Суя çăлпа чăн çăл
Суя çăлпа чăн çăл тапаççĕ
Инçех те мар ял хĕрринче.
Укăлчаран çынсем васкаççĕ
Ăсмашкăн шыв шав ирсенче.
Ак ик мамак ирех пуçланă
Çăл хĕрринче тем пуплеме.
«Суя çăла тахçан пăрахнă
Çынсем чĕр кĕмĕл пĕр кӳме…», —
Тесе пĕри сăмах пуçарчĕ.
Эх, тĕлĕнчĕ вара тепри:
«Марье, чăнах-и? Каласамччĕ».
Çав тер ун килчĕ пĕлесси!
«Хам та тин илтрĕм, ман мăнукăм
Çырать тем ятлă рехверат».
«Итле, — тет, — эс мана, мамакăм,
Ыран ман тумалла доклад…
Ик çăл ялан хăватлăн тапнă —
Пит хĕпĕртенĕ ял çынни.
Кам ӳркенмен, килсе тасатнă —
Çăл шывĕ пултăр чи таси!
Пĕрре вĕсем хыт тавлашаççĕ.
«Ман шыв пит тутлă, кам пĕлмест.
Пурте ман куçăмран пăхаççĕ», —
Тесе пĕр çăлĕ евитлет.
«Мĕнех, чăнах, çынсем туяççĕ
Хăш шыв паха, чи сипетли.
Сан пек пурте мăнаçланмаççĕ,
Сăпайлă пул эс», — тет тепри.
Мухтанчăк çăл татах тавлашнă:
«Туятăп эпĕ хам хака!»
Çапла вăл ультиматум лартнă:
Ĕçес килсен тӳле укçа!
Çынсем шыва чĕр кĕмĕл тăкнă
Парне парса ĕмĕтсĕре.
Ун хыççăн вăл куçне хупланă:
«Çумри çăлран шыв ĕçчĕрех!»
Çул хыççăн çул хыçа юлаççĕ.
Пурне те илĕртет тупра!
Çăла типтерлĕн тасатаççĕ.
Мĕн чухлĕ кĕмĕл çак шывра!
Чухăнсене нухрачĕ тивнĕ.
Çăл куçĕ таптăр хуть усса.
Кӳрши çине пахма именнĕ
Мухтанчăк çăл халь иçмасса.
Суя çăл куç тесе паллаççĕ
Çавăнтанпа çынсем ăна.
Типменнине чăн çăл тееççĕ…
Каласшăнччĕ çакна кăна».
Юлия Комисарова (2011-11-09 13:51:06):
Чĕмпĕрте пурăнатăп.Йăмăкăн сăввисене вуласа савăнтăм хăнана килсен.Кам вăл мамак тетĕп çав... Пултарулăхĕ тапса тăтăр çăл куç пек.
Оля Никитина (2011-11-10 18:53:12):
Таван тарах синчен шкулта веренне чух Снежана танташампа презентаци туначче. Суя салпа чан сал выранне укерсе илнине ас таватап.Савви килешре. Салсене тасатсах тамалла сав...
Елена Иванова (2011-11-28 12:24:33):
Сăвви питĕ килĕшрĕ. Авторăн фантазийĕ пысăк. Светлана Петровна пире ялти топонимсене аса илтерсех тăрать, ял историне манмалла марри çинчен систерет.
Мария Козлова (2011-11-28 22:46:58):
Сăввăн шухăшĕ тарăн.Мухтанчăк хăй хакне çухатни куçкĕрет. Автор пире "Ан мухтанăр, мухтансан сире те суя çăл шăпи кĕтет" тесшĕн. Тавтапуç ырă систерӳшĕн,паха сăвăшăн.
В.И. Васильева (2011-11-29 00:27:01):
Суя çăлсемпе чăн çăлсенчен тытăнса тăрать çав вăл пурнăç. Хайлаври пек чăнни ялан çиеле тухсан аванччĕ те...Усала,суяна Шуйттанĕ пулăшать теççĕ-çке. Пирĕн пурнăçра чăннине çĕнтерме Турри хăй пулăшса пытăрах.
Сипетлĕ сăввуна жюри пысăк хак парасса шансах тăратăп.
Вероника Бахитова (2011-11-29 16:13:41):
Тарăн шухăшлă сăвă.Çын çумне те пĕр ăнман ят çыпăçсан хăпмастех.Чĕлхи пуян,сăвă техникине алла илни куç умĕнче.Ăнăçусем ĕçтешĕме!
Танюша (2011-11-29 16:18:16):
Сăвви чăнах та лайăх пулса тухнă.Содержанийĕ те паха.Малалла та çырăр, ăнăçу пултăр!
Тимофей Семенов (2011-11-29 16:22:37):
Яла кайсан çăл, пусă шывĕ чуна кантарать.Сăвăри пек яланах тапчăр вĕсем, эпир тасатсах тăрар. Чунпа та илемлĕ пулар.Авторне маттур тесе калас килет.
Валентина Краснова (2011-11-29 20:28:39):
Сăвви ачасене воспитани пама питĕ меллĕ.Çын çĕр çине ахаль килменнине систерет пире.Мухтанчăксене питлет.Лайăх вуланать тата.
Леонид (2011-11-30 10:02:42):
Суя çăл намăсне никамăн та курмалла ан пултăр.Питĕ аван.
Ирина Матюшкина (2011-11-30 10:19:27):
Сăвви питĕ чаплă, паянхи çивĕч ыйтусене хускатать.Чунпа илемлĕ пулма вĕрентет.Жюри пысăк хак парасса шанатпăр!Авторне ялан тапса тăракан çăлкуç пек хавал сунатпăр.
Сергей Петрович Семенов (2011-11-30 10:50:23):
Хайлаври кашни сăмах хăй вырăнĕнче тесе шутлатăп.МАТТУР!!! Пирĕн пурнăçра яланах лайăххи çĕнтертĕр, эсир ачасене çавăн пек воспитани парасса шанатăп,ĕненетĕп.
Роза Владимировна (2011-11-30 11:02:38):
Автор пур енĕпе те пултарулли курăнать.Анне панă чĕлхепе илемлĕ калаçать, çырать. Суя çăл пек хисепсĕр ят çыпăçтарар мар хамăр çума, ĕмĕр тасалаймăн.Сăввисем темĕн чухлĕ, кĕнекине курасчĕ.
Ольга Николаевна Иванова (2011-11-30 11:44:48):
Сăвви килĕшрĕ.Хамăр ачасене суя çăл шăпи ан кĕттĕр тесен тĕрĕс çитĕнтересчĕ-ха.Маттур!!!
Кирилл Иванов (2011-11-30 11:47:44):
Светлана Петровна çырнă сăвăсене юратсах вулатăп.Ку сăвви те питĕ лайăх.