тапа пуçларĕ.
— Салам, Алена.
— Ырă кун пултăр, Вера аппа.
— Савăн, сана çыру килчĕ, ташламасăр памастăп.
Алена пиче-куçĕ ялкăшма пуçларĕ.
— Камран вара?
— Салтак çырăвĕ.
— Мĕскер?! Улталатăн пулĕ, Вера аппа. Нивушлĕ унран?! Пулма пултараймасть!
— Çавăнтан, çавăнтан. Ну, юрĕ, çитĕ сана асаплантарса. Ме, тыт çыруна, — терĕ те почтальонка, малалла хаçат-журнал валеçме кайрĕ. Хĕршĕн çакă пĕлĕтрен татăлса аннă телей пекех туйăнчĕ. Тăна хăвăрт кĕреймесĕр пĕр вырăнта хытса тăчĕ. Кăшт вăхăт иртсен çеç тем çухатнă пек унталла-кунталла пăхса илчĕ те, хаклă çырăва кăкăрĕ çумне пăчăртаса, пурте кĕрсе çухалчĕ. Çав кунтан пуçласа Алена веçех улшăнчĕ. Кулса-çиçсе çеç çӳрерĕ. Кашни çынпа пайлама хатĕрччĕ хăйĕн телейне. Ахалех каламаççĕ иккен халăхра: «Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ», — тесе.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...