Тĕрĕ
Темĕнле тăрăшса тĕпчесен те, çын чĕринче мĕн пуррине вĕçне çити пĕлсе çитереймĕн. Хĕр чĕри тесен вара, унта мĕн пулса иртнине уйрăмах ăнланма йывăр...
Çĕртме уйăхĕн варринче эпир, хаçат фотокорреспонденчĕпе иксĕмĕр, сухаçăсен республикăри конкурсне çитсе куртăмăр. Кун пек ăмăрту-конкурс малтанхи хут пĕр вунă-вуникĕ çул каярах Çавал шывĕ хĕрринче, Чăваш ялхуçалăх сăнав станцийĕнче, пулса иртнĕччĕ. Çак тĕлĕнмелле хитре тупăшу вырăнне кăçал та улăштарман иккен.
Вырăнĕ, чăн та, питĕ лайăх. Куç виçейми сарлака-сарлака çĕр лаптăкĕ Кĕçĕн Çавал хĕрринелле меллĕн вашăкланса анать. Конкурс ирттермелли анасене анаталла мар, вашăка урлă уйăра-уйăра панă. Çĕрĕç ăстисем, агрономсем, ăна-кăна чухлаççĕ çав. Унсăр мар. Ара, анаталла май сухаласан, çуллахи шалкăм çумăрсем вăхăтĕнче тăпрана шыв çурса анма пултарать. Хайхи эрози тенине кĕтсех тăр.
Эпир çитнĕ тĕле ăмăрту пуçланнăччĕ ĕнтĕ. Ман юлташ Панарин фотокор çула тухма хăвăртах пуçтарăнаймарĕ. Хатĕр-хĕтĕрĕ нумай-çке вĕсен, фотографсен!.. Пленки-качки унта...
— Нимех те мар, — аллине сулчĕ Панарин, эпĕ ӳпкелешнине сиссе. —Ăмăрту пĕтмен-ха. Кам çĕнтернине пурпĕрех пĕлĕпĕр. Мала тухнисене пьедестал çинче ӳкерсе илĕпĕр. Ку пирĕншĕн аванрах та. Чи вăйлин аллинче «Ылтăн пучах» кубок пулать. Вăт!
Кунĕ те паян, пĕр-пĕр «пуçлăх» кăтарту панă пекех, питĕ ырă. Чăн та, ĕнерхи ăшă çумăр хыççăн кăшт сулхăнлатнă-ха. Анчах хĕвел пурпĕрех хаваслăн кулкаласа пăхать. Сенкер тӳпе тăрăх вăхăт-вăхăт шурă упа евĕрлĕ шурă пĕлĕтсем упаленсе иртеççĕ. Çук, вĕсем çутă куна самантлăха та тĕксĕмлетмеççĕ.
Çавал хĕррине халăх чылай пухăннă. Конкурса хутшăнакан кашни трактористпа пĕрле е колхоз председателĕ, е совхоз директорĕ, е бригадир килнĕ. Вĕсĕн çуммипе вара — ахаль çынсем. Çерем çинче, ăмăрту вырăнĕнчен кăшт аяккарахра, грузовиксем, «Москвичсемпе» «Жигулисем» çуталса лараççĕ.
Халăх хушшинчи калаçуран эпĕ пĕлтĕм: ăмăрту валли уйăрнă çĕр лаптăкĕнче халиччен чавкапуç (клевер, эппин) ӳстернĕ. Пилĕк-ултă çул техĕмлĕ утă çула-çула илнĕ. Кăçал вара, çуркуннеренех кĕтӳ çӳретнĕ хыççăн, кунта çĕртме сухи тума шут тытнă.
Çăмăлах пулмасть ăмăртăва тухакан сухаçăсене çак çереме уçма. Юрать-ха, сăнав станцийĕ конкурс валли ДТ-75 йышши хăватлă тракторсем уйăрса панă. Вĕсемпе темле çереме те ӳпне çавăрма пулать.
Хурçă утсем — кашни хăйĕн ани çинче — тӳп-тӳрĕ суха кассисем тăрăх йывăррăн йăраланса шăваççĕ. Вĕсен ĕçне жюри членĕсем, куç сиктермесĕр тенĕ пек, хытă тĕрĕслеççĕ.
— Стартра — Зоя Альдеева! — илтĕнсе кайрĕ çак хушăра хулăн та уçă сасă. — «Чăвашъен» колхоз трактористки!..
Кĕрр! кĕрлесе илчĕ пĕтĕм халăх. Унтан шăна вĕçни те илтĕнесле шăпăрт пулчĕ. Жюри членĕсем те, ахаль çынсем те кабина алăкĕ çине шурă сăрпа «7» хисеп çырса хунă трактор патнелле туртăнчĕç. Ара, ăмăртăва хутшăннă вунçичĕ тракторист хушшинче Альдеева пĕртен-пĕр хĕр-çке-ха!.. Тĕрĕссипе, республика уй-хирĕсенче хĕрарăм механизаторсем сахал мар тăрăшаççĕ. Трактористсем, комбайнерсем, шоферсем... Малтан республикăри штаб хĕрарăм сухаçăсен конкурсне хăйне уйрăм-ирттерме шутланăччĕ. Анчах районсенчи ăмăртусенче чиперккесен йышĕнчен пĕр çын кăна юлнă иккен. Республикăри конкурса вара Зоя Альдеева килнĕ.
Акă трактор кабинин пусма картлашкийĕ çине кăвак комбинезон тăхăннă патвар та йăрăс пӳ-силлĕ хĕр улăхса тăчĕ. Именнĕн кулкалать хăй. Сăнĕ пĕр хĕрелет, пĕр шуралать. Эх, хĕр тени çав! Пилĕкне сарлака чĕн пиçиххипе хытă çеç туртса çыхнă — йĕкĕр ывăçа кĕмелле тейĕн. Комбинезон çухавин сулахай вĕçне роза чечекĕ тĕрлесе хунă.
— Куратăн-и? — айăкĕнчен чавсапа кăлт тĕртетĕп эпĕ юнашар тăракан фотокора.
— Куратăп-ха... Ан чăрмантар, — тет вăл, фотоаппаратне чак та чак тутарса. — Селĕм ӳкерчĕк пулать... анчах...
Панаринăн «анчахне» эпĕ халлĕхе тавçăрса илеймерĕм. Хĕр алли тытса пыракан хурçă ут вырăнтан хускалчĕ те ана варрипе малалла кĕрлеттере пачĕ. Ку епле-ха? Ытти трактористсем хăйсен анисене пурте хĕрринчен сухалама тытăнчĕç. Зоя Альдеева вара ăна варринчен пуçăнчĕ. Эпĕ ăнлантăм: кун пек сухана хальхи вăхăтра «конверт» мелĕпе сухалани теççĕ. Кунта хайхи плугăн кассисем тăпрана ана варринелле çавăра-çавăра хураççĕ. Тул еннелле çавăрттарса сухаласан, ана варринче яланах тарăн ланкашка йĕр юлать. Ăна кайран сӳрепе те, культиваторпа та тикĕслетсе тӳрлетме çук. Курăсăн, унта е шыв кӳлленсе тăрать, е, çĕре кăшт тайлăмрах пулсан, кӳлленчĕк шыв аяккалла çурса тухать. Каллех — эрози...
— Маттур, майне пĕлет! — сасăсем илтĕнчĕç куракансем хушшинчен. — Пултара-а-ать!..
Ман тусăм Панарин таврара мĕн пулса иртнине пачах асăрхамасть тейĕн. Вăл нумай çул çӳренипе лăсканса-тăпăлса пĕтнĕ блокнотне кăларнă та, ăна хăвăрт-хăвăрт уçкаласа, тем шырать.
— Пĕлетĕп... Питĕ лайăх пĕлетĕп ку хĕре, — хыттăнах мăкăртатать хăй. — Таçта çырса хуни те пурччĕ...
— Мĕн пĕлетĕн? Мĕн çырса хунăччĕ? — тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ.
— Ара, Зоя Альдеева! — кăшкăрчĕ фотокор, кунталла килекен трактор еннелле пӳрнипе тĕллесе. — Виçĕмçул çак хĕр «Паха тĕрĕ» фабрикăра ĕçлетчĕ. Сăнĕ те, хушамачĕ те çавах. Çавах вăл, çавах! Зоя Альдеева!..
Эпир çапла калаçса тăнă хушăра Зоя Альдеева хăй анин ку пуçнелле çитрĕ те самантрах каялла çаврăнса лерĕлле кĕрлеттерчĕ. Çаврăм хыççăн çаврăм тăвать хĕр сухаçă. Унăн пилĕк касăллă плугĕ таçтан тĕпĕнчен хускатса кăпкалатать тăпрана.
Жюри членĕсем суха кассин тарăнăшне те, сарлакăшне те питĕ чăркăшланса виçеççĕ, тĕрĕслеççĕ. Пĕр тĕлте кăна мар, касă тăршшĕпех — темиçе тĕлте.
— Ава-а-ан!.. Тĕрĕ тĕрленĕ пекех хитре сухалать, — сасă илтĕнчĕ хыçăмра.
Эпĕ вăрт çаврăнса пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм: палланă çын, Иван Тихăнăч Палюков тăра парать. «Чăвашъен» колхоз председателĕ! Епле-ха эп ăна маларах асăрхайман? Халăхĕ ытла йышлă çав. Хĕвĕшет, хĕвĕшет, хĕвĕшет... Куçпуç та алчăрать...
Сăмах май каласах хăварам: «Чăвашъен» колхозра эпĕ паянччен пилĕк-ултă çул маларах хаçат ĕçĕпе пулса курнă. Иван Тихăнăч Палюков — сумлă та кăмăллă çын.
Манăн фотокор Панарин хайхи ăна пĕр именмесĕр йӳтетме тытăнчĕ.
— Чимĕр-ха, — тет вăл, тем пулнă пек, — Зоя Альдеева тĕрĕ фабрикинче ĕçлетчĕ-çке. Эпĕ ӳкернĕ сăнĕ хаçатра та тухрĕ. Халь, авă, трактор çинче. Усалли çук-ха кунта. Çапах тĕлĕнмелле... Епле шут тытнă-ха вăл?
— Çаплах, ара, — йăл кулать Иван Тихăнăч, хура мăйăхне шăлкаласа. — Зоя кунта та питĕ хитре ĕçлет.
- Каларăм-çке, тĕрĕ тĕрленĕ пек...
Каласса каларĕ-ха председатель. Анчах эпĕ Зоя Альдеева ĕçне сăнатăп та, куç умне урăхларах, анлăрах сăнар килсе тухать. Трактор плугĕ çавăрса хуракан касă лаптăкĕсем мана хаклă йышши пустав тăрăхĕсем пек курăнаççĕ.
Ман фотокор Панарин хыттăнах мăкăртатать:
— Çăмăл ĕçрен — йывăр ĕçе, — тет вăл. — Уçă сывлăшран — тусан ăшне. Çук, çук, кунта тем урăххи пур... Вăрттăн япала...
Иван Тихăнăч ун сăмахне илтет те кулать.
— Кам пĕлет, пулма та пултарать, — тет вăл.— Хĕрсен вăрттăн шухăшне пĕлсе çитереймĕн...
«Вăрттăн шухăш»... Ку сăмах мана та кăсăклантара пуçларĕ. Зоя Альдеева тунă пурнăç утăмĕнче пĕр хастарлăх е патриотизм тени кăна çителĕксĕр пек туйăнать мана. Кунта, Панарин тусăм калашле, темĕнле вăрттăн япала пурах. Анчах хĕр чĕринче мĕн пулса иртнине чухласа илме...
Ăмăрту-конкурс çуллахи вăрăм кун каçалла сулăнсан вĕçленчĕ. Пĕрремĕш вырăна, жюри пĕлтернĕ тăрăх, сăнав хуçалăхĕнчи Яков Симуков йышăнчĕ. Пирĕн Зоя Альдеева иккĕмĕш вырăнта иккен. Виççĕмĕшĕнче — Вăрмар районĕнчи совхозран килнĕ Павел Удиванов механизатор.
Пĕр-пĕр спорт ăмăртăвĕнчи пекех, çĕнтерӳçĕсем валли пьедесталне малтан туса хатĕрленĕ-мĕн. Конкурсра палăрнисем хăйсен тивĕçлĕ вырăнĕсене йышăнчĕç. Зоя Альдеева иккĕмĕш картлашка çинче тăрать. Паçăр вăл пуçне шултра чечеклĕ сарă тутăр çыхнăччĕ. Икĕ вĕçне хыçалалла туртса. Халь Зоя тутăрне салтнă. Арçынла кастарнă çырă çӳç пайăркисем çил çинче вĕттĕн çеç чӳхенкелесе илеççĕ. Вăтанать пулас хĕр. Куçĕпе умри çынсем çине мар, вĕсен пуçĕсем урлă, таçта инçетелле пăхать. Салхулăх та, хаваслăх та пур ун сăнĕнче. Панарин фотокор хăйĕн аппарачĕпе пĕр вĕçĕм чаклаттарать, çĕнĕрен çĕнĕ кадр ӳкерет.
Парнесем валеçе пуçларĕç. «Ылтăн пучах» кубокпа магнитофон Симукова тивĕçрĕ. Зойăна транзистор тыттарчĕç. Виççĕмĕшне мĕн панине эпĕ лайăххăн асăрхаса та юлаймарăм. Çав самантра пирĕн пата кĕске сăран куртка тăхăннă, тĕм-хура çӳçлĕ те кăн-кăвак куçлă йĕкĕт пырса тухрĕ.
— Тĕрĕс мар тăваççĕ, — сăмаха шăл витĕр сăрхăнтарса каларĕ вăл. — Жюри, жюри, теççĕ. Мĕн амак жюрийĕ унта! Çурри ытлă сăнав хуçалăхĕнчи çынсене кĕртсе тултарнă... Вĕсем, тӳп-тӳрĕ чунлă судьясем, хăйсен сухаçинех мухтаççĕ. Вăт сире жюри — йытă хӳри...
Эпĕ хампа юнашар тăракан Палюковран шăппăн çеç ыйтрăм:
— Кам ку?
Иван Тихăнăч кам пирки сăмах пынине ăнланчĕ.
— Каçарăр, — терĕ вăл, — сире паллаштараймарăм. Ку — пирĕн колхозри механик Байгулов... Владимир Алексеевич... Ак ку....
Эпир алă тытрăмăр. Бăйгулов леш жюри тенине малалла тустарать.
— Кам чăннипех лайăх сухалани виçмесĕр-мĕнсĕрех ал тупанĕ çинчи пек курăнать, — тет вăл. — Вĕсем пур...
— Юрĕ-çке, юрĕ, Володя, — лăплантарать ăна колхоз председателĕ. — Эс ĕнтĕ, пĕлетпĕр-ха, хамăр Зойăшăнах çунатăн... Ытлашши хыпăнма кирлĕ мар. Пирĕн Зоя мĕнпур арçын хушшинче çав-çавах мала тухрĕ.
Кун пек каласан, Байгулов йăл кулса илчĕ те пуçне пĕкрĕ... «Çамрăк, питĕ çамрăк-ха вăл, колхоз механикĕ», — савăнса та ăмсанса шухăшларăм эп ăшăмра.
Халăх тĕрлĕ еннелле саланма тытăнчĕ. Колхоз председателĕ Палюков пире, Панаринпа иксĕмĕре, хăйсем патне хăнана кĕрсе тухма чĕнчĕ. Панарин килĕшмерĕ.
— Ман кĕçĕр çĕрĕпех ĕçлемелле, — терĕ вăл. — Ырана валли ӳкерчĕксем хатĕрлемелле, аттук редактор пуçа касать.
— Юрĕ, эпĕ те кĕçĕрех таврăнăп Шупашкара, — алă патăм фотокор тусăма. — Ирхине редакцие çитĕп, паян тунă ӳкерчĕксем айне çирĕм-вăтăр йĕрке çырса парăп.
— Эх, очерк кĕрлеттерсен аван пулмалла та, — куçне хĕссе илчĕ Панарин. — Мĕн тери сюжет — чăваш тĕрри... трактор... ăмăрту... юрату...
— Сюжетшăн тавтапуç сана, Панарин тусăм!.. Пĕр ӳстермесĕр калатăп: паян пуçăмра чăннипех те питĕ вĕри, пите кăсăк шухăш вăранчĕ. «Епле пулсан та, тĕрĕ вăрттăнлăхне тĕпчесе пĕлмелле... Çутă цехра шурă пир тĕрлесе ларнă çĕртен уй-хире хурçă утпа «тĕрлеме» чипер хĕр Зоя ахальтен тухман ĕнтĕ»...
Шупашкартан сăнав станцине машинăсем чылай килнĕччĕ. Панарин фотокор вĕсенчен пĕринпе ермешсе кайрĕ. Эпир колхрз председателĕн «Москвичĕ» çине, хăйсĕр пуçне, виççĕн лартăмăр — Зоя Альдеева, Володя Байгулов, эпĕ. Хĕрпе каччă — хыçалта, эпĕ — Иван Тихăнăчпа юнашар. Машинăна вăл хăех тытса пырать.
— Шыв юхнă пек юртать урхамах, — терĕм эпĕ, тахçанхи такмака аса илсе.
Кунта сăмах мĕн пирки пынине Палюков чухларĕ.
— Сыснасем ăнăçлă самăртнăшăн Мускав выставкинче машина валли ордер пачĕç, — терĕ вăл сăпайлăн. — Туянса ятăм вара çак урхамаха...
Сенкер тӳперен чылай аялалла уртăннă хĕвел çути тӳрех пире хирĕç сапăнать. Куçа йăмăхтарать. Иван Тихăнăч хăй умĕнчи симĕс кантăк кăсырукне антарчĕ.
— Зоя, транзисторна юрлаттар-ха, — терĕ вăл. — Итлесе пăхар — сасси пур-и?
— Ай-уй, Иван Тихăнăч, эп ăна тыткалама та пĕлместĕп, — ик аллине харăссăн сула-сула илчĕ Зоя.
— Кӳр-ха, хам тытса пăхам, — терĕ Володя Байгулов.
Вара вăл çак радиопа музыка ещĕкне чылайччен пăркаларĕ. Тăтăшах темĕнле чĕтренсе силленмелли, кутăн-пуçăн сиккелемелли çемĕсем килсе тухаççĕ. Эфирта мĕнпур этемлĕх пуçхĕрлĕ тăрса тапкаланать тейĕн. Ку чухнехи ритм имĕш...
Таçта теплерен тин чăваш кĕвви илтĕнсе кайрĕ. Транзистор Чăваш радиостанцийĕ тĕлне пырса лекрĕ-мĕн.
Хир-хир урлă килтĕмĕр
Хĕрлĕ питлĕ хĕр илме,
Ял-ял урлă килтĕмĕр
Ялти ятлă хĕр илме,
Шур-шур урлă килтĕмĕр
Шух чĕреллĕ хĕр илме,
Вăрман урлă килтĕмĕр
Вăрăм пӳллĕ хĕр илме…
— Атьсемĕр, туй юрри-çке ку! — яштах сиксе илчĕ Иван Тихăнăч. — Çук, çук, ахальтен мар ку юрă... Систерет, сигнал парать...
Володя Байгулов ахăлтатсах кулса ячĕ. Зоя, çырла пек хĕрелсе, пуçне пĕкрĕ. Мана умри тĕкĕр витĕр хыçалта мĕн пурри йăлтах курăнать. Кăшт пăрăнатăп — Зоя сăнĕ, тепре пăрăнатăп — Володя сăнĕ. Унтан каллех — Зоя... Яшлăхăма аса илсе пĕрре куç хĕссе те пăхас килет çав чиперккене... Анчах... Ах, анчах, ватăлтăм-çке, ватăлтăм! Мучи халь эпĕ. Асатте. Кукаçи...
Çапла эпир, музыкăпа-мĕнпе, вăрăм çул епле кĕскелнине те сисеймерĕмĕр. Кĕçех асфальтлă аслă çултан хир çулĕ çинелле пăрăнса кĕтĕмĕр. Сахал кайрăмăр-и, нумай-и, Иван Тихăнăч машинăна чарчĕ те хăй енчи алăка уçрĕ.
— Пуç тайса чыс тăвар-ха тăван уй-хире, — терĕ вăл, Эпир машинăран тухрăмăр. Эх, ыррăн туйăнса кайрĕ-çке пĕтĕм чуна! Эпир çурхи тулă пуссинче иккен. Калча тунана кайнă ĕнтĕ. Тепрер эрнерен пучах та кăлармалла. Ешĕл тулă пусси таçта çитиех питĕ тикĕссĕн сарăлса выртать. Машинăпа акнă калча речĕсем çип çапнă пек тӳп-тӳррĕн курăнаççĕ. Ниçта пĕр шăйрăк-кăлтăк та çук.
— Акă вăл — пирĕн Зоя тĕрри, — икĕ аллине икă еннелле вашт сарчĕ колхоз председателĕ. — Кала, Шупашкар хăни, тĕрĕ начар-им?
— Эй, çав Иван Тихăнчăн кулассиех пĕтмест-çке, — тутине тăсанçи пулчĕ Зоя. — Пĕлнĕ таран акнă ĕнтĕ... Чăн-чăн тĕрĕ кун пек мар вăл, хитререх пулать! Асанне тĕррисене курасчĕ сирĕн!.. Вăт, тĕлĕннĕ пулăттăр!..
Эпир каллех машинăна кĕрсе лартăмăр тă ялалла вĕçтертĕмĕр. «Асанне тĕрри... Ара, тепĕр кăсăк япала тупса пачĕ-çке ку ăшхыптармăш Зоя»,— шухăшлатăп хам ăссăн.
Пирĕн машина пĕр кермен çурт умне çитсе чарăнчĕ. Кабинăран тухсан, малалла пĕр утăм тăваймасăр, вырăнтах шак хытса тăтăм эпĕ. Тĕлĕнмелле-илемлĕ çурт! Унăн карнизĕпе чӳрече хашакĕсене йĕри-таврах эрешлесе чĕнтĕрленĕ. Анакан хĕвел çути ӳкнипе çав эреш-чĕнтĕр халĕ ылтăнран касса тунă евĕр курăнать.
Колхоз председателĕ Палюков кабинăра хăй вырăнĕнчех ларать-ха. Зоя çавна асăрхарĕ те:
— Эс мĕн, Иван Тихăнăч, кĕресшĕн мар-им пирĕн пата? — тесе ыйтрĕ.
— Кĕрсе тăрас мар пуль, — хуравларĕ лешĕ. — Паян мĕн иртенех правленире пулман. Темлерех ĕç-пуç унта…
— Темех пулмĕ-ха, — аллине сулчĕ Зоя. — Атя, кĕрсе кăмăл ту ĕнтĕ.
Çурт илемĕпе киленнĕ май, ман юлташсем крыльца умне çитсе тăнине те сисеймерĕм. Хайхи пăхатăп: крыльца тăррипе юписем те, кантăкĕсем те чĕнтĕрлĕ иккен. Эпĕ çаплах çăвара карса тăратăп.
— Шупашкар хăни, сире хуçисем кĕтеççĕ, — илтĕнчĕ кунта Иван Тихăнăч сасси. — Атьăр, пӳртелле кĕрер...
Эпĕ тин ырă тĕлĕкрен вăраннă пек пултăм.
Крыльца алăкĕнчен кĕрсен, веранда пуçланать. Каллех — чĕнтĕрлĕ хӳтĕ кĕтес. Пӳрт çумĕпе тăсăлса пынă чух вăл ,ансăртарах-ха. Лере, кайри пӳрт хыçнелле çаврăнсан, çак веранда, мĕнле каламалла ăна, — хăйне уйрăм пысăк зал пулса тăрать.Çуллахи шăрăх вăхăтра ларса апатланмалли, каç-каç выртса çывăрмалли сарлака та уçă пӳлĕм. Унăн стенисене йăлтах темĕнле асамлă чечексем пек касса эрешленĕ. Янкăр уçă кантăкĕсене тĕрленĕ шурă чӳрече каррисем карнă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...