Çĕр çине ӳкнĕ Çăлтăр тата гороскопăн 12 уççи


Тахçан ĕлĕк-авал пĕлĕт çинче питĕ нумай çăлтăр пулнă. Вĕсем питĕ илемлĕ ялкăшнă. Çынсем вара çӳле пăхса чунтан хĕпĕртенĕ, çăлтăрсен çутинче юрлас килнĕ, вĕсене курсан пуçа тайнă. Тĕлĕнмелле илемлĕ пулнă çăлтăрсем!

Чи асли вĕсенчен — Уйăх, ытти çăлтăрсем ăна пăхăнса тăнă. Анчах та çак илемлĕ çăлтăрсем хушшинче тепĕр Çăлтăр пулнă. Вăл хăйне питĕ мăнна хунă, эпĕ пуринчен те чиперри, — тенĕ. Çак Çăлтăр Уйăх вырăнне ларма ĕмĕтленнĕ. Уйăх çавăн çинчен пĕлсен ăна тавăрма шутланă. Çăлтăра вăл пĕлĕт çинчен çĕр çине антарса янă.

Çĕр çинче çак Çăлтăр илемлĕ, йăлтăр-ялтăр çутатса тăракан хĕр пулса тăнă. Пуçланнă вара çав самантран хĕрĕн çут тĕнче тăрăх çӳресси. Çĕр çинче тем тĕрлĕ нуша курса пĕтсен вăл тинех хăй йăнăшне ăнланнă. Уйăхран каçару ыйтнă, анчах Уйăх ăна çапла каланă:

— Эсĕ каялла таврăнма пултарăн, енчен те эсĕ гороскопăн 12 уççине пурне те пĕрле пуçтарса мана кӳрсе паратăн пулсан. Ун чухне шухăшласа пăхăп, тен каçарăп та. Тупаймастăн пулсан яланлăхах çĕр çинче юлăн.

Хĕрĕн ирĕксерех çав уçăсене шырама тивнĕ.

Виçĕ уйăх шырасан вăл Шыв тăкан паллă патне çитнĕ. Ун уççи Ылтăн тинĕсре, вутăшсенче пулнине пĕлнĕ. Хĕр Майра патшаран ыйтнă, вăл çак вутăшсен асли пулнă.

Хăй мĕнле нушапа çӳренине ăна каласа парсан, Майра патша çапла хуравланă:

— Эпĕ сана уçă парăп, енчен те эсĕ тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлсен. Итле. Юхать, юхать — юхса пĕтеймест, чупать, чупать — чупса çитеймест. Мĕн вăл?

Нумай шухăшлама тивнĕ Çăлтăрăн, ун куçĕсем ăнсăртран шыв çинелле тинкернĕ, тутисем:

— Мĕнле илемлĕ шыв, — тесе пăшăлтатнă!

Майра патша питĕ тĕлĕннĕ:

— Никам та çавăн пек хăвăрт тупсăмне тупайман. Эсĕ тивĕçлĕ çак уçăна. Тыт, — тенĕ.

Чĕререн тав тунă та Çăлтăр Майра патшана малалла утнă.

Тепĕр уçă шырама пуçланă, вăл Вăкăр палли пулнă. Çак çăра Ылтăн ятлă ялта упраннă. Ун çулне хăрушă, пысăк, сăнсăр вăкăр пӳлнĕ.

Мĕн тăвăн, темле хăрасан та вырăнтан тапранмалла пулман: унсăр е уçăсăр тăрса юлăн е вăкăр вĕлерĕ. Çăлтăрăн ку вăкăра хăй еннелле çавăрмаллах пулнă. Хăй мĕнле нушапа çӳренине ăна каласа панă. Вăкăр унран интереслĕ юмах ярса пама ыйтнă. Уççине юмахĕ килĕшсен анчах пама пулнă. Çăлтăр каласа панă юмахĕ чĕр чуна питĕ килĕшнĕ. Вăкăр уçăна савăнсах Çăлтăра тыттарнă.

Чĕререн тав тунă та Çăлтăр Вăкăра малалла утнă.

Тепĕр уçă шырама пуçланă, вăл Хĕр палли пулнă. Шырасан-шырасан Çăлтăр тĕлĕнмелле илемлĕ кермен умне çитсе чарăннă. Çак капмар та чаплă керменте Марьям пике пурăннă.

Хăй мĕнле нушапа çӳренине ăна каласа парсан Марьям пике çапла хуравланă:

— Эпĕ сана уçăна пама килĕшĕп, енчен те эсĕ мана хитре кĕпе çĕлесе парăн пулсан.

Çăлтăр хăраса ӳкнĕ, мĕншĕн тесен вăл пачах çĕлеме пĕлмен. Тепĕр икĕ уйăхран кĕпе хатĕр пулнă. Марьям пике ăна алла илсен чутах çĕре ӳкермен: кĕпи çав тери хитре мар, çĕввисем кукăр-макăр. Ирĕксĕрех пикен уçăна Çăлтăра памалла пулнă.

Чĕререн тав тунă та Çăлтăр Марьям пикене малалла утнă.

Тепĕр уçă шырама пуçланă, вăл Пулă палли пулнă. Çак уçă Ылтăн кӳлĕре упраннă. Кӳлĕ хĕрне çитсен Çăлтăр пулăсемпе тĕл пулнă.

Хăй мĕнле нушапа çӳренине пулăсене каласа парсан вĕсем çапла хуравланă:

— Пирĕнтен инçех мар юхан шыв пур, унта пулăсем нумай. Çав юхан шывран сан пулăсем тытмалла. Тытнă пулăсене çак кӳлле ямалла. Ку кӳлĕре пулăсем питĕ сахал, пирĕн малалла ĕрчемелле. Эсĕ ырă ĕç туса пире пулăшăн, çавăншăн эпир сана тав туса уçă парăпăр.

Çăлтăр хаваспах килĕшнĕ. Нумай пулă тытнă вăл. Пулăсем хаваспах ăна уçăна панă. Чĕререн тав тунă та Çăлтăр пулăсене малалла утнă.

Кайсан-кайсан вăл тепĕр уçă пулнă вырăна çитсе тухнă. Ку вырăн Ухăçăсен пулнă. Уççи вара пысăк ту çинче кентаврсем патĕнче выртнă. Хăй мĕнле нушапа çӳренине кентаврсене каласа парсан вĕсем çапла хуравланă:

— Эпир сана уçăна пама килĕшĕпĕр, енчен те эсĕ вĕçекен шăнана 100 метртан ухăпа персе антарсан.

Çăлтăр савăнса кайнă, мĕншĕн тесен вăл пĕлĕт çинче пурăннă чухне тĕл перекен ухăçсенчен пĕри пулнă.

Кентаврсем Çăлтăр тĕл пенинчен питĕ тĕлĕннĕ, уçăна панă.

Чĕререн тав тунă та Çăлтăр кентавр — ухăçăсене малалла утнă.

Çапла çӳресе Çăлтăр кашни гороскопăн 12 асамлă уççине тупнă. Кашни зодиак палли ăна ĕç хушнă. Çăлтăр 12 уçăна пĕрлештернĕ те пĕлĕт порталне уçнă.

Çав самантра вăл çăлтăр тусанĕ пулса тăнă та пĕлĕт çине çав портал витĕр вĕçсе кĕнĕ. Уйăх каçарнă ăна. Тинех Çăлтăр пĕлĕт çинче хăйне телейлĕ туйнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Татьяна (2012-11-02 17:10:57):

Питĕ интереслĕ ӳкерчĕклĕ юмах, кăмăла кайрĕ.Кун пек ĕçе вулама та лайăх,ӳкерчĕкĕсем те çыпăçуллă. Пурне те вуласа тухма сĕнетĕп. Тавах,Юля. Маттур!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ксения (2012-11-18 20:11:05):

Питĕ интереслĕ юмах,кăмăла кайрĕ.Кун пек ĕçе вулама та лайăх, ӳкерчĕкĕсем те илемлĕ.Пурне те вуласа тухма сĕнетĕп.Тавах, Юля.Маттур!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валя (2012-11-20 20:48:50):

Питĕ интереслĕ юмах.Пĕр вулама ларсан чарăнаймастăн.Маттур

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда (2012-11-20 21:10:36):

Юля,лайăх юмах хайланă.Вулама интереслĕ. Ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2012-11-27 16:06:30):

Ӳкерчĕксемпе илемлетни хайлав пахалăхне, паллах, ӳстерет, анчах та (хула хĕрачи пулнăран пулĕ) вырăсла шухăшласа калăпланă предложенисем час-час тĕл пулни, хăш-пĕр самантсене тĕплĕ ăнлантарса паманни (сăмахран, хитре мар кĕпе çĕленĕшĕн Хĕр хăйĕн уççине мĕншĕн панине) унăн хаклавне чакарать.

Малашне ыттисем те хăйсен хайлавĕсене ӳкерчĕксемпе илемлетме пуçласса шанас килет :).

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: