Выла хĕрринче
Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта çуралнă эпĕ. Кунта çырми-çатри те, юхан шывĕ те, çăл куçĕ те тулăх. Тури Выла теççĕ эпĕ çуралнă яла. Ялăн кăнтăр хĕвел анăç енчен ăна çӳллĕ чул хӳме пек хулăн çăра вăрман хутĕлесе тăрать. Тахçанхи, авалхи сĕм вăрман ку. Çак вăрман чăтлăхĕнчи çăлкуçран Выла шывĕ авкаланса юхса тухать. Выляса юхакан Выла шывĕ вăй илнĕ вырăна Выл пуçĕ теççĕ. Ялне, Выл хĕрринче вырнаçнăран, Тури Выла тесе каланă. Çулла пушшех те илĕртӳллĕ кунта. Ик куç тулли, чуна шăнăçайми илем.
Çуркуннепе çулла, лапсăркка йăмрасем кăчка ларсан, шап-шурă хурăнсем çӳçе-шерепине çĕре çитиех уссан, тухас та килмест ялтан. Вăййа тухнă хĕрсем пек чиперленнĕ çĕмĕртсемпе улмуççисем çывăхĕнче вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт, сĕрлесе вĕçет.
Кĕр мăнтăрĕпе, хĕрӳ ĕçсем вĕçленсен, Тури Выла тăхлачисем хăна-вĕрле умне чыс туса, хисеплесе кăпăклă сăра, хĕр пичĕ пек хĕп-хĕрлĕ те сĕтеклĕ пан улми, питĕ тутлă çĕнĕ пыл кăларса лартаççĕ.
Ачалăхăм манăн çакăнта, ытарайми Тури Выла ялĕнче иртрĕ. Çавăн пек хаклă, чуна çывăх, яланах хăй патне кăчăк туртса ларакан Тури Вылăм нихăçан та манăçмĕ, чĕремре упранĕ. Чунăмпа паянхи кун та эпĕ Тури Вылтах пурăнатăп. Яланах куç умне савăнăçлă кунсем, ырă самантсем тухса тăраççĕ: Выла хĕрринче çара уран чупса çӳренисем, хур-кăвакал, ĕне черечĕ, сурăх кĕтĕвĕ пăхни ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Ман кăна-и? Çук, çук. Ман тантăшсен, аттесен, асаттесен, вĕсен аслашшĕсен те… Атте каласа панă тăрăх Вылана çулла пĕвеленĕ. Ачасем, вĕт-шакăрсем вара, пĕверен тухма та пĕлмен. Чăма-чăма шыва кĕнĕ, ишнĕ, пĕр-пĕрне шыв сирпĕтсе хăваламалла вылянă, пулă та тытнă… Шăпăрлансем хăйсен пĕчĕк чунĕсене киленĕçпе тултарнă.
Выла шывĕ урлă çынсем вăрмана çӳренĕ. Вăл вара хăй патĕнчен туривылсене нихăçан та пушăлла кăларса яман, яланах кучченеçпе сăйланă. Çырлине те, кăмпине те, мăйрине те пĕр шелсĕр йăттарса янă.
Эпĕ те, ача чух, Выла урлă карçинкка йăтса çырла-кăмпа пуçтарма çӳренĕ. Кăшт çитĕнерехпе, алла çава тытса çулма хăнăхсан, атте-анне вăрман хуралçи патне виç тӳпелле утă çулма илсе каятчĕ. Уттине типĕтсе, пуçтарса, капана хывсах памаллаччĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ ĕçсем те пурнăçлаттăмăр: юман, хыр-чăрăш лартаттăмăр, вĕсене пăхса-кăпкалатса тăраттăмăр, хурăн кăчки
пуçтараттăмăр, шăпăрсем çыхса параттăмăр, çӳçе хуппи сĕветтĕмĕр… Çăвĕпех вăрманта пурăнаттăмăр. Выла вара кашнинчех ăсатса, вăй-хăват парса яратчĕ, ăшшăн кĕтсе илетчĕ, ларса канма ыйтатчĕ. Итлеттĕмĕр ăна, симĕс курăк çине тăсăлса выртаттăмăр та киле çитмелĕх вăй пухаттăмăр. Выла хăйĕн шăнкăр-шăнкăр сассипе пуçлатчĕ пирĕнпе калаçма:
— Ывăнатăр пулĕ. Эсир ман патран нихăçан та канмасăр ан кайăр.
— Юрать, — тетпĕр эпир пĕр харăс.
— Апла пулсан итлĕр мана.
— Эпир хатĕр, хăлхасене тăратсах итлетпĕр, — тетпĕр хавхаланса.
Пуçларĕ Выла хăйне ят хуни çинчен каласа кăтартма.
— Пĕррехинче эпĕ вăрманти чăтлăхран юхса тухакан вырăна темĕнле çынсем килсе тухрĕç. Хĕвелтухăç еннелле пăхса пуç çапрĕç, кĕл тума тытăнчĕç. Вĕсенчен пĕри, шурă сухалли, пуçĕнчи çĕлĕкне хыврĕ те ман çине пăхса сăмах хушрĕ: «Шывĕ ытла та тăрă, шăкăл-шăкăл калаçса юхать. Мĕнле ят парăпăр ку юхан шыва?» — ыйтрĕ хайхи ыттисенчен. Тепĕр шурă сухаллă ватă çапла каларĕ: «Выл ят парăпăр. Выл ырă ячĕпе пултăр». Ыттисем пурте килĕшрĕç. Вара мана Выл, Выла тесе калама тытăнчĕç.
— Ай, маттур çынсем пулнă вĕсем. Эпир Сире камсем ят хунине те пĕлмен. Тавтапуçах Сире пире хăвăр çинчен каласа панăшăн. Тавтапуç.
— Вăт, çапла ачасем, çавăнтанпа манăн та ят пур, сирĕн пекех. Эсир вара татах ман пата килĕр. Çитессинче те çакăн пек калаçса ларăпăр, эсир пĕлменнине пĕлтерĕп.
Выл ырă, вырăсла дух тенине пĕлтерет. Ĕлĕк чăвашсем Выл шывĕн пуçĕнче Киремете пуç çапнă тет, çăл куç шывĕнчен, тăрă шывран, тасалăх, çăмăллăх, ырлăх ыйтса Киремете парне панă. Парнийĕ вара тĕрлĕрен: вăкăрĕ, таки, хур-кăвакалĕ… Парне панă выльăххин юнĕ Киреметĕн сăваплă çĕрĕ çине юхса анать. Çынсем ун çине тайăн сăра сапаççĕ, унтан вăрăм тирне сӳсе, кĕлеткине ваклама тытăнаççĕ.
— Пирĕн чӳк Пит Тури Киремет умĕнче пултăр, Валем хуçа умĕнче пултăр, Пихампар умĕнче пултăр, Вылăри умĕнче пултăр, — кĕл тунă чăвашсем.
Выл ырă, апла юхан шыв та ырă пулмалла пек, анчах яланах ырă пулса çитерĕ-и-ха? Çук çав. Уйрăмах çуркунне чăрсăрланса каять вăл, вăрман шывĕ ансассăн. Выл тулса каять те кĕрлесе кăна юхать, ун чухне вăл кĕпере те, путек-сурăха та юхтарса яма пултарать. Юхать Выла, шавласа та кĕрлесе… Хăй çумне кăнтăр хĕвел анăçĕнчен Илчелче, хĕвел тухăçĕнчен Мараччипе Катмар шывне йышăнать. Вăй пухса, ӳссе, сарăлса юхать Выла Атмалкасси, Çирĕккасси, Выл Пасар, Кивуй, Мăн Этмен… ялĕсем çуммипе Сăр шывне çитичченех. Унтан Сăр шывĕпе пĕрле алла-аллăн тытăнса малалла ăнтăлать, Атăла юхса кĕрет.
Хăй çумне пĕчĕк шывсене йышăннипе кăна çырлахмасть Выла. Выльăх чĕрлĕхе те савса, юратса пăхать. Ун çыранĕсемпе улăхĕсенче ӳсекен ешĕл курăк вара выльăх кĕтĕвĕ килессе кĕтет.
Выла çыранĕнче выльăх-чĕрлĕх çăвар тулли симĕс курăк çисе ыр курать, Путек-сурăх сиккелесе савăнать, Вылан сипетлĕ шывне ĕçсе вăй пухать. Анчах та пĕррехинче…
Пĕррехинче кĕркуннехи хĕвеллĕ ырă кун Выла шывĕ хĕррине пĕр тăлăх сурăх путекки пырса тăчĕ. Куçĕнчен вĕри куççулĕ шăпăртатса юхать. Куççуль тумламĕ юхан шыв çине ӳкрĕ те саланса кайрĕ. Выла инкеке сиссе пуçне çĕклесе пăхрĕ, умра сурăх путеккине курсан:
— Мĕн пулчĕ-ха сана, пĕчĕкскерĕм? Кам кӳрентерме хăйрĕ? Каласам.
— Хуйхă пысăк манăн, ырă Выла. Каласа пама та хăватăм çитмест.
— Ĕçсем Выла шывне, тӳрех вăй кĕрĕ.
Хуйха ӳкнĕ путек юхан шыв хĕрринерех асăрханса утса пычĕ те сипетлĕ шыва васкамасăр ĕçме тытăнчĕ. Ĕçнĕçемĕн вăй кĕрсе пычĕ, сăнран çуталса кайрĕ.
— Ну, мĕнле халĕ, вăй илтĕн-и?
— Пысăк тав Сире. Хама лайăхрах туя пуçларăм.
— Апла пулсан, каласам, мĕнле инкек сиксе тухрĕ-ха санăн?
Пире анне йĕкĕр прамласа пачĕ. Çут тĕнчене пиччепе иксĕмĕр килтĕмĕр.
Анне сĕтне ĕçеттĕмĕр. Выла çыранĕнче симĕс курăка чĕпĕтеттĕмĕр, выляса,
савăнса сиккелесе çӳреттĕмĕр. Ĕнер вара… Ĕнер кил хуçисем ман пиччене пусрĕç, шашлык турĕç. Мана хăварчĕç. Çитес çул прамласа парĕ. Ку ăрăва тăсаканĕ, юлтăр терĕç. Хăйсене мĕн чухлĕ усă паратпăр, апла пулин те пире шеллемеççĕ. Пирĕн çăма касаççĕ те алсиш-нуски çыхаççĕ, çăматă тăваççĕ, тиртен кĕрĕк çĕлеççĕ, ашĕ тутлă тесе çиеççĕ: шашлык, шăрттан пĕçереççĕ. Ак халĕ юратнă пиччесĕр тăрса юлтăм. Пусасса пĕлнĕ пулсан, киле те каймалла марччĕ, Сирĕн çыран хĕрринчех аннепе пĕрле пурăнмаллаччĕ.
Куççуль юхтарса калакан сурăх путекне Выла тăнласа итлерĕ, хĕрхенмеллипех хĕрхенчĕ.
— Эпĕ тахçантанпах, темиçе çĕр çул каяллах çынсемпе, чĕр чунсемпе калаçса юхатăп. Ман çыран хĕррипе ӳсекен курăка мĕнле выльăх-чĕрлĕх çисе савăнмасть-ши? Пурне те хамăн сиплĕ шыва ĕçтеретĕп, вăй-хал кӳретĕп. Малашне те килсе çӳре эс ман пата, чуна уçса калаçăпăр, тус-юлташлă пулăпăр.
Кашни ир сурăх путекĕ Выла шывĕ хĕррине васкать, тусне сывлăх сунать, унпа калаçса хуйхи-суйхине сирет.
Выла… Мĕн чухлĕ асамлăх, мĕн чухлĕ хăват санра!.. Çав хăвата кама кăна парнелемен-ши эсĕ!? Пурăнсам татах та çавăн пек çынсене, выльăх-чĕрлĕхе вăй парса та савăнтарса. Ĕмĕрӳ вăрăм пултăр санăн!
ольга (2011-11-03 09:30:01):
Питĕ аван калав çырнă. Юхан шыв историне пĕлни пурне те кирлĕ. Çавăн пек ытти юхан шывсен историне те çырса кăтартакансем пулсан лайăх пулмалла та. Кайран юхан шывсем çинчен пĕр-пĕр кĕнеке пичетлесе кăларма та пулать.Людмилăн чĕлхи илемлĕ, çăмăллăн вуланать,вуланăçем вулас килет. Маттур! Татах çакăн пек хитре калавсем çырма ăнăçу сунатăп.
ольга (2011-11-03 09:30:07):
Питĕ аван калав çырнă. Юхан шыв историне пĕлни пурне те кирлĕ. Çавăн пек ытти юхан шывсен историне те çырса кăтартакансем пулсан лайăх пулмалла та. Кайран юхан шывсем çинчен пĕр-пĕр кĕнеке пичетлесе кăларма та пулать.Людмилăн чĕлхи илемлĕ, çăмăллăн вуланать,вуланăçем вулас килет. Маттур! Татах çакăн пек хитре калавсем çырма ăнăçу сунатăп.
ольга (2011-11-03 09:30:08):
Питĕ аван калав çырнă. Юхан шыв историне пĕлни пурне те кирлĕ. Çавăн пек ытти юхан шывсен историне те çырса кăтартакансем пулсан лайăх пулмалла та. Кайран юхан шывсем çинчен пĕр-пĕр кĕнеке пичетлесе кăларма та пулать.Людмилăн чĕлхи илемлĕ, çăмăллăн вуланать,вуланăçем вулас килет. Маттур! Татах çакăн пек хитре калавсем çырма ăнăçу сунатăп.
ольга (2011-11-03 09:30:09):
Питĕ аван калав çырнă. Юхан шыв историне пĕлни пурне те кирлĕ. Çавăн пек ытти юхан шывсен историне те çырса кăтартакансем пулсан лайăх пулмалла та. Кайран юхан шывсем çинчен пĕр-пĕр кĕнеке пичетлесе кăларма та пулать.Людмилăн чĕлхи илемлĕ, çăмăллăн вуланать,вуланăçем вулас килет. Маттур! Татах çакăн пек хитре калавсем çырма ăнăçу сунатăп.
ольга (2011-11-03 09:30:10):
Питĕ аван калав çырнă. Юхан шыв историне пĕлни пурне те кирлĕ. Çавăн пек ытти юхан шывсен историне те çырса кăтартакансем пулсан лайăх пулмалла та. Кайран юхан шывсем çинчен пĕр-пĕр кĕнеке пичетлесе кăларма та пулать.Людмилăн чĕлхи илемлĕ, çăмăллăн вуланать,вуланăçем вулас килет. Маттур! Татах çакăн пек хитре калавсем çырма ăнăçу сунатăп.
Гена (2011-11-03 10:21:53):
Сана ырламалла кăна. Пулас ăрусем валли кирлĕ ĕç çырса хăваратăн. Пирĕн ачасем юхан шыв хĕрринче выляса çӳресен те вĕсен ячĕ ăçтан, мĕнле майлă пулса кайнине пĕлмеççĕ. Эсир вулакана юхан шыв историйĕпе паллаштарни паха. Вăл пысăк хака тивĕç. Сирĕн пек юхан шывсен, çырма-çатрасен ячĕсене тĕпчекенсем нумайрах пулсан аванччĕ.
Сирĕн ĕçе пысăка хурса хакласса шанас килет.
Соня (2011-11-03 21:17:21):
Эпĕ те Генăпа Ольгăн шухăшĕсемпе килĕшетĕп. Маттур Эсир! Ăнăçy пултăр Сире!
Иван Петрович (2011-11-10 13:59:01):
Маттур! Эсир çырнă калав питĕ килĕшрĕ. Сирĕн пек тăван тăрăхри юхан шывсен историне тĕпчекенсем нумайрах пулсан питĕ аван пулмалла. Хам Выла шывĕ хĕрринче пурăнсан та ячĕ ăçтан пулса кайнине пĕлменччĕ. Тавта пуçах Сире. Малашне те çавăн пек калавсем çырма тăрăшăр. Çырас пултарулăху аталансах пытăр.
Любовь Шашкина (2011-11-11 18:04:42):
Александр Артемьевăн ентешĕ маттур пулнинчен пĕрре те тĕлĕнместĕп. Людмила Апполоновна, эсир те çыравçă пулма çуралнă.Ăнăçу сире!
Vyacheslavna (2011-11-11 19:33:38):
Хам та Тури Выларан 5 çухрăмра пурăнатăп.Александр Артемьев пирĕн шкултан вĕренсе тухнă. Пирĕн тăрăха юратса мухтанишĕн тавах Сире.
Любовь Шашкина (2011-12-05 20:18:31):
Манан сире те çĕнтерӳçĕсен шутĕнче курас килетчĕ. Эсир пите аван çыратăр. Мана хавхалантарнăшăн пысăк тав!