Пĕве хĕрринче
Çулла. Çумăр çуманни пайтах пулать. Тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук. Шăрăх. Шăрăхран шыва кĕрсе çеç хăтăлма пулать. Ача-пăча кунĕпех пĕвере шăмпăлтатать. Урам пушах курăнать.
Эпир те Кĕркури пиччепе (кӳршĕпе) кăшт ĕçленĕ хыççăн уçăлас тесе шыв хĕрне антăмăр. Вăл ачасем шывра чăмса вылянине, çыранран сикнине пăхса ларчĕ те пуçларĕ калавне: «Ара, мĕн кăна пулса иртмен ача чухне. Эпир те вăрçă пĕтсен хиртен е утă тавăрса килсен тӳрех шыва чăматтăмăр. Пĕррехинче Куля чупса пычĕ те пуçхĕрлĕ сикрĕ. Пăхатпăр, шыв çинче унăн урисем пăлтăртатса тăраççĕ. Мĕн пулнă? Кăшт тăрсан, шывран кăвак тăм чăмăркки сиксе тухрĕ. Вăл пуçĕпе шыв тĕпĕнчи кăвак тăма тăрăннă иккен. Пичĕ тăрăх тăм юхса анать. Хăй аран сывлать. Макăрса яманни çеç.
Вăл вăхăтра пирĕн аялтан тăхăнмалли йĕм таврашĕ пулман. Хĕр ачасен те çавах. Çавăнпа та эпир пĕр енчен, хĕрсем тепĕр енчен кĕреттĕмĕр. Пĕр-пĕринчен вăтаннă. Халь авă пурте пĕрле шăмпăлтатаççĕ. Пĕрре çапла утă тавăрса килтĕмĕр те шыва кĕретпĕр. Хуларан килнĕ пĕр хитре кăна хĕр пурччĕ. Шыв айĕнчен кайса, çавăн урисене кăтăкласа пăхас-ха терĕм. Çитсе урисене тĕкĕнтĕм çеç – вăл ман пуçа урисемпе рак пек хĕстерчĕ те хучĕ. Эпĕ ни сывлаймастăп, ни кăшкăраймастăп, вăл хĕстерет те хĕстерет. Пĕтĕм вăя пухса çемçе çĕртен чĕпĕтрĕм. Вăл ман пуçа вĕçертрĕ. Эпĕ пуçа шывран кăлартăм кăна, вăл мана татах шыва чикет. Аран чăмса тухрăм, çерем çине кайса выртрăм. Турра асăнтăм – урăх ун пек нихăçан та хăтланмăп терĕм. Вăл: «Ну как, нормально?» – тесе кăшкăрать. Ăçта унта, аран сывласа выртатăп.
Пĕррехинче эпир хĕр ачасенчен маларах пăрçа çулса килтĕмĕр те шыва сикрĕмĕр. Вĕсем килчĕç те пирĕн кĕпе-йĕмсене пуçтарса мунчана кайса хучĕç (ун чухне мунчасем çырма хĕрринчеччĕ). Хăйсем пĕр хускалмасăр çырма хĕрринче симĕс пăрçа çисе лараççĕ. Эпир шывран тухаймастпăр, ара, çаппа-çарамас-çке-ха. Тутасем кăвакарса кайрĕç, чĕтретпĕр. Вĕсем ним пулман пек лараççĕ. Юрать лашасене шыва кĕртме пысăкрах ачасем килчĕç. Хĕр ачасем хăйсен енне кайрĕç. Эпир савăнса мунчаналла чупрăмăр.
Кулăшла япаласем яланах пулатчĕç. Тепринче, эпир шыва кĕнĕ вăхăтра, Карачăм мучисен йытти Санюкăн йĕмне выля-выля çурса пĕтернĕ те таçта сĕтĕрсе кайса пăрахнă. Санюк тухрĕ шывран, шăлаварĕ çук. Аллипе хуплакаласа килне макăрса кайрĕ. Эпир кулатпăр.
Шыв айĕнчен кам инçерех ишсе каймалла выляттăмăр. Ваççа пек инçе каяканни çукчĕ. Вăл ишме те çăрттан пек ишетчĕ. Лашапа ĕçлекен арçын ачасем лашисене шыва кĕртетчĕç. Эпир çума пулăшаттăмăр. Унта хӳрисенчен тытса шыв тăрăх чăматтăмăр. Лашасем савăнса (хартлатса) тулхăрса тăратчĕç. Хирте вĕт вĕсене пăвансем ăнран янă.
Çапла, ачалăх çак çырмари шыв пек юхса иртсе кайрĕ. Халь асăнмалăх çеç юлчĕ. Мĕн чухлĕ савăнмалли те, хурланмалли те пулнă. Çапла пулмалла ĕнтĕ вăл. Пурнăçра пурте пĕрре çеç пулать. Урапа пĕр йĕрпе кусмасть. Нумайрах савăнса юлмалла», – вĕçлерĕ сăмахне Кĕркури пичче. Эпир те кайса шыва кĕрсе çăвăнтăмăр, уçăлтăмăр та килелле утрăмăр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...