Зав
Алăк çинче — çакăн пек çырнă плакат.
Алăк умĕнче — шала кĕме кĕтекенннисем. Лараççĕ, ура çинче тăраççĕ, сăн-пичĕсенче вĕсем кĕтсе йăлăхса çитни палăрать.
Мăн куçлăхлă лутра этем шалти пӳлĕмре чӳречепе алăк хушшинче урай хăмисем тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет. Май мар пысăк шухăш ун пуçĕнче.
«Çур çитрĕ. Хĕвел вăйĕ сметăра кăтартнинчен ытларах тухать. Тьфу! Мĕн каласа хутăм! Çӳлти хĕвел вăйĕ, хĕвел вăйĕ сметăсăрах расхутланать-ха вăл. Нда!.. Учрежденире çурхи илеме тивĕçлĕ реорганизацисем тумалла...»
Хăйхискер вăшăл-вашăл сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. те блокнот çине çыра пуçларĕ. Тăват-пилĕк сăмах çырать те шухăша кайса ларать. Шухăша кайса килнĕ хыççăн каллех виçшер-тăватшар сăмах çырса хурать.
Çур сехете яхăн, çапла шухăша кайса, çыра-çыра ларчĕ. Унтан кабинетĕнчен, вăхăтлăха пулас, тухса шурĕ.
Вулаканăм, эпир иксĕмĕр ун сĕтелĕ çинех тăрса юлнă блокночĕ çине мĕн-мĕн çырса хăварнине вăрттăн вуласа пăхăпăр. Акă мĕн çырнă унта вăл:
«Çура тухнă май хамăн учрежденире çакăн йышши ĕçсем.тусă ларакан пайсемпе сĕтелсем тата комиссисем уçасси çинчен шухăшласа пăхас:
1. Пĕлтĕрхи юра учета илсе хурас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси.
2. Вĕçен кайăксене йышăнакан тата регистрацилекен комисси.
3. Юр çăвасса тĕп тăвакан комисси.
4. Сывлăшри электричествăна регистрацилекен сĕтел.
5. Йывăç кăчки-папкисене сăнаса выртас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси.
6. Малтанхи çеçпĕлсене шыраса ларакан комисси.
7. Лантăш чечекĕсем сĕм вăрмана ӳсме мĕн чухлĕ пулăшнине сăнаса выртакан тройка.
8. Чăхсен йăви çинчи ларăвĕсен протоколĕсене регистрацилекен тройка.
9. Çӳлти хăвел вăйне миçе киловатт ӳстересси çинчен сӳтсе явакан комисси...»
Вулакансем! Айăп аа тăвăр! Суйрăм эпĕ кунта кăштах. Миçе процент суйнине хăвăр шутласа тупăр. Куна эсир пултарассăн туйăнать ĕнтĕ. Анчах бюрократсен хисепĕ юлашки кварталта миçе процент чакнă тесен... ним калама та пĕлес çук эсир те, ыттисем те...
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...