Паттар Некей


Ĕлĕк-авал пĕр ялта,

Темиçе çĕр çул каялла,

Хурашывăн хĕрринче,

Некей çуралса ӳсет.

 

Некей мăн аслашшĕне

Чумей-мăрса тенĕ тет.

Вăл хăй пĕчĕк мăнукне

Вĕрентнĕ тет çар ĕçне.

 

Ухăран тĕл пенипе

Пулман ăна çитекен.

Сăнă ывăтнă чухне

Никам та çĕнтереймен.

 

Тĕлĕннĕ çак Некейрен:

Урса кайнă вăкăра

Чукмар пек чăмăрпала

Пултарнă тет вĕлерме

 

Çӳренĕ чух вăрманта

Хăранă унран упа.

Паттăрăн вăйне сиссе

Кайнă тет тара-тара.

 

* * *

Хурашывран инçех мар,

Вăрманпа çывăхарах,

Вырнаçнă кăнтăралла,

Тихăнушкăнь ятлă ял.

 

Вăрмантан, пĕр çырмаран,

Пуçланать пĕр шыв юххи.

Хоршевашка ят парса

Хăварнă ăна тахçан.

 

Ку тавралăх пит капмар,

Тыткăнланă илемпе.

Кирек кам та çакăнта,

Туйнă пурнăç таппине.

 

Хоршевашка юхан шыв

Элĕк районне çитет.

Çирĕм çухрăм тăсăлса

Вылана юхса кĕрет.

 

* * *

Пĕррехинче, пĕр кунне,

Хоршевашка юхан шыв

Çумĕнчи Хурашыва

Пăкача килсе çитет.

 

Пăкачана, салтаксене,

Кĕтсе илнĕ хаваспах,

Чаплă, çăкăр-тăварпах

Хăналанă вĕсене.

 

Лайăх хăналанипе

Хĕпĕртенĕ Пăкача.

«Хороши ваши», — тесе

Каланă тет тав туса.

 

Çавăнтанпа çакă ял

Хоршеваши ятлă тет.

Чăвашла вара ăна

Каланă Хурашаш тесе.

 

Хурашаш ят илнĕ ял

Иккĕ те ку тăрăхра.

Икĕ ялăн çыннисем

Çӳренĕ пĕр чиркĕве.

 

Тăванлашнă юратса,

Çӳренĕ Выл пасарне.

Вилсен пĕр çăва çине

Пытарнă тирпейлесе.

 

Ялсене пĕр-пĕринчен

Уйăрма тесе пулас,

Ăслă-тăнлă çынсемех

Ик ят панă шутласа.

 

Хĕвелтухăç еннелле —

Пĕрремĕш Хурашаш.

Тепри çурçĕр еннелле —

Иккĕмĕш Хурашаш.

 

Вĕсен хушши инçех мар.

Икĕ ялăн варринче

Пĕчĕкех мар юхан шыв,

Хоршевашка ятлăскер.

 

* * *

Пĕтĕм чăваш халăхне

Ирĕклĕх парап тесе

Каçнă Атăл ку енне

Патька-патша Пăкача.

 

Харсăр та вăйлă Некей

Пуçланă тет хăй тавра

Паттăрсене пуçтарма

Пашта çарне çĕнтерме.

 

Некей хăйĕн тапăрне

Пуçтарнă пин çын ытла.

— Тискер патша çарĕсене

Çĕнтереймĕпĕр эпир.

 

Тен, тухмалла мар вăрçа, —

Тенĕ хăшĕ-пĕрисем.

— Пур пире пулăшакан, —

Тенĕ кусене Некей.

 

Марка сăрчĕ патнелле

Илсе кайнă çынсене.

Вăл чуллă сăрта чавса

Кăларнă пысăк çыхха.

 

Çавă чĕркеме салтса

Кăтартнă мĕн пуррине.

Чĕркемре — сĕм авалхи

Чăваш патшисен ялавĕ.

 

— Ку вăл — асамлă ялав.

Çакă хаяр тăшмана

Пит пулăшать çĕмĕрме, —

Тенĕ вĕсене Некей.

 

Чăн та, патша çарĕсем

Чăтайман Некей çарне.

Тĕк татнă пекех тарса

Çухалнă çапăçуран.

Патша генералĕсем

Çĕнтерес тесе ăна

Пенĕ тупăсемпеле,

Тапăннă утлă çарпа.

 

 

Чул хуларан, Хусантан

Çарсем илсе килнĕ тет.

Тем те туса пăхнă тет.

Некее çĕнтереймен.

 

Паттăр хăйĕн ялавне

Çĕклесе тăшман çине

Кĕрсе кайсанах патша

Çарсем тарнă хăраса.

 

Чăнахах асамлă тет

Унăн аллинчи ялав.

Ăна тăшман хĕçĕ те,

Усал тăхлан пульли те,

 

Тупă йĕтри тивеймен.

Çак ялава тытнă çын

Вара никам çĕнейми

Паттăр пулса тăнă тет.

 

Çапла темиçе хутчен

Некей патша çарсене

Ним юлми çĕмре-çĕмре

Тăкнă çапăçусенче.

 

Патша генералĕсем

Хуйха ӳкнĕ хайхисем.

Некей вăйĕ мĕнрине

Пĕлесшĕн çуннă текех.

 

Ним тума аптранипе

Некейĕн вăрттăнлăхне

Пĕлме чăвашсем патне

Янă улпут ывăлне.

 

Лешĕ, чăваш пек хăйне

Тытнă вĕсем патĕнче.

Некейĕн тапăрĕнче,

Ик кунтан, юлашкинчен

 

Пĕлнĕ Некейĕн вайне:

Çавă ĕлĕк-авалхи

Чăвашсенĕн патшисен

Ялавĕнче иккенне.

 

Улпут ывăлĕ вара

Çак асамлă ялава

Хăйсем патне вăрттăнрах

Шутлать вăрласа тарма.

 

Кĕтме тивет чылайччен

Майлă самант пуласса.

Тупăннă меллĕ самант:

Çак Хурашыв çинелле

 

Аслă Атăлăн енчен

Килнĕ вăйлă çил-тăвăл.

Çак тăвăлтан пытанса

Чăвашăн паттăрĕсем

 

Кĕрсе ларнă çĕр пӳрте.

Çакăнпа усă курса

Çав путсĕр улпут ачи

Тарнă ялав вăрласа.

 

Улпут ачи çийĕнчех

Патша генералĕсем

Патне çитнĕ-çитмненех

Каланă ялав çинчен.

 

Лешсем вара васкасах,

Тăвăл иртсе кайсанах,

Пухнă та пĕтĕм вăйне,

Тапăннă Некей çине.

 

Патша çарсем килнине

Некей илтнĕ-илтменех,

Чупнă ялавне илме

Вăрттăн пытарнă çĕре.

 

Анчах ялав вырăнче

Пулнă унăн аври çеç.

Нумай пулмасть хăй патне

Килнĕ çын тăшманне

 

Ăнланать çав самантрах.

Çакă çын ун ялавне

Тарнă иккен вăрласа.

Некей хăраса ӳкмен.

 

Пухнă паттăрĕсене,

Ыткăннă ташман çине.

Питĕ вăйлă çапăçса,

Асамлă ялав çукран

 

Чăвашăн паттăрĕсем

Нумай хунă пуçсене.

Патша генералĕсем

Тытма хушнă Некеее.

 

Вуншарăн та вуншарăн

Тапăннă Некей çине.

Паттăр Некей хĕçĕпе

Ӱкернĕ касса-каса.

 

Чукмар пек чăмăрĕпе

Çапа-çапа ӳкерсе,

Паттăр çар пуç чăннипе

Янă тăнран хăшсене.

 

Аманса пĕтнĕскере,

Унăн çине сеткăсем

Пăрахса тытнă ăна.

Генерал Некей патне

 

Чупса пынă та ăна

Тăнă питĕнчен çапма.

Анчах Некей нихăçан

Никама та çапарман.

 

Вăл пит хыт аманнипе,

Нумай юн çухатнипе,

Халтан кайнă пулсан та,

Юлашки вăйне пухса,

 

Хăйне тытса тăракан

Патша салтакĕнсене

Сирпĕтейнĕ те çапса,

Генерала ӳкерсе

 

Пăвма тытăннă мăйран.

Çавăн чухне салтаксем

Паттăр Некее чикме

Татăннă штыксемпеле.

 

— Пурĕпĕр чăвашсене

Çĕнтереймĕр пурне те! —

Тесе кăшкăрнă Некей.

— Пирĕн ялав таврăнатех!

 

Чăнах та пĕр каçхине

Темиçе маттур чăваш

Генералсен тапăрне

Вăрттăн кĕнĕ пытанса.

 

Некей ялавне тупса,

Тарса тухнă çавăнтан.

Анчах ку тĕле Некей

Чĕрĕ пулайман иккен.

 

Патша юн ĕçенĕсем

Асаплантарса, тискер

Вĕлернĕ тет Некее,

Манми чăваш паттăрне.

 

Çакна пĕлсен чăвашсем

Некей ялавне илсе

Кайнă вăрман варрине,

Пытарнă чавса çĕре

 

Ятсăр çырма хĕррине.

Паллăрах пултăр тесе,

Икĕ çĕртен çырмине

Пĕвелесе лартнă тет.

 

* * *

Некей ялавĕ çинчен

Манман чăваш нихăçан.

Ĕненнĕ йывăр килсен

Ялавĕ таврăнасса.

 

Паян кун та çав ялав

Аслă вăрман варринче,

Ятсăр çырма хĕрринче

Упранать тет шăтăкра.

 

Çак ялав чăвашсене

Вăй парса тăрать иккен.

Некей ялавĕ пуррипе

Халăхăн вăй чакмасть тет.

 

Хăçан чăваш халăхне

Çав тери йывăр килет,

Вара тин çавăн чухне

Хурашывăн хĕрринче

 

Çуралнисем, чăвашсем,

Тупĕç Некей ялавне.

Ун чух вара ялава

Алла илнĕ чăвашсем,

Тăван халăха çăлса,

Телейлĕ ĕмĕрлĕхех

Туса хăвараççĕ тет.

Ĕмĕрлĕхех, чăнахах.

 

* * *

Чăвашшăн çунакансем,

Истори тĕпчекенсем,

Ырă шухăшлă çынсем

Пĕтмен-ха Чăваш енре.

 

Пултарулăх çулĕпе,

Çунатлă ĕмĕтсемпе,

Чул ватан хăюлăхпа

Утаççĕ малашлăха.

 

Çеçпĕл чĕриллĕ çынсем,

Мăнаçланатпăр сирпе.

Сирĕн вăйăр — пĕрлĕхре,

Ĕçĕн усăллăхĕнче.

 

Авалхи улăпсене

Чĕртейсе тăратакан,

Мухтавлă Юхма Мишшин

Ĕçĕ пач сая кайман.

 

Хурашашăн паттăрне,

Некей ятне çĕклесе,

Палăка тивĕçлипе

Лартрĕç Хусанушкăнче.

 

Хусанушкăнь тăрăхне,

Паттăр Некей тăрăхне,

Ăна чыс-хисеп тума,

Ан манăр килсе курма.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2011-10-16 21:38:57):

Чăвашшăн çунакансем,

 

Истори тĕпчекенсем,

 

Ырă шухăшлă çынсем

 

Пĕтмен-ха Чăваш енре.

Ку сăмахсене Светлана Вячеславовна пиркиех каланă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Людмила Валентиновна (2011-10-31 21:01:35):

Тĕлĕнетĕп: хăш вăхăтра ĕçлеме, çырма ĕлкĕрет , мухтанатăп хам ĕçтешĕмпе. Хайлавĕсем питĕ илемлĕ чĕлхепе çырнăскерсем. Пултаруллă çын пур ĕçре те пултаруллă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: