Тавах çăлтăра


Шкултан таврăннă-таврăнманах çак хĕр компьютер умне кĕрсе ларма юратать. Ашшĕпе амăшĕн сăмахĕсене хăлхана та чикмест вăл юлашки вăхăтра. Ку хĕр — вун çичĕ çулхи Настя. Истори урокĕсенче çăвар карса ларнипе нумай вăрçăра мĕн пулса иртнине пĕлмест те, пĕлес те килмест пуль унăн.

Пĕррехинче каçхине ашшĕпе амăшĕ ăна вĕренмен пирки питĕ ятларĕç. Настя куна тӳсеймен пирки пӳртрен алăка тапса уçса тухса тарчĕ.

Тĕлĕнмелле уçă та таса çу уйăхĕнчи уй! Уйăх çутипе тĕттĕм те мар. Акă çăлтăрсем тӳпере выляççĕ. Çак илемлĕ тӳпене сăнаса выртать Настя уй варринче. Ашшĕпе амăшне тарăхса вăл çакăнтах çитнĕ иккен. Кунта сана никам та вăрçмасть, никам та тарăхтармасть, никам та ниме те вĕрентмест… Çăлтăрсем çине пăхса шухăша каять хĕр. «Мĕн кăна курман-ши эсир? Анчах мана кун пек кӳрентернине пĕлместĕр пуль… Ма вăрçăра мар-ха эпĕ? Нимĕн те шеллемĕттĕм… Нимĕн те кирлĕ мар мана…»

Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе куç хупмалла выляççĕ. Ытти çăлтăрсем хушшинче пĕри питĕ уйрăлса тăрать. Тĕсĕпе те (çап-çутă), выляса тăнипе те, пысăкăшĕпе те (çав тери пысăк). Сасартăк ку Çăлтăр тӳпе тăрăх куçма пуçлать. Уй тĕлĕнмелле çуталса каять. Куçне уçасшăн — уçаймасть Настя, нимĕн те ăнланмасть, чĕре вăйлăран та вăйлăрах тапма пуçлать. Ниçта кайса кĕреймесĕр тăнне çухатать…

Темле пӳлĕмре вăранса каять. Кунта хĕрсем пурăнаççĕ пулмалла. Койка-вырăн таврашне типтерлĕ майлаштарса хунă, им-çам шăрши кĕрет. Алăк леш енче сасăсем илтĕнеççĕ. «Ăçта эпĕ? Кунта мĕн тăватăп?» — тесе сасăпах ыйтать Настя. Вырăн çинчен хăвăрт тăрса сĕтел çинчи шыв савăчĕ патнелле туртăнать. Темле хут шат! туса илет. Ку конверт пулнă иккен. Ун ăшĕнчен çырупа такам сăн ӳкерчĕкĕ курăнса каяççĕ. Хĕр алли конверт патнелле туртăнать. Сăн ӳкерчĕкре хитре кĕпе тăхăннă ватă хĕрарăм ăшшăн кулса тăрать. Тăруках ура сассисем илтĕнеççĕ те, Настя сăн ӳкерчĕке каялла конверт ăшне чиксе хурать.

Пӳлĕме самăртарах, кĕске çӳçлĕ, шурă халат тăхăннă хĕрарăм кĕрсе тăрать.

— Эсĕ ма халĕ те кунта çакă? «Распорядок» сăмаха илтмен-им? Хăвăн кăмăлупа килнĕ пулсан кунти йĕркесене пăхăнмалла. Кун пек вĕренмесĕр салтаксене пулăшу параймăн, хĕрĕм, — хытăрах сасăпа калать вăл.

— Юрĕ, çиччас. Анчах… — сăмахĕсене каласа пĕтереймест Настя.

— Мĕн «анчах»? Мĕн пулчĕ? Ай-ай-ай, мĕн-ма килнĕ эсĕ кунта? Вăрçă пуçланнăранпа кун пек айван хĕр курман эпĕ, курман.

— Каçарăр та, ыйтма юрать-и? Эпĕ ăçта халĕ? Мĕнле вăрçă тата? Эсир мĕн çинчен калаçатăр?

— Мĕн çинчен калаçатăр? Хĕрĕм, мана ухмах вырăнне хурса ан тăр кунта. Çак йывăр вăхăтра шӳтлеме вăхăт çук та, пулмалла та мар. Часрах, занятие атя! — тавăрать тухтăр.

Çак ыйтусене тепĕр хут пуçра çавăрса тухать хĕр. Ěненме çук, анчах та ĕненме лекет. Настя 1942-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче иккен. «Корпус усиленной подготовки медсестёр» ятлă çуртра пурăнать. Кунта васкавлă пулăшу пама вĕрентеççĕ.

Каçхине, занятисем пĕтсессĕн, çывăрма выртсан Настя татах шухăша путрĕ. «Мĕнле 1942-мĕш çул? Мĕнле медсестра? Тĕлĕк-и ку? Çук-ха, тĕлĕк мар. Вăрçă. Вăрçă халĕ! Анчах вăрçă тахçанах пулнă вĕт-ха, мĕнле? Аннепе атте ăçта тата?» — ăнланмасăр выртать Настя.

Тепĕр уйăхран, медсестра пулнăскерсене, фронтăн тĕрлĕ вырăнĕсене салатса тухрĕç. Уйрăмах — Сталинграда. Унта халĕ питĕ хаяр çапăçусем пулнăран ĕнтĕ ку. Настьăна та çавăнта яраççĕ.

Çĕнĕ вырăна çитсен тин пирĕн «медик» чĕри вăйлăран та вăйлăрах сикме пуçлать. Ашшĕпе амăшне те, вĕсемпе вăрçăннине те, уйра шутсăр тарăхнине те, вăрçа каяс килнĕ сăлтава та, тату пурнăçри çăлтăрсене те аса илсе каять вăл. «Çăлтăрсене? Ах, чăнах та, Çăлтăр! Эпĕ кăна тин çеç аса илтĕм вĕт-ха. Çăлтăрпа калаçса выртнă вĕт-ха эпĕ! Вăрçа каяс килет! Вăт ухмах! Вăт ухмах вара эпĕ! Тьфу!» — тарăхать Настя.

Юлашки сăмахсене хăй сисмесĕрех сасăпа каласа ярать. Окопра ларакан салтаксенчен пĕри, çулланнă сержант, Настя çине ăшшăн пăхса илсе:

— Чăваш-им? — тесе ыйтать.

— Чăваш. Эсир те чăваш-им? — тет Настя.

— Ăхă… Килте сакăр ача юлнă ман. Хамăр çĕр-шыва тăшмансенчен тасатмалла вĕт, фронта тухса кайрăм вара. Эсĕ мĕн ятлă вара?

— Настя эпĕ.

— Настя… Манăн кĕçĕнни те Наçтаç ятлăччĕ. Каснă-лартнă пĕр пек эсир, — терĕ сержант шухăша путса.

Тĕлĕнтермĕш! Кукашшĕ пулах кайрĕ… Акă ăçта тĕл пулмалла пулчĕ иккен тăвансен!

Сасартăк нимĕçсем урса кайса пеме пуçлаççĕ. Салтаксем атакăна ыткăнаççĕ. Пулемет татти-сыпписĕр шатăртаттарать. Снарядсем çурăлаççĕ. Нумайăшĕ ӳкет. Настя хытă йынăшса выртакан салтак патне чупса каять. Çĕр çинчи этем чĕп-чĕр юнлă питне аллипе тытнă.

— Ах, кукаçи!

Кукленсе ларчĕ Настя. Тем пек пулăшĕччĕ, анчах… Паттăр салтак куçне хупрĕ…

Епле-ха капла? Настя уласа макăрса ячĕ.

Тепĕр çапăçу татах хăрушăрах пулчĕ. Нумай çын пĕтрĕ вăрçă хирĕнче… Настьăран та пуля пăрăнса каймарĕ. Вăл вăшт туса хырăмĕнчен лекрĕ…

Настя самантрах çăлтăрсем хушшинче пулчĕ.

Вĕсем пысăках та, çутах та мар иккен. Темле сарăрах пайăркасем кăна уйрăлса тăраççĕ. Пĕри, асли пулмалла, Настя çине тимлĕн пăхса:

— Ну, ачам, киле каяс килет-и? — терĕ. Хĕр сăмах чĕнеймест, тем çăтнă пек тăрать.

— Киле каяс килмесен каялла, вăрçа ярăпăр сана, — сăмах чĕнчĕ тепри.

— Каяс килет! Каяс килет! — тет Настя.

— Ну, апла пулсан санăн пĕр ĕç тумалла, — тет Аслă Çăлтăрĕ Настя çине пăхса. — Тепĕр Галактикăна каймалла санăн. Унти виççĕмĕш планетăна тупмалла. Çав планетăра йĕри-тавра тинĕс. Тинĕс тĕпĕнче сунтăх пур. Ăна уçма уçă кирлĕ. Уççине тупсан сунтăхне кĕрĕн.

— Сунтăхне ма кĕмелле? — ăнланмасть Настя.

— Хăвах курăн мĕн пулассине, — тет Çăлтăр.

Настя космос карапне кĕрсе ларса малалла вĕçтерет. Планетăсем те курăнма пуçлаççĕ. Шыв айне кĕрсе ларса сунтăх туртса кăларать. Уççийĕ сунтăх айĕнче пулнă иккен…

Нумай та вăхăт иртмест — уй варрине анса ларать.

Çăлтăрсем йĕри-тавра… Таса та уçă сывлăш.Çуралнă ял та курăнса каять.Настя килте пулнине часах ăнкарса илет. Ял еннелле тапса сикет.

Çак хăрушă пулăм хыççăн Настьăн тĕнче курăмĕ пач ылмашать. Вăл нимĕç фашисчĕсене ылханма тытăнать. Истори урокĕсене тимлĕ итлесе ларма пуçлать. Шкулти волонтёрсен ушкăнне ертсе пырать. Кукашшĕ пурнăçĕ çинчен тата нумайрах тишкерсе пĕлесшĕн. Вăрçăра вилнĕ ытти паттăрсен кун-çулне те йĕрлесе тăпчесшĕн...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2012-11-26 17:16:12):

Татьяна хайлавĕ мана питĕ килешрĕ. Анчах сунтăха мĕншĕн кĕртнине тем тесене та ăнланма мана йывăр — ку хайлавра вăл тем тесен та ытлашши. Çăлтăрсем хушшине лекнĕ хыççăн тӳрех киле ярсан та çитĕччĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: