Уртах авăрĕ
Хĕвелпе ялтăртатса ял çумĕпеле
Явăнса юхать Пăла Атăл еннелле.
Ваттисем каларăшле, хăй çулĕ çинче
Мĕн кăна курман Пăла ĕмĕр тăршшĕнче.
Каласа парас пулсан вăл мĕн курнине
Итлемешкĕн кирлĕ пуль, чăн та, виç эрне.
Лайăххи те пулнă пуль, пулнă начарри,
Тухнă пулĕ манăçа халĕ хăш-пĕри.
Анчах манăн асăмра юлнă пĕр халап.
Те суя, те чăн пулни — хăвăр парăр хак.
Ку халап асаннерен çитнĕ ман пата,
Ват асламăш каласа панă тет ăна.
Çак Пăла çывăхĕнче ĕлĕк–авалах
Ыр курса ун шывĕпе пурăннă Уртах.
Çук, пулман тет ун çемйи хăй пит усалран.
Хăраман тет çак Уртах, чăн та, никамран.
Питĕ сăнсăр, кутамас пулнă тет Уртах.
Ял çынни ăна курсан тарнă сăх сăхсах.
Пĕр этем те пуяна чĕнеймен сăмах.
Анчах уншăн çак тĕнче пулнă тет çăтмах.
Инçетрен ялтăраса ларнă пӳрчĕ ун.
Чупнă теççĕ пӳрт тавра ват йытти ун-кун.
Картишне кĕрсен вара йытă вырăнне
Тытнă имĕш хуралла кашкăр амине.
Калама çук хыт кукар пулнă çак пуян,
Никама та нихăçан нимĕскер паман.
Ун пахчи ачасене илĕртнĕ таçтан —
Груша, слива йывăççи тек ниçта пулман.
Пĕринче çак ачасем вăрттăн калаçса
Кĕнĕ имĕш вăрлама пахчана каçса.
Пĕлеймен, айванскерсем, шăп çав каçхине
Уртах кашкăр амине янă пахчине.
Тухайман тет сĕм çĕрле виççĕш те унтан.
Кашкăр хыççăн вĕсенчен нимĕн те юлман.
Ир пулсассăн пахчине тухнă тет Уртах,
Тĕлĕнсе ик пĕççине çапнă тет шартах.
Юлнă шăмă-шаксене пуçтарса йăлтах
Ывăтать тет авăра частарах Уртах.
Çут хĕвел çеç тӳпере курнă ун ĕçне,
Анчах вăл та калайман ним те çынсене.
Çич çултан Пăла хĕрне шăтнă виç юман.
Кам-ши лартнă вĕсене? Ăнланман никам.
Кунпа мар, сехетпеле ӳснĕ тет вĕсем,
Çыран тепĕр айккинчен курăннă хитрен.
Ку енче чипер-сывах пурăннă Уртах,
Юмансем çине пăхса тĕлĕннĕ шалтах.
Чухлама пултарайман çак пуян хусах —
Хăй тĕп тунă ачасен чунĕсем кунтах.
Çак пуяншăн çĕр çинче пĕтнĕ тет çăтмах.
Тамăкри пек пурăнма тытăннă Уртах.
Кăнтăрла та çын çине хăяйман тухма.
Ват йытти те урамра чарăннă чупма.
Çилсĕрех хыт кашласа ларнă юмансем,
Çĕрĕпе çурт тĕннинчен илтĕннĕ сассем,
Алăкне шакканă тет ывăнма пĕлми —
Пулнă имĕш çак Уртах çĕр çывăрайми.
Пĕринче тата ирпе тĕлĕннĕ çынсем:
Уртах пӳрчĕ-мĕнĕпех пулнă шыв айне.
Çыран тепĕр айккинче шăппăн, хускалми
Ларнă имĕш виç юман нимĕн шарлами.
Кĕркунне çитсен Уртах авăр тĕпĕнчен
Хăтланать тет-мĕн тухма çурчĕ-мĕнĕпе.
Шăп та лăп çав вăхăтра пăтранать Пăла,
Илтĕнет тет кăшкăрни пĕчĕк ачалла.
Е ват кашкăр улани чĕрене çурать.
Тамăкри пек, авăрта темĕн макăрать.
Варинкке пек çаврăнать авăр чăннипе,
Ахăрать, шавлать, кĕрлет çĕрĕ-çĕрĕпе.
Ял çынни вара шанать, ĕненет çакна:
«Таврăнаймĕ каялла çак Уртах яла.
Пăла тепĕр айккинчи виçĕ ват юман,
Çук, кăлармĕç Уртаха тĕпсĕр авăртан».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...