«Кăтра пĕлĕт çине ларса килтĕм кунта...»
Кăтра пĕлĕт çине ларса килтĕм кунта,
Ман парне пулаймарĕ янтравлă, ĕлккен.
Çĕнĕ юрă, савниçĕм, çуратрăм чунра,
Юрлаймарăм ăна мухтанса та хитрен.
Мĕншĕн юррăм çапла янраймасть ман паян,
Мĕншĕн сассăм ытла та ман вăйсăр, тăван?
Халăх терчĕ çапла пуслăх пек-ши пусать,
Кашни чун тертленсе чура пек пуç усать.
Ах, çаратрĕç, çĕршывăм, ытла та сана,
Килсĕр-çуртсăр хăварчĕç тем чухлĕ çынна.
Вăр-хурах пуçлăхсем кунта килчĕç ăçтан,
Мĕншĕн халь те çитмест вĕсене чĕр ылхан?
Хура пĕлĕт килсе тĕнчене хупласан,
Çĕр çине çумăр пек куççульсем тăкăнсан,
Атте-Турă курса вĕсене тавăрать,
Халăха çĕн пуласлăх-телей вăл парать.
Ĕненетеп çакна, пит шанатăп çакна,
Сассăм вăйсăр пулсан та юрлап юррăма,
Ан çухат, ан пытар эс те хăв шанчăкна,
Килес кун çутине парар мар такама.
17.09.2007.
Шухăшсем
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Boost your website’s audience with our A...
Descopera o metoda utila pentru ziua t...
Lifehack que pode facilitar sua rotina...
Spar energi med en intelligent losning...
What if chuvash...
Discover how our AI can skyrocket your c...
En rebus som testar din fantasi — http...