Çутă çăлтăрлă хирте
Хĕллехи тĕттĕм каçăм,
Ах, ытла эс вăрăм.
Ыйхăм таçта çĕтрĕ,
Шухăша мана путарчĕ.
Чӳречерен чĕнчĕ уйăх хăй патне:
Вĕç-хĕррисĕр çăлтăрлă уй-хир…
Тинкеретĕп вĕсене
Ăнланмастăп нихăшне.
Мĕн-ха ку? Тăхта, ăнлантăм:
Ак хур кайăк çулĕ,
Ку вара чи çутă çăлтăр —
Алтăр çăлтăр текенни.
Ваттисем каланă тăрăх
Кашни çыннăн пур-çке çăлтăр.
Апла пулсан, ытла ан тарăх,
Сан çăлтăру та пур-тăр.
Каялла эп çул çухатрăм:
Лапка-лапка юр пĕрчисем,
Тĕлĕнмелле асамçăсем,
Мана çултан-çке аташтарчĕç.
Çутă çăлтăрлă хирте
Пĕчченех эпĕ пыратăп.
Патша пекех хама туятăп,
Кĕретĕп çăлтăрлă пӳрте.
Унта чи ялкăшши куштаннăн
Ларать патша сакки çинче мăнаçлăн.
Пуçтарнă хăй тарçисене,
Ăнлантарать ĕçĕсене.
«Ăçта манăн куланай?
Пуш-пушах, ав, тĕпсакай!
Пухăр ман валли ясак,
Çула тухма такмак1!
Маншăн пурлăх вăл – пĕрремĕш:
Тутлă шерпетлĕ2 сивĕтмĕш,
Кевер чуллă3 çывăрмăш,
Эп сире çутта кăларăп
Мана эсир пăхăнсан.
Хамăн хĕмсемпе çунтарăп
Эсир пăлхава тухсан»!
Ăрăмларĕ, сурчĕ, вĕрчĕ,
Чурисене вăл вĕçтерчĕ!
Мĕскĕнсем пуçĕсене усса
Тухса утрĕç шавласа…
Шухă çилĕ лăпланмарĕ,
Ырра мар вăл хыт алхасрĕ.
Таçтан хĕм сапса
Вĕçсе килчĕ аçтаха.
Çичĕ пуçлă аçтаха
Пирĕшти пек уйăха
Çăтрĕ ячĕ, тамаша!
Лекрĕ пулĕ тамăка?!
Ун юлташĕ, Хĕвелпи,
Вĕçсе çитрĕ самантрах.
Сăпайлă та хитре хĕрпи
Çăлайĕ-ши хĕр тантăшне?
Тăшман çичĕ пуçлă,
Ах, ытла та вăйлă!
Хĕвелпи вара пĕччен,
Ах, ытла та вăл черчен.
Хĕвелпин вичкĕн хĕлхемĕсем,
Никам çĕнтерейми пайăркисем
Касрĕç, татрĕç тăшмана,
Хăтарчĕç тыткăнран тусне!
Çутă çăлтăрлă хиртен
Пулса тăчĕ юнлă уй.
Юхрĕ юнĕ шарласа,
Пĕтĕм тавра шавласа.
Ырри усала çĕнтерчĕ,
Ку пурне те савăнтарчĕ.
Уйăх тӳпене çĕкленчĕ,
Ырă тĕлĕксем çеç сунчĕ.
Çапла, иккен, пурăнăç
Çутă çăлтăрлă хирте.
Пуриншĕн те савăнăç:
Тăнăç самана çӳлте.
Ăçта-ши манăн çăлтăрăм,
Ман пуласлăх, телейĕм?
Ман Куйкăрăш вырăнтах,
Апла пулсан телей пурах!
Женя (2012-09-23 16:50:37):
Питĕ чаплă, тарăн шухăшлă сăвă.