Телей тени — укçа çеç мар
Чылай ĕçрен нумай чухне
Пит усă пулмасан хăйне,
Виç утăм вăл тумасть нихçан,
Ватмасть уй-шухăшпа пуçа.
Пĕр-пĕр ĕçе чĕнсен ăна,
Санран ыйтать вăл малтанах
Хăйне укçа лекни çинчен,
Вара: «Кай, эсĕ, — тет, — инçе!
Мана ма кирлĕ, эс кала,
Ку ĕç? — ыйтать, кула-кула. —
Усси çук вĕт кун пек ĕçрен
Пĕр пуслăх та. Эс, пур, çӳрен
Мана пустуй тарăхтарса!
Шыра çынсем валли тарçа —
Ху евĕр тепĕр ухмаха,
Тек култармашкăн халăха!»
Вăл пăрăнса санран каять
Сылтăмалла, сулахая,
Е каялла, е тӳп-тӳрех,
Тăрăхласа санран çӳрет:
«Илтсех каймасть пуль ку тăмпуç
Çынран чылай чух тавтапуç.
Анчах та çав çынсемшĕнех
Тăрăштарса чунне хĕнет.
Пĕлмесĕрех кунне-çĕрне,
Пĕр шеллемесĕр сывлăхне,
Çынсемшĕн хапăл этемме
Пит ăнланмастăп эп, темме?
Ман философи — çут укçа!
Тытса тăрать вăл пурнăçа.
Кунсем шăваççĕ хип-хитре
Укçа пулсассăн кĕсьере!»
Вăл сан çинчен çапла калать,
Ăшне тытса кула-кула.
Анчах, ăна хирĕçлесе,
Калатăп: «Ан мухтан! — тесе. —
— Эс — эгоист, чее этем,
Мана пит килĕшместĕн, тем.
Пĕр ху çинчен çеç шухăшлан —
Никамшăн усă çук санран.
Ăнланаймастăн çавна та:
Чавкалансах ху çуртăнта
Кунсем чупаççĕ сан кичем,
Кукăрăлса ватăличчен.
Укçа çукки — вăл пит начар.
Анчах, телей — укçа çеç мар.
Телей — çынпа пĕрле пулни,
Ĕçре çынсемшĕн тăрăшни».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...