Çăлкуç хуçи
Чăваш ялĕ. Тӳрĕ те сарлака урамсем. Тăпăл-тăпăл илемлĕ çуртсем. Вĕсенчен пĕринче хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе Марине ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл ăслă-тăнлă та хитре пулнă. Ун çине ял çыннисем юратса пăхнă. Вăл хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурне те килĕшнĕ. Вĕсен кил-çурчĕ те яланах таса та тирпейлĕ пулнă, хăйсем те çынсене тарават кĕтсе илнĕ.
Пĕррехинче вĕсем пурте уя ĕçлеме кайнă. Ĕçлеççĕ-ĕçлеççĕ вĕсем… Хĕвелĕ те хытă хĕртет, çилĕ те çук… Кĕленче савăтри шыва та ĕçсе яраççĕ хайхисем. Акă вĕсем шывсăр аптрама пуçлаççĕ. Мĕн тумалла? Яла кайма инçерех, шăрăхра утма та кансĕр. Çывăхрах пĕр-пĕр çăлкуç çук-ши тесе шырама каяççĕ. Кайсан-кайсан халиччен çын ури ярса пусман вырăна çитсе тухаççĕ. Унта… Çăлкуç çуталса выртать иккен. Савăннипе шыв патне чупсах пыраççĕ кусем. Пĕлмен те, сисмен те çав вĕсем ун чух çак çăлкуç ырă маррине…
Типсе çитнĕскерсем, виççĕшĕ те харăсах аллисене шыв еннелле тăсаççĕ çеç, çăмламас та çирĕп алă вĕсене шывалла сĕтĕрсе кĕрсе каять. Ку — çăлкуç хуçи, кăвак ӳтлĕ, вăрăм сухаллă, самăр старик. Кам та кам çак çăлкуç патне шыв ĕçме хăйса пырать, çавсене пурне те хăйĕн патшалăхне илсе каять. Халĕ вара Марине çемйине те çав шăпа килсе çапать, кĕтмен-туман çĕртенех старик серепине çакланаççĕ. Кунта вара вĕсен старик мĕн хушнине ним хирĕçлемесĕр пурнăçлас пулать.
Çăлкуç хуçи «çĕр çинчен килнĕ хăнасене» пĕр кун хушши хăйĕн патшалăхĕпе паллашма ирĕк парать. Маринепе ашшĕ-амăшĕ йăлтăркка чулсем сарнă çулпа утса пыраççĕ. Икĕ енĕпе те илемлĕ çуртсем тăрса юлаççĕ. Çуртсем умĕнче шĕвĕр тăрăллă йывăçсем кашласа лараççĕ, тĕрлĕ тĕслĕ чăп-чăмăр чечексем ӳсеççĕ. Урам вĕçĕнче старикĕн керменĕ йăлтăртатса ларать. Пăхсан — куç-пуç алчăрать! Марине ăмсанса та савăнса çапла шухăшлать: «Пирĕн ял çак пуян та илемлĕ патшалăх пек пулсанччĕ. Çак чаплă кермен — пирĕн пӳрт пулсанччĕ. Хĕпĕртесе çеç пурăннă пулăттăмăр».
Тепĕр кунне старик Марине çемйине чĕнсе илет те çапла калать: «Эсир мана темиçе ĕç туса паратăр. Пĕр турткаланмасăр тăрăшса ĕçлесен эпĕ сире киле те яма пултаратăп. Пĕр лаптăк çĕре сухаламалла, йăрансем туса пахча çимĕç лартса ӳстермелле, унтан пуçтарса кĕртмелле. Тата ман валли ăшă тумтир çĕлесе памалла».
Пуçланчĕ хайхи ĕç-пуç. Марине ашшĕ çĕре сухаласа пачĕ, амăшĕ çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ йăрансем туса тухрĕ, Марине йăрансем çине тĕрлĕ пахча çимĕç вăррисене акрĕ. Мĕн акни-лартни шăтса тухсан çум çумларĕç, çĕре кăпкалатрĕç. Çитĕнсе çитсен пахча çимĕçе пуçтарса кĕртрĕç. Ăнса пулнă тухăçа аран-аран старик патне йăтса пĕтерчĕç. Çакăн чухлĕ пахча çимĕçе курсан шыв тĕнчин хуçи тĕлĕнсех кайрĕ. Халиччен ун патĕнче никам та çанна тавăрса кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлемен. Кун чухлĕ апат-çимĕç те ăна никам та хатĕрлесе парайман. Чунтан савăнчĕ старик. Маринен амăшĕ ал ăсти те иккен. Вăл старик валли типтерлĕ çи-пуç та çĕлесе пама ĕлкĕрчĕ. Уншăн та хĕпĕртерĕ шыв хуçи.
Ырми-канми ĕçленĕшĕн, хăйĕн кăмăлне тултарнăшăн старик çĕр çинчен килнĕ çынсене пĕр пулă парнелет. Пулли вара ахальли мар. Çав асамлă пулла алă çине хуратăн та хăвăн ĕмĕт-шухăшна пĕлтеретĕн. Пулă вара эсĕ мĕн ыйтнине туххăмрах пурнăçлать.
Шывра пурăнса тăван ялĕшĕн, таван килĕшĕн, тус-тăванĕсемшĕн тунсăхласа çитнĕскерсем, пулла алла илчĕç те çапла каларĕç: «Тархасшăн, пире киле çитерсе ярсамччĕ». Сиссе те юлаймарĕç — кил умĕнче тăра параççĕ.
Те нумай вăхăт хушши ялта пулман пирки вĕсене тăван ялĕ хитреленсе кайнă пекех туйăнчĕ. Тăван кил тăван килех çав. Мĕн пултăр унран хакли те чуна çывăххи! Ăна нимпе танлаштарма та, нимпе улăштарма та май çук. Шыв тĕпĕнчи пуянлăхпа та…
Çăлкуç хуçи парса янă пулла ял çумĕнчи пĕвене ярас терĕç. Ку пĕвене ялти ватăсем Чĕкеç пĕви теççĕ. Пĕрисем Чĕкеç ятлă хĕрарăм ячĕпе панă теççĕ, теприсем кăнтăра вĕçсе каякан кайăксем çак пĕве хĕрринче пухăнса пĕве çийĕн вĕçсе çӳресе сывпуллашнă пирки панă теççĕ.
Маринепе ашшĕ-амăшĕ хăйсене мĕн кирлине пĕрмаях пулăран ыйтса йăлăхтарас мар терĕç. Янтипе пурăнма хăнăхман вĕсем. Ĕçлесе тупнă пуянлăх пурнăçа тĕрĕс йĕркелеме пулăшать теççĕ. Ырă чунлă кил-йыш ялта камăн та пулин инкек-синкек сиксе тухсан çеç вĕсене пулăшу пама тесе пулă патне каяççĕ. Çынна йывăрлăхра пулăшсан сăвап пулать теççĕ.
ÐкÑÐ°Ñ Ð§ÑнÑÑпай (2011-11-11 21:09:44):
Ĕçчен алă ăста пулнă теççĕ ватăсем. Ĕçченлĕхпе ыркăмăллăха пула йывăрлăхсене çăмăллăнах çĕнтерме пулать иккен. Çак темăна уçса панă автора ăнăçу сунасшăн эпĕ.