Кĕлпикепе Юмансар
Çут çанталăк алăкне
Яри уçса янипе,
Ун илемĕ ытарми,
Куç тулли, тăранайми.
Мĕн кирли ăна курма
Пур пĕтĕмĕшле çынра:
Ик ура — çула тухма,
Веçех илтме — ик хăлха.
Тата унсăрăн пуçне
Курма панă икĕ куç.
Ăнкарса илмешкĕн пуç,
Чухлаççĕ çавна пурте.
Чăнах, мĕн пулса иртет,
Веçех — çут çанталăкра.
Шута илмеççĕ кăна
Çакă пурнăç унтине…
* * *
Авал, вăтам ĕмĕрте,
Пăлхар çĕрĕ-шывĕнче,
Пирĕн мăн асаттесем,
Пурăнайнă Пӳлерте.
Пӳлер сумне, чаплине
Пĕтĕм тĕнче курайнă.
Пурлăхне те ырлăхне
Пурте пĕлсе тăрайнă.
Çирĕп хӳмеллĕ хулан
Хĕрĕх пин тет алăках.
Таçти патша халăхсем
Туйнă Пӳлер хăватне.
Пӳлер патши халăха
Пехилленĕ савăнма.
Мăнă, илпеклĕ1 хула
Пурăннă пуянлăхра…
* * *
Пĕррехинче, каçхине,
Аслă, хăтлă Пӳлерте,
Каччăпа хĕр киленсе
Ларнă пĕрене çинче.
Çĕмĕрт куçлă Кĕлпике
Йăпаннă савнийĕпе.
Юмансар хăй хĕрĕпе
Ĕмĕт тытнă пĕрлешме.
Сасартăк кăвак хуппи
Курнă уçăлайнине.
Хупăнайса çитиччен
Ыйтнă ĕмĕтленнине.
Шухăшланă пурăнма
Çăлтăрсем çине кайса.
Пурин те çут çăлтăр пур,
Унта çитме ĕмĕт пур.
Уçăлсассăнах тӳпе
Туртса илнĕ хăй патне.
Пĕр тĕллевлĕ чĕресем
Çитнĕ Çăлтăрсем çине.
Шучĕ çук Çăлтăрĕсем
Тĕнче уçлăхĕ çинче.
Вĕçсĕр-хĕрсĕр çулĕпе
Çавăрăнайнă вĕсем.
Кунти Çăлтăр Тĕнчинче
Пĕр пек мар çăлтăрĕсем.
Хăшĕ пысăк — çутăрах,
Пĕчĕкреххи — тĕксĕмрех.
Кашни çыннăн тӳпере
Пĕрер çăлтăр пур иккен.
Çут тĕнчене килсенех
Çăлтăр çуралать иккен.
Таса çыннăн çалтăрне
Илтнĕ çутă пулнинчен.
Ытларах çылăхлисен –
Пулнă тенĕ тĕттĕмрех.
Юмансарпа Кĕлпике
Курнă Патша Çăлтăра.
Çичĕ Çăлтăртан иртсе,
Пĕлнĕ Кĕвенте Çăлтăра.
Кайăк Хурăн çулĕсем
Тăсăлнă чылай инçе.
Шурăмпуç Çăлтăрсене
Палланă ав чăвашсем.
Пӳлерĕн савнийĕсем
Тупнă мĕн шыранине.
Çутăçăлтăр çийĕнче
Чарăнайнă çамрăксем.
Çакă Çутăçăлтăрах
Вĕсен çăлтăрĕ иккен.
Мĕншĕн тесен пĕр кунрах
Килнĕ çутă тĕнчене.
Çутăçăлтăр çийĕнче
Тымар янă хаваспах.
Телейлĕ мăшăр кунтах
Йыш хунатнă çулсерен.
Икĕ чĕре таппинче
Ăраскаллă-çке çаксем.
Ачи-пăчи савăнса
Ӱсейнĕ хавхаланса.
Ăнсăртан Çутçăлтăра
Çитейнĕ урăххисем.
Пирĕн çăлтăр ку тесе
Пикеннĕ хăвалама.
Кăра2 çын Юмансара
Çулса илнĕ кăкăртан.
Хĕскĕчлесен алсене
Вĕçертнĕ тӳсменнипе.
Ютти вăй иксĕккине3
Ăса хывнă çийĕнчех.
Чикĕрен тухнине сиссе
Ыйтнă каçару пĕлсех.
Кĕлпикепе Юмансар
Вăрçа-харçа юратман.
Килĕшӳре пурăнма
Сăмах вакланă чунтан.
Юмансар патварлăхпа,
Кĕлпике йăвашлăхпа
Çавăрайнă лешсене
Пĕрлешӳре вăй тесе.
Пӳлерсен евĕклĕхпе4
Хавхаланнă кĕтменсем.
Сар çу пек ирĕлнипе,
Тупнă пĕр чĕлхе вĕсем.
Пурнăç пĕр тикĕс юхса
Пынă Çутăçăлтăрта.
Кирек мĕнле ĕçре те
Вăй хунă пĕрлешӳре.
Çутăçăлтăр асланса
Пынă несĕлĕсемпе.
Ыр хавхара5 пурнăçа
Ирттернĕ киленӳпе.
Иртсе пынăçем çулсем
Ватта сулăннă вĕсем.
Чунăн сисĕнĕвĕнче
Туйнă йăхсен чĕнĕвне.
Ăш вăркавне иленсе
Пуçтарăннă Пӳлере.
Куçа хупса иличчен
Çитнĕ тăвансем патне.
Шăнăçайми савăнăçра
Йăх-ратне ытамĕнче.
Таврăнни Çутçăлтăртан
Пулнă парне вырăннех.
Тĕрĕслĕхре пурăнса,
Екки ярса6, хаваспа,
Хастар ĕçлесе пырса
Ĕмĕрленĕ пурнăçа.
Марина (2012-04-05 19:45:17):
Ĕçтешĕмпе кăмăллă. Лайăх хайлав çырнă.Ăнăçу сунатăп.
Галина Зотова (2012-04-06 20:20:42):
Светлана Вячеславовна çырнă сăвăсем яланах хавхалану кӳреççĕ!
Людмила Жукова (2012-04-09 18:31:23):
Светлана Вячеславовнăн кашни хайлавнех тулли кăмăлпа вулатăп. Тĕслĕхе вĕренекенсене те вуласа паратăп. Ку хутĕнче те илемлĕ, содержанийĕпе интереслĕ хайлав пулса тухнишĕн савăнатăп. Маттур! Малалла та ăнăçусем сунатăп.