Бокс
Тытăçаççĕ ик боксер.
Эп — пĕри.
Хăшĕ пулăпăр призер,
Калĕ ринг.
Юнăмра — адреналин.
Вăл вылять.
Çапăçма мана валли
Вăй хушать.
Ман пружина-урасем
Вăйсăр мар.
Çавраçил пек алăсем
Те хастар.
Сулахай алла мала
Эп тăсса,
Унталла та кунталла
Вылятса,
Сиккелетĕп путекле,
Боксерла
Малалла, айккинелле,
Каялла.
Тепĕр алă васкамасть
Сылтăмра.
Анчах хатĕр вăл çапма
Самантрах
Çапăçакана манпа.
Вĕрет юн.
Çӳлĕ градус çавăнпа
Тытăçун.
Тăкăнать шăпăртатса
Тарăм ман.
Вăл кĕрет куçа касса
Çамкаран.
Анчах та ку — ним те мар.
Çак чармасть
Ринг çинче хĕрсе, хастар
Çапăçма.
Залран тренер вĕрентет:
- Пĕшкĕн! Çап!
Çав тери курас килет
Унăн чап.
Эп кĕретĕп тапăнса
Малалла,
Хăвăрт, харăс вылятса
Ик алла.
Лекет çапни мана та
Питĕмрен.
Вăйĕ умри боксерта
Пур иккен!
Акă, раунд пĕтрĕ. Гонг
Пачĕ сас.
Кам-ши пулĕ чемпион
Калĕ час
Судья алла манăнне
Çĕклесе,
Е çумри боксерăнне
— Çак! — тесе.
Бокс – хăюлăх! Сывлăх — спорт,
Çĕнтерӳ!
Чупĕ юн, пулсан боксер
Эс, хĕрӳ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...