Çутă кӳлĕ
Манăн асанне юмах-халап вулама питĕ ăста. Пире вăл, мăнукĕсене, час-часах тĕлĕнтермĕш ĕçсем çинчен, асамлă пулăмсем çинчен каласа парать. Асаннене вара хăйĕн амăшĕ — Елчĕк тăрăхĕнче пурăннă Никифорова Ирина Тимофеевна, ача чухне тĕрлĕ халап каласа тĕлĕнтернĕ.
Пĕррехинче вăл асаннене пĕр асамлă кӳлĕ çинчен каласа панă. Çак кӳлле малтан Тĕттĕм кӳлĕ тесе ят панă. Айккинчен пăхсан ăна нихăш енчен те хитре теме пулман. Выльăх-чĕрлĕхсемпе тĕрлĕ чĕр чун çак шыва ĕçсе вилнĕ. Çамрăксем те кӳлĕ илемленессе шанман. Пĕр Наçтуç ятлă хĕр çеç çак кӳлле хитре те çутă курасшăн пулнă.
Пĕррехинче Наçтуç тĕлĕкĕнче темĕнле сасă илтнĕ. Çак сасă вĕсене асамлă ĕç тума хушнă: «Кӳлĕ патне шап-шурă, пĕр хура пăнчăсăр тиха илсе пырăр та вĕлерсе çунтарăр», — тенĕ вăл. Наçтуç мĕн илтнине ĕненнĕ. Вăл хăйĕн çемйипе пĕрле шап-шурă тиха тытса килнĕ. Ãна ирхине кӳлĕ патне илсе пырса вĕлернĕ те çунтарса янă. Унăн тĕтĕмĕ пĕлĕт хушшине кĕрсе пытаннă. Çак каç Наçтуç шурăмпуç çутипе вăранса каять. Таврара çап-çутă. Урама тухса кӳлĕ умĕнчи пĕлĕтсене сăнать. Тĕттĕм кӳлĕ патнелле шап-шурă тиха пĕлĕтрен чупсааннине курать. Вăл кӳлĕ тăрăх çаврăнса илет те шыв айне чăмать. Çавăнтах шурă çутă сӳнет.
Ирхине-ирех ял халăхĕ Тĕттĕм кӳлĕ умне пуçтарăннă. Кӳлĕ хитре те çап-çутă пулса кайнă иккен. Çырма хĕрринче хăмăшсем ӳссе ларнă. Кӳлĕ вара çăл куç пек таса та илĕртӳллĕ пулнă. Хĕвел пăхсан тата та ытларах йăлтăртатнă. Çакăн хыççăн ăна Çутă кӳлĕ тесе ят панă.
Халĕ те Елчĕк тăрăхĕнчи ĕçченсем çак Çутă кӳллĕн асамлăхне аса илсе пурăнаççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...