«Тăван чăваш!..»
Агнесса — «сурăх путекки»,
«Юхха хĕрарăм» теççĕ Сильва...
Тата мĕн чухлĕ ун пекки?
Ăçтан килсе çакланнă çил вăл?
(«Çилçунатра» ыйтнисенчен)
Тăван чăваш! Хутаçунта
Çĕр пин ятран та кая мар-тăр,
Çапах этем ятне муртан
Тупса хуратăн лăпăр-лапăр.
Пĕртен-пĕр пурлăху — чĕлхе!
Ăна та ачуна памастăн!
Юлман çав чунсенче хĕлхем,
Тăнсем-пуçсем те лăстăк-ластăк.
Ютсен мăшкăлĕпе ăша
Тăн пĕтиччен ватса хăварчĕç.
Чĕлхемçĕм! Мĕскĕн чăваша
Тăван ятсем тупса парсамччĕ!
Мальвина (2012-12-28 11:02:12):
Кĕске те вирлĕ çырнă сăмахсем -
Чуна шуйхантараççĕ-çке вĕсем?
Эс мар, эп мар пуçлас пулсан
Кам çул пуçлатăр халăхран
Мальвина (2012-12-28 11:02:20):
Кĕске те вирлĕ çырнă сăмахсем -
Чуна шуйхантараççĕ-çке вĕсем?
Эс мар, эп мар пуçлас пулсан
Кам çул пуçлатăр халăхран