Хĕлĕх хӳре кăвакал
I
Хĕлĕх хӳре вăл — кăвакал ами. Хӳри унăн — вĕтĕ хĕлĕх ала евĕрлĕ, çӳхе. Тĕсĕпе вăл — хăмăртарах сăрă, темĕнле çăвăнса тасалайман пек, вараланчăк пек. Хĕлĕх хӳрен тата юлташĕ те пур-ха...
Акă пуш уйăхĕнче пĕр сивĕ кун Хĕлĕх хӳре витерен утса тухрĕ те кăштран юр çинче хăрах ури шăнса кӳтнипе уксахлакаласа илчĕ, унтан тӳсеймесĕр ларчĕ, урисене çунатти айне тартса кĕртрĕ. Шăнма тапратнă сăмсине те çунат айне чикрĕ. Вара витере çыпçăнса тулнă улăм çӳппине хӳри çинчен силлесе тăкрĕ те ылтăн çĕрĕ витĕр пăхнă пек курăнакан хура куçĕпе чăхсем çине ăмсанса тинкерчĕ. Темиçе чăх ĕне çурăмĕ çине хăпарса ларнă. Ура шăнас хуйхи çук вĕсен. Çывăрасса та вĕсем çавăнтах çывăраççĕ, ирхине витерен те ун çине ларса тухаççĕ, çаплипех кил карти тавра уçăлкаласа çаврăнаççĕ. Çав шанчăклă «транспортах» каçпа вĕсене витене илсе каять. Хĕлĕх хӳре патне чăхсем хуçа апат парсан кăна вĕçкелесе анаççĕ. Хĕлĕх хӳре вĕсене сăхкаласа та илет, анчах та ăçта унта: вĕсем йышлă, пĕрне хăваланă çĕре ыттисем пĕрер турам апат сăхса илсе аякка тарса ӳкме ĕлкĕрнĕ, ĕнтĕ хăшĕ ăçта — çисе лараççĕ. Хĕлех хӳре мĕн юлнă пеккине те пулин çисе юлам тесе хыпалансах çăтать, ĕне çитсе сăмсине чикиччен темиçе çăвар хыпса ĕлкĕрет-ха вăл, вара пăрăнса каять те темиçе çăвар юр хыпнă хыççăн каллех яланхи пек чăмăртанса ларать. Паян та кăшт çеç çисе юлчĕ вăл юлташĕпе. Акă халь Хĕлĕх хӳре карта тăррине ятарласа илемшĕн вырнаçтарса тухнă пек шăкăрин ларса тулнă çерçисем çине ним шухăшсăррăн пăхать. Карта урлă курăнакан йăмрасем çинче ун пекех ним хускалмасăр чанасем лараççĕ. Шутсăр нумай вĕсем. Тата темшĕн пур йăмра çинчисем те пĕр еннелле, çиле хирĕç, пăхса ларнă. Пурин те пуçĕсем — кăнтăралла, хӳрисем — çурçĕрелле.
Хĕлĕх хӳре кăшт кăтăшласа куçне хупнăччĕ те тĕлĕк тĕллене пуçланăччĕ çеç — çунат вашлатнипе шарт! сиксе вăранчĕ те ура çине сиксе тăрса кăшкăрсах ячĕ. Ку хăратаканни пĕтĕмпе те кăвакарчăн кăна пулнă иккен. Хĕлĕх хӳре кăмăлсăрланчĕ. Унтан çĕнĕрен тĕлĕре пуçласа паçăрхи тĕлĕкех курчĕ.
Тем пысăкăш кӳлĕ... Хăяхлă-кӳкĕрченлĕ, йывăçлă, шапа пăттиллĕ кӳлĕ... Ун çийĕнче ылтăн акăш пек хĕвел чӳхенет... Шыв çийĕпех ӳпресем нăйлатса çӳреççĕ...
Чăннипе илсен Хĕлĕх хӳре кун пысăкăш кӳлле хăй ĕмĕрĕнче курман та. Мĕнех «ĕмĕрĕ» ĕнтĕ унăн... Çураласса та пĕлтĕр çеç — çакăн пек ялтах, çакнашкал кил-çуртрах — пĕр йывăç койка айĕнчи çатан йăвара çуралнă. Пĕррехинче вăл çатан çинчен çĕре сикнĕччĕ те месерле ӳксе вăрахчен ӳпне çаврăнаймасăр тапкаланса выртнăччĕ. Тата темиçе хутчен питĕ хытă хăранине астăвать вăл, уйрăмах — кĕркунне çитсен. Ун чухне кунсерен сайралса пыра пуçларĕ юлташсен йышĕ. Хуçа вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕнех тытса кайса пĕтерчĕ.
Юлашкинчен Хĕлĕх хӳрене те тепĕр тăванĕпе пĕрле тытса тухрĕç. Вĕсене юнашар пĕр хутаçа чикрĕç те пуçсене çеç курăнмалла туса хутаç анине мăй тĕлĕнчен çыхрĕç, урапа çине хурса таçта инçе илсе кайрĕç. Вĕсемпе пĕрлех урапа хыçĕнчен кăкарнă ĕне утса пычĕ. Тата юна-шарах миххе чикнĕ тепĕр сысна çури çул тăршшĕпех канăçсăррăн çухăрашса, йынăшса пычĕ. Ана питĕ меллĕ мар пулчĕ ахăр, мĕншĕн тесен унăн миххи анине йăлтах çыхнă. Çавăнпа вăл тăпăртатрĕ, чупкаларĕ, пĕрре миххи-мĕнĕпех урапа çинчен те персе анчĕ. Хăрушшăн çихĕрсе ячĕ вара. Юлашкинчен вĕсем чуна калама çук хăрушлăх ӳкере-кен темле тутлăрах шăршăллă хӳ'ме патне çывхарчзç. Кун-та çывхарсан лаша та чăмăртанса тăчĕ, пуçне каçăртса хартлатма тытăнчĕ, каялла чакма хăтланчĕ, кĕçенчĕ, ан-чах хуçа ăна пурпĕрех çавăнталла хăваларĕ...
Кунта мĕн пулса иртнине ăнланмарĕ Хĕлĕх хӳре. Ăна пасара илсе кайрĕç. Хĕлĕх хӳрене хуçа çăнăх шăрши кĕрекен тумтирлĕ пĕр ют çынна парса ячĕ. Çынни ăна тепĕр палламан кăвакал çумне хăва карçинккана лартрĕ те сиелтен михĕпе витсе таçта илсе кайрĕ, çак витене килсе ячĕ. Кунта çитсен тин, урайне улăм сарнă пĕчĕк чӳречеллĕ витере, Хĕлĕх хӳре хăйĕн юлташĕ çине сăнаса пăхрĕ.
Кăшт пысăкрах та çӳллĕрех иккен вăл Хĕлĕх хӳререн. Тĕсĕпе — хурарах. Пуç тӳпи кукша çыннăнни пек çутă, икĕ пичĕ шурă, хырăмĕ шупка. Пĕсехи, мăйĕ тата икĕ çунаттин пĕр кĕтесси тĕксĕм симĕсрех те пурçăн пек йăлтăркка.
Сăмси çинче шурă пăнчă пур. Çавăнпа та ăна кил хуçисем Шур сăмса терĕç. Шур сăмса Хĕлĕх хӳререн илемлĕрех.
Хĕлĕх хӳрене килĕшрĕ вăл. Сасси унăн хăшăлтирех. Шур сăмсан та Хĕлĕх хӳрене курсан кăмăлĕ хуçăлмарĕ. Паллашнă кунхинех вĕсем юнашар пырса ларчĕç. Çывăрасса та пуçĕсене пĕр-пĕрин еннелле пăрса, сăмсисене шăнасран çунат айне чиксе хăрахшар куçĕпе хире-хирĕç пăхса çывăрчĕç. Туслă пурăнчĕç вĕсем, пĕр чашăкранах апат çирĕç, пĕрре те хирĕçмерĕç.
II
Виçĕ кун каялла пĕрремĕш харкашу пулчĕ туссем хушшинче. Шур сăмса, хĕлĕпе чĕмсĕр ларнăскер, кĕтмен çĕртен Хĕлĕх хӳре çумне пырса ларчĕ те хальчченхи пек мар тем те пĕр пакăлтатма тытăнчĕ, чылайччен темскер питĕ кăмăллăн-кăмăллăн калаçрĕ, вăл çапла ăшшăн калаçнинчен Хĕлĕх хӳрен пуçĕ çаврăнса, телейлĕн анкă-минкĕленсе кайрĕ. Çакăн пек телейлĕ туйăмпа сĕнксе ларнă вăхăтра Шур сăмса Хĕлĕх хӳрене кĕтмен çĕртен пуç тĕпекинчен сăхса илчĕ. Хĕлĕх хӳре вара шарт! сикрĕ те хăй мĕн тунине шухăшласа тăмасăрах хирĕç сăхрĕ, сăмси мелсĕр-рĕн Шур сăмса куçĕ тĕлне лекрĕ... Шур сăмса куçне мăчлаттарса илчĕ, кӳренсе тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ. Енер вăл юнашар та лармарĕ. Кăшт шыçăннă куçне çунат какĕ çумне хурса, Хĕлĕх хӳрене тӳртĕн ларса сывă куçĕпе кĕтеселле пăхса çывăрчĕ. Пĕрле апат та çимерĕ...
Хĕлĕх хӳре кил картинче тĕлĕрнĕ чухне халĕ акă кĕт-мен çĕртен вăл каллех юнашар килсе ларчĕ. Вĕрин-вĕрин пашăлтатма тытăнчĕ, малтанхинчен те кăмăллăн калаçрĕ вал: вĕсем хушшинче нимĕн те усалли пулман, Хĕлĕх хӳре ăна виçĕм кун куçран сăмсипе лектерсе ырă кăна тунă еиен. Хĕлĕх хӳрен пуçĕ каллех телейлĕн анкă-минкĕленсе кайрĕ...
Вара вĕсем витене те пĕрлех кĕчĕç. Тепĕр кунне ирпе кил картине те пĕрле тухрĕç.
Тулта ĕнтĕ хĕвел ăшăтса пăхать. Чăхсем те паян ĕне -çинчен аннă, кил хушшинче «çуранах» уçăлкаласа çӳреççĕ. Хуралтăсем çумĕнчи пăр-юра тумла, пăчкăпа каснă лек, тӳп-тӳрĕ касса татнă. Пӳрт картлашки умне шыв кӳлленнĕ. Хĕлĕх хӳрепе Шур сăмса çакна курсан хĕпĕр-тесе каçсах кайрĕç. Чупса пырса сăмсисене шыв кӳллен-чĕкне чикрĕç те шыва лăпăртаттарма тытăнчĕç, урисем çине çĕкленсе тăрса, çунаттисемпе çапса çăвăнчĕç. Вĕсем-пе пĕрлех кăшт аяккарах тумла айне пырса тăнă çерçи çавăн пекех ик çунаттипе çапса çăвăнчĕ.
Тепĕр кунне çанталăк татах ăшăтрĕ. Малашне пĕрин-чен тепри сарăрах кунсем кайрĕç, çуркунне палăрăмĕн чи малтанхи кĕвви—вăрман кăсăйин хӳхĕм юрри шăнкăрта-та-чĕнкĕлтете пуçларĕ,— чăн-чăн çуркунне пуçланчĕ. Çакна май Хĕлĕх хӳре кăмăлĕ те куллен-кун çекленсе пычĕ, ытарайми ĕмĕтлĕ савăк туйăмпа тулчĕ.
Пĕр кунхине иккĕш пĕрле урама тухсассăн çак тĕлĕн-термĕш савăк туйăм нихçанхинчен ытларах çĕкленсе кай-рĕ Хĕлĕх хӳрен. Çакăнпа пĕрлех чуна телейлĕ канăçсăр-лăх килчĕ. Хĕлĕх хӳре вара чупкалама тытăнчĕ. Унăн пĕр-пĕр лăпкă та хăтлă кĕтес тупас килчĕ. Çавăн пек кĕтес шыраса вăл кил картине чупса кĕчĕ, витене, картлашка пусми айне кĕрсе тухрĕ — ниçта та юрăхлă типĕ вырăн тупаймарĕ, каллех урамалла çул тытрĕ. Хăй канăçсăрлан-нăçемĕн канăçсăрланса пычĕ, юлташĕ патне пырса тем канаш ыйтрĕ, леш, юр шывĕнче рехет тупнăскер, «Ху пĕл, ку пĕл» тенĕ евĕр нартлатса илчĕ кăна. Хĕлĕх хӳре урам урлă нăкăлтатса каçса лаша вити кил картинелле вĕçтер-чĕ. Унта чупса çитрĕ те урăх ним пултараймассине туйса кил картинчи сукмак çинех, унта кăшт тăкăнса юлнă типĕ арпа-улăм çӳп-çапĕ çине, ларчĕ... Самантран вăл хăйĕн айĕнче асамлă чăмăркка пуррине туйса пуç анраса кай-малла ырлăхпа канăç туйăмне парăнчĕ, çав ырлăхпа ăшăнса пĕр хушă тĕлĕрсе те илчĕ. Тепĕртакран вăл сăм-сипе хыпса хăй йĕри-тавра улăм пĕрчисем илкелесе пăрах-ре, песехи çинчи çемçе мамăк тĕке тăпăлтара-тăпăлтара кăларчĕ, ăна хăй умне купаларĕ те кăштах ури çине çĕк-ленсе тĕксемпе улăм пĕрчисене хăй еннелле тĕртрĕ, ури çине çĕкленнипех çапла пĕр хушă хускалмасăр тăчĕ, ун-тан йăви çинчен анчĕ те, никам та курмарĕ-ши тенĕ евĕр, йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Вăл тăрсан йăвара темиçе пĕрчĕ улăм пĕрчипе урлă-пирлĕ витĕнкеленĕ шупка си-мĕсрех тăсăкла çăмарта курăнчĕ. Хĕлĕх хӳре халь хăйĕн йăви енне çаврăнса пăхма та асăрханчĕ: хăй унталла пах-сан пĕр-пĕр кĕтмен тăшман та çавăнталла пăхĕ те йăвана шыраса тупĕ тесе шухăшларĕ. Хĕлĕх хӳре вара хăйĕн виçесĕр савăнăçĕ çинчен пĕлтерме юлташĕ патне чупрĕ. Шур сăмсана вăл паçăрхи шыв лупашки патĕнчех урам-ра тĕл пулчĕ. Хĕлĕх хӳре ăна тем каларĕ те виçĕ-тăватă хутчен мăйне турта-турта пуçне кĕлетки çумне лăпчăтса илчĕ: атя-ха ман хыççăн тени пулчĕ ĕнтĕ ку. Хăй малалла чупса кайрĕ, Шур сăмса ун хыççăн пычĕ. Лаша вити кил картине çитсен Хĕлĕх хӳре малтан сукмак çинче арпа-улăм тăкăннă вырăнта чарăнчĕ, унталла-кунталла пăхка-ларĕ... Лупас айне чупса кайрĕ — каялла таврăнчĕ, çул тăрăх нăкăлтаттарчĕ — каялла çаврăнчĕ, унтан хуралçă-сен пĕчĕк пӳрчĕ тавраллах такăрланнă сукмакпа çаврăм турĕ. Хăй текех кĕскен тем нартлаттарса пычĕ. Шур сăм-са та унран юлмасăр хыççăн чупрĕ. Юлашкинчен Хĕлĕх хӳре сукмак çинчи арпа вырăннех çитрĕ те юр çине ларчĕ. Унăн мăшăрĕ те çаплах турĕ. Вăрахчен хускалмасăр лар-чĕç вĕсем, пĕр хушă тĕлĕрсе те илчĕç. Унтан Шур сăмса кĕскен нартлатса сасă пачĕ те ура çине тăчĕ, малтан хăрах çунаттине каялла тăсса, кун хыççăн тепĕр урипе çу-наттине харăс хыçалла тăсса карăнчĕ. Хĕлĕх хӳре ури çине çын пек çĕкленсе тăрса, мăйне çӳлелле тăсса икĕ çу-наттипе харăс сулкалашса карăнчĕ, çунаттинчен тĕксем вĕçе-вĕçе тухрĕç, Хĕлĕх хӳре, кĕçех вĕçсе çĕкленес пек, пĕр-икĕ хут çĕртен хăпкаласа та илчĕ. Кун хыçăн вĕсем вырăнтан хускалчĕç те ерипен лаша вити çумĕпе иртрĕç. Вите тăрринче ларакан пĕр ула курак çĕрелле пăхса ка-ак! тесе кăшкăрчĕ те сăмсине улăм çине шăлса тасатса тулли кăмăлпа вĕçсе кайрĕ, вара ун чĕрнисенчен вĕçерĕннĕ шуп-карах симĕс япала, çăмăл та пушăскер, çилпе вĕçкелесе, вĕлтĕртетсе вите тăрринчен кусса анчĕ те çăмăллăн çĕре ӳкрĕ. Ку — çăмарта хуппи пулчĕ.
III
Тепĕр хутĕнче каллех Хĕлĕх хӳре лаша вити кил картине пычĕ. Хальхинче вал хăяккăн тăратса хунă çунасем айне кĕрсе çăмарта турĕ. Анчах йăвинчен тухма ĕлкĕрчĕ кăна—конюх, çакна асăрханăскер, кăвакал ларнă вырăна пешкĕнсе пăхрĕ те ăшă çăмартана кĕсйине илсе чикрĕ, Хĕлĕх хӳре çине çаврăнса пăхмасăрах уттара пачĕ. Унтан Хĕлĕх хӳре такамăн пăрахăç кил картине кĕрсе çапă айне темиçе çăмарта тунăччĕ, анчах йăва тепре пынă çĕре каш-нинчех пушăччĕ. Кунти çăмартасем ăçта çухалнине те пĕлчĕ вăл кайран: Хĕлĕх хӳре йăваран тухма та ĕлкĕрей-менччĕ пĕр кунхине — ун патне çинçе хырăмлă хăмăрта-рах вăрăм чĕр чун, йĕке хӳререн пысăкрахскер, чупса пычĕ те сăмсине тӳрех кăвакал айне чикрĕ,— Хĕлĕх хӳре хăй те аран-аран тарса хăтăлчĕ.
Хăй ăçта-ăçта çăмарта сапса тухнине астуса та çите-реймест Хĕлĕх хӳре. Темиçе хутчен тата кил хуçи ăна талăкшарлăхах витене хупа-хупа лартрĕ, ун чухне те çă-марта тунăччĕ.
Кĕçех пусма ларас вăхăт çитрĕ. Хĕлĕх хӳре, витене хупса лартнăскер, юлашки хут çăмарта турĕ те — текех тăмарĕ те ун çинчен. Кил хуçи ăна çатан карçинккана куçарса пӳрте илсе кĕчĕ, Хĕлĕх хӳре айне тата темиçе çă-марта хурса пачĕ.
Чăтăмлăн ларчĕ Хĕлĕх хӳре, талăк çуршар е икшер талăк йăвинчен тухмасăр. Çав тери ăш хыпсан кăна ка-нăçсăррăн нартлаттарса кил картине чупса тухрĕ, чашăка хурса пăнă апата кăп-кап хыпкаланă чух та хăй çав тери хыпаланнипе ниçта кайса кĕреймесĕр вĕçĕмсĕр ква-ква!.. тесе тăпăртаттарса тăчĕ, шыв сыпнă чух çеç шăпланса сăмсипе канăçлăн çӳлелле тĕллерĕ, шыв ĕçсе тăранмасăрах йăви патне чупрĕ. Тепĕр чух кил хуçи ăна апатне те, шывне те йăви умнех лартса пачĕ.
Пĕррехинче çапла вăл апат çиме тухрĕ те кунĕ çав тери ăшă та хĕвеллĕ пулнипе текех тӳссе тăраймасăр пĕвенех кайса килме шутларĕ. Кил карти хӳми урлă вĕçсе каçса пĕве патне çитиех вĕçрĕ. Кунта вĕçсе çитсен вара Хĕлĕх хӳре икĕ урипе шыв çине тăчĕ те ури çурхахĕсем çинче, йĕлтĕрпе ярăннă пек, икĕ-виçĕ метр шуса кайрĕ шыв çийĕн. Кунтах вăл Шур сăмсана тĕл пулчĕ. Иккĕш вара мăйĕсене, сăмсисене хире-хирĕç тăсса пĕр хушă каçса кайсах, темле ахăлтатса кулнă евĕр, «калаçса» илчĕç. Унтан чăма-чăма выляма тытăнчĕç. Çак рехетлĕ ырлăха парăнса Хĕлĕх хӳре хăйĕн йăви çинчен те тепĕр çур сехет-рен тин аса; илчĕ. Çакна аса илсен Хĕлĕх хуре хыпаланса, пăшăрханса ӳкрĕ, ишнĕ çĕрте ишсе, вĕçнĕ çĕрте вĕçсе шыв-ран тухрĕ, мĕн пур вăйĕпе килелле чупрĕ, чупнă май те-кех хăйне ятла-ятла вĕçĕмсĕр ква-ква! ква-ква!.. тесе пычĕ. Хăйне хăй тарăхнипе вара вăл виçĕ кун йăвинчен пĕрре тухмасăр ларчĕ. Хăй йăлтах ырханланса типсе ларчĕ, чир-лесех кайрĕ пулмалла — шăм-шакĕ татах вĕриленчĕ, айĕн-чи çăмартасем пĕçертсе çунтаракан пулчĕç, Хĕлĕх хӳре вĕсене ытлашши вĕриленсе каясран йăвинчен анмасăрах ури çине çĕкленсе тăрса сивĕткелерĕ те енчен енне çавăр-каласа хурса каллех ларчĕ.
Акă кĕтнĕ кун та çитрĕ... Çав кун çăмартасенче шиплетнисем илтĕнме тытăнчĕç. Анчах лăпах çак кунхине пӳртре çынсем çав тери шавласа урайне чĕтрентере-чĕт-рентере сикрĕç те, çăмартасенче шиплетнĕ сасăсем сай-ралчĕç. Тепĕр кунне харăсах тăватă чĕпĕ сăхса тухрĕ. Кил хуçи вĕсене амăшĕ таптаса вĕлересрен пушă кунтăка илсе ячĕ, çитерчĕ, шăварчĕ. Хĕлĕх хӳре юлашки темиçе çăмартаран чĕпĕсем тухасса кĕтсе тата темиçе кун ларчĕ, анчах вĕсенче пĕринче те чуна савăнтаракан сас-чĕв ил-тĕнмерĕ, кил хуçи ку çăмартасене йăваран кăларса илсен тин Хĕлĕх хӳре чĕпписем патне тухрĕ. Тепĕр икĕ чĕпĕ пулнă-мĕн те — вĕсем çăмартарах вилнĕ-мĕн. Ыттисем тăрă пулнă.
— Хăнасем хытă сикрĕç. Çав сасăпа путланнă ĕнтĕ ку чĕпĕсем,— терĕ кил хуçи вилнĕ чĕпĕсем пирки. Тăрă çă-мартасем пирки: витере пĕччен хупса усранăран тăрă пул-чĕç пуль терĕ.
Хĕлĕх хӳре хăйĕн тăватă чĕппишĕн калама çук савăн-чĕ. Çунат айĕнчен те кăларас килмелле мар вĕсене. Чĕп-писем апат çинĕ чухне амăшĕ пуçне кăшт чалăштарса хăрах куçĕпе чĕпписене савса сăнарĕ, тепĕр куçĕ тавра-лăхра хăрушлăх курăнасран хуралларĕ. Хĕпĕртенипе унăн апат та анмарĕ. Кил хуçи шыв пама çывхарсан та Хĕлĕх хӳре çунаттисене кăштах сарса, мăйне тăсса, сăмсине уçса чащкăркаласа илчĕ. Кушака вара пĕрре аванах лек-рĕ. ХĕлĕхЧ^ре^ун çине кĕтмен çĕртен вĕçсе ӳкрĕ те—кушак çухăрса ярса тухса тарчĕ, текех пӳрте кĕмете хăраса, çенĕк-ре е алăк урати çинче ларчĕ, хăй çапах та чĕпсене ăмсансă аяккалла пăрăнса кайма хал çитереймерĕ: тутине çула-каласа илчĕ, чĕпĕ çывхарсанах пĕшкĕнсе сикме хатĕрлен-чĕ, анчах Хĕлĕх хӳререн хăрарĕ. Хĕлĕх хӳре нартлатса-нах, вăл, хăйĕншĕн пурпĕрех пулнă пек, çăварне карса анаслакаласа илчĕ, тĕлĕрнĕ евĕр куçне хĕссе ларчĕ.
Темиçе кун пӳртрех усранă хыççăн хĕвеллĕ ăшă кун кил хуçи кăвакал пуслăхне кил картине кăларчĕ.
Шур сăмса, мăшăрĕ пусса ларнă вăхăтра кил картинчен сайра тухкаланăскер, тăватă чĕпĕ ертсе тухнă Хĕлĕх хӳрене курсан савăнăçне ниçта шăнăçтараймасăр ташласа ячĕ. Ташласса вăл, паллах, ура хуçса, пĕç çĕклесе ташламарĕ — малтан сăпайлăн кăна, авалхи чăваш хĕре пек, урине çĕртен уйăрмасăр юхса-чупса çаврăнчĕ, унтан пĕр вырăнта тăпăртаттарса тăчĕ, тайкаланчĕ. Ку тăпăртаттар-са тăни ĕнтĕ хальхи эстрада артисчĕсене аса илтерчĕ: сасси çителĕклĕ маррине туйнă артистсем çапла сасă пултарулăх çитменлĕхне хуçкаланса тăнипе тултарма тăрăшаççĕ. Шур сăмса та хăйĕн савăнăçне урăхла палăртма пултарайманнипе кăна çапла турĕ. Вара вăл Хĕлĕх хӳрепе иккĕшĕн чĕпписене епле хапăл пулнине, вĕсене хӳтĕлесе такама хирĕç тăма та хатĕррине кăтартса, кил хуçи патне чашкăрса чупса пычĕ, унтан карта çинче сиккелесе, чим-чимлетсе ларакан çерçие асăрхарĕ те ăна карта çинелле вĕçсе ӳксе хăратса ячĕ, кун хыççăн пĕр-пĕриншĕн тунсăх-ланă Шур сăмсапа Хĕлĕх хӳре мăйĕсене хире-хирĕç тăсса, хăйсен чĕлхипе хăвăрт-хăвăрт нартлаттарса, пĕр-пĕрне тем халаса кăтартрĕç. Кайран ашшĕпе амăшĕ чĕпписене курăк çиме вĕрентмешкĕн пикенчĕç. Çурхи çерем курăкĕ ачаш та çемçе-ха, сĕтеклĕ те тутлă. Халсăр чĕпĕсем икĕ урипе ха-рăс тапса туртаççĕ ачаш курăк çулçине, çулçă кĕтмен çĕртен татăлса кайсан, кут çине лак! кайса лараççĕ е тата хушăран, çурăм çинех месерле çаврăнса ӳксе, тапкаланса выртаççĕ.
Тепĕр темиçе кунтан Хĕлĕх хӳрепе Шур сăмса хăйсен чĕпписене ял çумĕнчи вăрманти пĕвене ертсе кайрĕç. Чĕп-писем шывра çуралнă тейĕн, амăшĕ чĕнсен вĕсем ним шухăшласа тăмасăрах шыва кĕрсе кайрĕç. Пĕве çийĕн вăйсăр çил вĕрнипе вак хумсем тикĕссĕн чупатчĕç. Ашшĕ-пе амăшĕ пĕве варринелле ишсе кайрĕç, чĕпсене вара хум-сем каялла çыран хĕрнелле хăваларĕç, чĕпсем ашшĕпе амăшĕ хыççăн кайма хăтланса, урисемпе мĕн пур вăйран авăсса та, икĕ сарă маяк пек, пĕр вырăнта хытса тăчĕç кăна. Ашшĕпе амăшĕн вĕсене каялла таврăнса çыран хĕррипе ертсе каймалла пулчĕ. Чĕпĕсем кунта ним çи-мелли те тупаймарĕç-ха, вĕсем е çыран хĕрринчи çиме юрăхсăр курăксене турткаласа пăхрĕç, е шыв çинчи çӳп-çапа сăхкаларĕç. Ашшĕпе амăшĕ çыран хĕрринерех хăях-лă, шапа пăттиллĕ ăшăх вырăнта чылай киленĕçлĕ ĕç тупрĕç: пуçĕсене шыва чиксе лăпăртаттарчĕç, сайра хутра тапкаланакан чĕр чун та туртса кăларчĕç, чĕпписене сĕн-чĕç. Вĕсем, йыт пуллисем, тутлă пулас та, анчах питĕ пысăк—чĕп çăварĕсене кĕмеççĕ, çавăнпа ашшĕпе амăшĕ вĕсене хăйсемех çирĕç. Каç еннелле кăна, пĕве лăплансан, чĕпĕсем те хăйсене йăпанмалли тупрĕç: пĕве çийĕн çумăр умĕн ăшăтса ярсан ӳпресем вĕçме тытăнчĕç, вĕсем вĕтĕ те тутлă. Тытма та питех йывăр мар: шыв çийĕн ишсе пырса мăя тăсатăн та кап! кăна хыпса илетĕн сывлăшра-нах, чăнах та, самаях вăр-вар та çаврăнăçуллă пулмалла ĕнтĕ, кăшт хăваламалла, тата сиксе илме те тивет.
Кайрантарах амăшĕ вĕсене сасартăк хăрушшăн кăш-кăра-кăшкăра ярса хăй патне чĕнсе илчĕ. Унтан çакăн пек кăшкăрнă хыççăн мĕн -тумаллине вĕрентме тытăнчĕ: шыва чăммалла иккен. Амăшĕ чĕпписене хăй пек тума чĕнсе шыва чăмрĕ. Ашшĕ, чĕпписем мĕнле чăмнине сăна-нă май каçăхса: кайсах кулнă евĕр, ква-ква-ква! тесе ахăр-са тăчĕ. Чĕпписем, чăн та, питĕ кулăшла чăмрĕç: пуçĕсене шыва чикрĕç те, шыв çинче шăши хăлхи пек пĕчĕк çунат-тисем çатăлтатса пычĕç, сывлăшра кĕрхи кăпчанкă çулçи пек хĕрлĕ урисем те пуклак сарă хӳрисем тапăлтатрĕç. Каç енне вĕсем киле таврăнчĕç. Малта амăшĕ, ун хыç-çăн сарă мăйя ярăмĕ пек тăсăлса чĕпписем, хыçалтан ашшĕ пычĕç. Ашшĕ кăвакал, хăш чĕппи те пулин ретрен тух-санах: «Аçталла эс!» тенĕ пек нарт! тесе кăшкăрса пăрах-рĕ. Чĕппи вара çул айккинче куçа курăннă пĕр-пĕр çĕнĕ япала çимеллискер е çиме юрăхсăрскер пулнине пĕлей-месĕрех рете кĕрсе тăчĕ. Кил картине кĕричченех вĕсем карталанса пычĕç. Пĕсехисем пурин те тулли те чăмăр: пурин пĕсехине те пĕрер çăмарта чиксе хунă тейĕн.
IV
Пурăнаççĕ çапла Хĕлĕх хӳрепе Шур сăмса хăйсен тă-ватă чĕппипе. Хăш-пĕр чухне чакак, ула курак е хурчка-хĕрен вĕçсе иртет. Кусенчен хăрамаллиех те çук пулас. Тепвр__чухне, чăн та, хăрамаллаччĕ: тем пысăкăш кайăк пĕтĕм сывлăша та çĕре чĕтретсе, хăрушшăн кĕрлесе вĕçсе иртетчĕ. Унăн мĕлки те, тем пысăкăшскер, варсем, сăрт-сем, лупашкасем те пӳртсем çийĕн сиккелесе хăвăрт чупса иртетчĕ. Кун пек чухне чĕпсем пуçĕсене те амăшĕ айнех туртса кĕртетчĕç. Ашшĕпе амăшĕ те, тем пырса çапăнас-ран сыхланнă пек, пуçĕсене пĕшкĕртсе илетчĕç. Ку хăрушă кайăк пирки урамри ачасем «Самолет!» тесе кăшкăрса чупатчĕç.
Тата час-часах пĕр сысна чăрмантаркалатчĕ вĕсене кил картинче. Унран ашшĕ-кăвакал та хăратчĕ пулас: сăмсине карса, мăйĕпе хыçалалла каçăрăлса чашкăрнă май, текех каялла чакатчĕ. Лешĕ яланхи пекех никама ним тĕкĕнмесĕр чупса иртсен çеç Шур сăмса ăна хыçал-тан хăваланçи пулса темиçе утăм чупса каятчĕ те пуслăхĕ патне мăнаçлăн таврăнса хăшăлтатакан сасăпа лăпланма хушатчĕ: «Парăп эпĕ ăна сире тĕкĕнме! Сăхса тăкаттăм-ха та — ытла хытă тарчĕ, çитеймерĕм»,— тенĕ пек нартлатса тăратчĕ.
Пĕррехинче, чĕпсем ĕнтĕ амăш çунатти айне шăнăçай-миех пысăклансан, хурлăхлă ĕç пулса иртрĕ.
Тем тумаçке кӳршĕ пахчине кĕнĕччĕ вĕсем йышĕпех. Кайран кĕнĕ вырăнтанах, карта хушăкĕнчен, каялла урама тухрĕç. Кунта çакă палăрчĕ:,пĕр чĕппи ниепле те тух-малли шăтăка тупаймасть иккен, текех хурлăн шиплет-келесе пахчара карта хĕррипе уткаласа çӳрет. Шур сăмсапа Хĕлĕх хӳре те хăйсем ăçтан кĕрсе тухнине манса карта айĕнчи шăтăка — ун тĕлĕнчен темиçе иртсе те — текех тупаймарĕç. Вара урамах ларчĕç. Пахчана пĕр шăнкăрч вĕçсе ансан пĕччен юлнă чĕпĕ хăранипе кăшкăрса ячĕ. Темле кайăк вĕçсе аннине курса юлнă Шур сăмса та хи-рĕç кăшкăрчĕ те карта урлă вĕçсе каçма хăтланчĕ, пĕррех çатăлтатса çĕкленчĕ сывлăша, анчах, хăйĕн вĕçес хăватне тахçантанпах тĕрĕслесе пăхманскер, çунаттисемпе карта тăрринчен çапăнчĕ. Кăвакал аялалла ӳкрĕ, анчах унăн мăйĕ карта тăррин икĕ хăми хушшине хĕсĕнсе ларчĕ. Çап-каланчĕ-тапкаланчĕ Шур сăмса, чылайччен турткаланчĕ... Юлашкинчен — лăпланчĕ, тапкаланми те пулчĕ. Сăмси уçăлса кайрĕ...
— Енĕçмест пирĕн кайăк-кĕшĕк,— терĕç каçхине кил хуçисем.— Кăвакал аçи те пулин хĕсĕнсе вилчĕ... Тепĕр чĕпне хурчăка тапса кайнă пулас... Кăçалтан усрас мар кăвакал тавраш...
V
Кĕркуннечченех пурăнчĕ Хĕлĕх хӳре хăйĕн юлашки чĕпписемпе. Пĕр чĕппи тата ашшĕ сăнарлах пулчĕ. Шурă сăмсаллă, çутă пуçлă, амăшĕнчен пысăкрах... Сасси те унăн ашшĕн пекрех те, уçăлсах çитмен кăна: чĕпĕллерех сасă.
Пĕркунхине кил хуçи Хĕлĕх хӳрене витерен икĕ чĕп-пйпе кăна кăларса ячĕ, пĕр чĕппине тытса юлчĕ. Çавăн-танпа вара Хĕлĕх хӳре курмарĕ ăна урăх... Вăл пысăклан-нăччĕ ĕнтĕ, ыттисем пекех, тахçанах амăшĕнчен пулăшу ыйтма пăрахнăччĕ, çавăипа хуйхăра та пĕлмерĕ Хĕлĕх хӳре. Тепĕр икĕ чĕппи тата кĕтмен çĕртен та'çта кайса кĕчĕ. Ирхине пĕрлех кайнăччĕ вĕсем. Каç енне Хĕлĕх хӳре, пĕве хӳринче тутлăрах курăк тымарĕсем шыраса çӳ-ренĕскер, киле таврăнма хатĕрленчĕ те — тĕл пулаймарĕ чĕпписене. Пĕчченех таврăнчĕ вара. Чĕпписем килте те çукчĕ — те ют пуслăхпа ерсе кайрĕç ĕнтĕ вĕсем... Тепĕр кунне те, виççĕмĕш кунне те тупăнмарĕç. Кил хуçисем вара канăç çухатсах шырарĕç вĕсене. Тăр-пĕчченех çӳрерĕ Хĕ-лĕх хӳре. Пĕвене те питех чун туртмарĕ ĕнтĕ: шыв урамра та, кил картинче те çителĕклех, Хĕлĕх хӳре тахçанхи çу-мăртан юлнă пăнтăх кӳлленчĕке сăмсине чикет те сăмси витĕр шыв сăрăхтарса кăларса çăвара юлакан пăнтăх шыв хурчесене — планктонсене çиет. Сехечĕпех лăпăртат-тарса тăрать вара вăл пĕр-пĕр шыв лупашкинче. Тӳррипе каласан, пĕр тĕллев çеç тăрса юлчĕ Хĕлĕх хӳрен пурнăçра: хырăм тăрантарасси те каçхине киле вăхăтра таврăнасси. Урăх ним хаваслăхĕ те çук.
Çанталăк сивĕтсех пычĕ, çавна май ăшра ăнланмалла мар канăçсăрлăх вăранчĕ. Çав канăçсăрлăх — таçта инçе-инçе çула тухма чĕнекенскер. Анчах та ăçта каяс килни-ччĕ-ши ку — Хĕлĕх хӳре ăна хăй те тĕшмĕртеймерĕ.
Пĕррехинче, пĕве хĕррине тухсан, каç еннелле Хĕлĕх х\ре патне пĕр ушкăн кайăк кăвакалĕ анса ларчĕ. Чылай-йăнччĕ вĕсем ушкăнра. Пурте Хĕлĕх хӳререн кăшт пĕчĕк-рех, ырханрах, мăйĕсем вăрăмрах, анчах та хăйсем çав тери йăрă та чĕрĕ, шухă, куçĕсем пĕр вырăнта тăма пĕл-меççĕ, шуййăн выляççĕ, çунаççĕ, хăйсем те ташлакаласа кăна тăраççĕ, уттисем Хĕлĕх) хӳрен пек нăкăл-нăкăл мар — çирĕп, вăр-вар... Хупăрласа илчĕç вĕсем Хĕлĕх хӳрене, пуçларĕç калаçма хăйсен чĕлхипе... Вĕрин те хĕрӳллĕн калаçрĕç вĕсем. Тĕнчере çапла чунтан хĕрӳллĕн калаçа-кансене Хĕлĕх хӳре ĕмĕрте те курман-илтмен... Пуç çав-рăнса каять вĕсене итлесен... Хăвна çĕр çинче ниме тăман, ,ниме/к>рăхсăр кайăк вырăнĕнче туйма тытăнатăн, пачах çунатсăр, тĕксĕр чĕр чун вырăнĕнче туятăн. Вĕсен ăнран яракан вĕрилĕхĕнчен Хĕлĕх хӳре çакна ăнланса юлчĕ.
Халĕ кунта çакăн пек сивĕ кичем кунсем тăнă вăхăт-рах таçта, куç-пуç витми инçетре, хĕвеллĕ ăшă вырăн пур, унта тем пысăкăш кӳлĕсем, хăваллă-хăяхлă чăтлăх шур-лăхсем. Унта — юмах тĕнчи. Вĕсем — çак кайăк кăвакалĕ-сем — халĕ çавăнта кайма тухнă. Вырăнĕ вăл—Атăл хĕрри патнелле-мĕн, çĕнĕ тинĕс хĕрринче...
— Атя пĕрле,— теççĕ вĕсем Хĕлĕх хӳрене.— Мĕн туса пурăнатăн кунта? Мĕнле тĕллев санăн пурнăçра? Мĕншĕн пурăнатăн эсĕ?
— Пулмасть унран нимĕн те,— тет тепри.— Вăл килти кайăк çав... Ана ĕнтĕ алла вĕрентнĕ... Вĕçме те мантарнă... Вăл ĕнтĕ сивĕннĕ, пусăрăннă...
— Анчах та эс пирĕн тăванах-çке... Мĕнле çав тара-нах лакса ларнă эсĕ? Мĕнле çырлахнă хăвăн шăпупа? Мĕнле майпа вилĕмле лăпкăлăха путнă? Шухăшла, аса ил—çĕр çинче урăхла пурăнакансем пур: ирĕклĕ, хитре пурăнаççĕ вĕсем... Вĕри туйăмсемпе пурăнаççĕ, тинĕс урлă вĕçеççĕ... Вĕçеççĕ вĕсем, чĕрипе çунаççĕ. Çунса вилеççĕ, вĕçсе вилеççĕ... Телее хĕрӳлĕхре, ирĕклĕхре, алла пăхăн-маннинче тупаççĕ...
Çа'пла калаçрĕç вĕсем... Унтан тӳпене тухнă кĕрхи сивĕ çăлтăр çине пăхса илчĕç те хыпаланса ӳкрĕç... Çав çăлтăр еннелле вĕçмелле иккен вĕсен...
Вĕçсе хăпарчĕç вара вĕсем... Çунаттисем вĕсен темĕн-ле вичкĕннĕн шăхăрса! пычĕç, вуншар çунат харăссăн сыв-лăша кастарса шăхăртни мăнаçлă чăрсăр туйăм ӳкерекен вичкĕн музыка пек янраса юлчĕ.
Çакăн хыççăн Хĕлĕх хӳрен чĕринчи канăçсăрлăх тата ытларах амаланса кайрĕ. Канăçсăрлăхран вăл ыратăва, пысăк туртăма çаврăнчĕ. Тепĕр кунне Хĕлех хӳре ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр чупкаларĕ, пĕрре çырма урлă та веçсе пăхрĕ. Çиес те, ĕçес те килмерĕ унăн. Чунĕ ыратнипе хăрушшăн кăшкăра-кăшкăра ячĕ вăл. Малтан вăл лăп-кăн кăна ква-ква! ква-ква! тесе утатчĕ пулсан, халĕ ква! тенине çичшер сыпăкăн питĕ хăвăрт каласа тăкрĕ. Ку хăйне евĕр ырату юрри майлă тухрĕ. Хăйĕн пĕтĕм чун çуйханăвне вăл иккĕмĕш сыпăкне хучĕ. Ку сыпăка вăл чуна çурмалла шуййăн кăшкăрса ячĕ те, çичĕ сыпăклă юрăри çав сыпăк вара кульминаци вырăнне илтĕнчĕ. Кĕв-вĕн вĕçĕ такам тĕпсĕр шырлан тĕпнелле персе анса çу-халнă пек вĕçленчĕ. Ква-ква-ква-ква-ква-ква-ква! кăшкăр-чĕ вăл. Таçта вĕçсе каяс туртăм самантсерен ӳссе-ӳссе пырса виçесĕр ыратăва çаврăнса пычĕ. Хĕлĕх хӳре вĕçĕм-сĕр вĕткеленчĕ, кăшкăрашрĕ, вĕçрĕ. Унăн пĕтĕм пурнăç йĕрки пăсăлса кайрĕ: çиесси-ĕçесси, киле таврăнасси çин-чен те манчĕ вăл. Каç еннелле Хĕлĕх хӳре тӳпере каллех кайăк кăвакалĕсем вĕçнине курчĕ. Лешсем хальхинче Хĕлĕх хӳререн йĕкĕлтесе кулнă пек аялах анса ун тавра пĕр çаврăм турĕç те çунаттисемпе сывлăша вичкĕннĕн кастарса çӳле вĕçсе çĕкленчĕç.
Тӳссе тăраймарĕ хальхинче Хĕлĕх хӳре... Вăл мĕн пур вăйĕпе вĕсене хирĕç сасă парса кăшкăрса ячĕ, ку: «Пыра-тăп! Илĕр мана та хăвăрпа!»—тенĕ пек илтĕнчĕ, вара Хĕлĕх хӳре кайăк кăвакалĕсем хыççăн вĕçсе çĕкленчĕ. Лешсем çакăнтан тĕлĕннĕ пек пулчĕç, ун патнех ушкăнпа вĕçсе анчĕç, ăна хупăрласа илчĕç. «Атя, атя! Пултара-тăн!» — тенĕ евĕр сасă пачĕç, хăйсем вара ерипен карта-ланма тытăнчĕç. Хĕлĕх хӳрене те хăйсен картине чĕнчĕç. Анчах Хĕлĕх хӳре вĕсемпе тикĕс картана кĕреймерĕ, ен-чен енне тухкаласа кайрĕ, пĕчченех хитре чĕрĕ картана пăсса аяккинерехре вĕçсе пычĕ, пĕрре мала иртсе карта пуç кăвакалĕпе те танлашса пăхрĕ. Лешĕ унран кулса илнĕ пек кăна темле сасă пачĕ. Вăрман пĕви çийĕнчен вĕçсе иртнĕ чух сасартăк тепĕр мăшăр кăвакал вĕçсе хă-парса ушкăнпа пĕрлешрĕ, Вĕсем Хĕлĕх хӳрепе юнашарах вĕçсе пычĕç. Тĕлĕнсе кайнипе кĕçех çĕре татăлса анмарĕ.
Хĕлĕх хӳре: кусем — унăн çухалнă чĕпписем пулчĕç. Епле палламăн-ха хăвăн чĕппӳсене — сывлани те, амăшне çеç сисĕнекен хуçканăвĕсем те, пин сасăран уйăрса илмелле сасă уйрăмлăхĕ те — йăлтах тăван... Тулаш енчен те амă-шĕ çеç палласа уйăрса илмелле уйрăмлăхсем пур вĕсен... Чĕпĕсем те амăшне палласа хаваслăн сасă пачĕç. Виçе-сĕр савăнчĕ Хĕлĕх хӳре хăйĕн чĕпписене тĕл пулнăшăн. Пуринчен ытла вăл хăйĕн чĕпписемпе пĕрле çак ирĕклĕ, хĕрӳллĕ ушкăнпа тан вĕçме пултарнăшăн савăнчĕ. Авă мĕншĕн мăн кăмăллă иккен çак вĕри кайăксем! Вĕçнинче тупнă вĕсем телее!.. Чăн та, мĕн тери ырă иккен вĕçме! Кăштах шиклĕ пулин те — чунра виçесĕр мăнаçлăх çура-лать!
Хĕлĕх хӳре савăннипе темиçе хут пĕтĕм чун хавалĕпе кăшкăра-кăшкăра ячĕ, вĕри çивĕч тăванĕсем ăна хавха-лантарса хирĕç чĕнчĕç. Темле сиввĕн чĕтренекен кĕрхи çăлтăр еннелле вĕçрĕç вĕсем. Çав çăлтăр вара пĕлĕт витĕр те курăнса тăрать, çул кăтартать.
Анчах та Хĕлĕх хӳре çур çухрăма яхăн вĕçсенех ушкăн-ран юлса пыма пуçларĕ. Çапах та мĕн пур халне пухса вĕçрĕ-ха вăл. Чĕпписем те унран юлмарĕç. Пĕр пысăк вăрман урлă та каçрĕç, улăх урлă та. Анчах вĕçнĕçемĕн аялалла анса пычĕç. Хăйĕн кĕлетки йывăрланнăçемĕн йывăрланнине туйрĕ Хĕлĕх хӳре: мăнтăртарахчĕ çав вăл кайăк кăвакалĕсенчен. Кĕçех килти кăвакал юмах тĕнчинчен килнĕ тăванĕсем хыççăн урăх вĕçме хал çитереймес-сине ĕненчĕ. Улăх урлă каçсан питĕ палланă-пĕлнĕ вырăн пек туйăнчĕ ăна пĕр ял... Тен, çакăнта çуралман-ши вăл? «Атьăр, çакăнта анса ларар!» — терĕ Хĕлĕх хӳре хăйĕн чĕпписене кăвакалсем çеç ăнланакан чĕлхепе.
Ял тĕлĕнче Хĕлĕх хӳре аялалла анчĕ. Чĕпписем те ун-ран юлмарĕç. Анчах та пĕр чĕппине темскер пулчĕ — вăл кĕтмен çĕртен каллех çӳлелле хăпарса кайрĕ, кайăк кăва-калĕсем хыççăн талпăнчĕ. Ун хыççăн тепри те çӳлелле вирхĕнчĕ, анчах тем аса илчĕ пулас та — каялла çаврăнчĕ...
Хĕлĕх хӳре мăн урам варринех анса ларчĕ. Чĕри унăн, килти кăвакал чĕри, сиксе тухас пек тапрĕ. Телей туйăмĕ те, хурлăх туйăмĕ те пулчĕ унта...
Хĕлĕх хӳре мăйне тăсса тӳпенелле пăхса тăчĕ.
Пĕр чĕппи унăн — вĕçсех кайрĕ пулас, ниçта та курăн-марĕ. Тепĕр чĕппи йăмрасем çийĕн çаврăнса илсе амăш патнелле анчĕ... Анчах та кунта кĕтмен инкек пулса иртрĕ. Кăвакал чĕппи аялалла аннă чух вăр-вар пăрăнса илей-мерĕ те электричество пралукĕ çине пырса çапăнчĕ. Пра-луксем пăтранса кайрĕç... Вут ялтлатса илчĕ... Кăвакал чĕппи патах çĕре татăлса анчĕ... Кăвакал куçĕнче самант-лăха темĕнле çутă кӳлĕ кăнтăр хĕвелĕпе йăлкăшса çу-тăлса илчĕ те — ĕмĕрлĕхех сӳнчĕ...
Вăрахчен тăчĕ Хĕлĕх хӳре чĕппи тăрасса кĕтсе... Унтан урам варринчех пĕр хушă ларса канчĕ. Кайран, чĕппине текех чун кĕрес çуккине пĕлсен, тăчĕ те кăмăлĕпе йăлтах канăçлăха путса, пусăрăнса хăйне валли мăшăр шырамашкăн ял варринчи пĕве хĕрринелле нăкăлтатрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...