Авалхи Пăлхар — Чăваш патшалăхĕ
Мĕн авалтан, вылятса хумне мăнаçлăн,
Атăл хăватлăн юхтарать шывне.
Кунта вырнаçнă ĕлĕк пĕр патшалăх аслă,
Пăлхарсен вăл, чăвашсен вăл çĕклесе чапне.
Хушса юрламалли:
Атăлçи пăлхарсен
Çак патшалăх
Паянхи кунчченех
Чăвашсен чĕринче.
Авалхи кун-çулне манмасть
Пирĕн халăх:
Пулнине вăл
Вăйлă, паттăр халăх çĕр çинче.
Вăл çĕршывне сыхлама патваррăн
Тăнă кар-каррăн, тапăнсан тăшман.
Ун вăй-хăвачĕ çитнĕ пурăнма хастаррăн.
Малалла вăл, çӳлелле вăл ăнтăлнă ялан.
Çулăм сапса аçтаха килсе çапсассăн
Ирĕклĕ чăвашсен патшалăхне,
Чĕнсе тăратнă улăпсене хăватлă сасă,
Кĕрешмешкĕн, çĕнтермешкĕн вăл тăшмансене.
Шухăшсем
Hey there, I was looking at chuva...
Encuentra informacion sobre finanzas per...
Explora alternativas de financiamiento, ...

Hello, I was looking at chuvash.....