Ăнман евчĕ
Вăтăр çула çитсе те авланма ĕлкĕреймен Анатуль, ялти тракторист, амăшĕ кашни кун ятланипе тарăхса çитрĕ.
— Авлантар-ха мана, Мĕтри тусăм! — терĕ вăл пĕррехинче тăваттă авланса пиллĕк уйрăлма ĕлкĕрнĕ юлташĕн килне пырса. — Тракторпа лайăх ĕçлеме пĕлетĕп пулсан та хĕрсемпе калаçма пĕлместĕп, вăтанатăп.
Чей ĕçсе ларакан кил хуçи ачалăх тусĕ çине куларах пăхса илчĕ.
— Кил, лар сĕтел хушшине! — сĕнчĕ вăл хăнине. — Эпĕ сана çĕрле пулсан — çĕрле, кăнтăрла-тăк — кăнтăрла пулăшма хатĕр. Сӳтсе явар çакăн пирки.
Чей ĕçе-ĕçе сӳтсе явма пикенчĕç. Кӳршĕ чăваш ялĕсенчи хĕрсемпе качча кайса уйрăлнă арăмсене «шĕкĕлчесе» тухнă хыççăн ашшĕ-амăшĕпе çеç пурăнакан Маруç çинче чарăнса тăчĕç.
— Сана килĕшмелле пек туйăнать те-ха çак хусах арăм, — шĕвĕр пӳрнипе маччана тĕллерĕ Мĕтри. — Атя кĕçĕр ун патне каяр! Евчи хамах пулăп.
Анатуль иккĕленсе-турткаланса тăнине курсан, тусĕ ăна хулĕнчен çапса илчĕ:
— Ан хăра! Манпа çухалмăн!
Вĕсем кĕç Мĕтрин «Жигулийĕпе» Палтал ялĕ енне тухса вĕçтерчĕç. Çуллахи çул тусанпа мăкăрланса çеç юлчĕ вĕсен хыççăн.
— Пырăпăр та Маруçăн килне, вăл пире сĕтел хушшине кĕртсе лартатех ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен, мана лайăх пĕлет вăл, — вĕрентет Мĕтри тусне, умри рульне çавăркаланă май. — Эсĕ шăп кăна ларăн. Калаçаканни, Маруçа сана качча кайма ӳкĕтлекенни хамах пулăп.
— Юрĕ, анчах, Маруç мана килĕшмесен, эпĕ сана урунтан иккĕ тапса илĕп. Эсĕ вара ăна ӳкĕтлеме чарăнăн та сывпуллашса тухса кайăпăр. Эпĕ сана урунтан пĕрре çеç тапса илсен, ку Маруç мана килĕшет тенине пĕлтерĕ. Эсĕ вара ăна нăкăрах тăрăшса ӳкĕтле.
— Килĕшетĕп! — аллине сулчĕ Мĕтри.
Малтан каланă пекех, çамрăклăх чиперлĕхĕ кăшт кĕме пуçланă Маруç туссене кăмăллăн кĕтсе илчĕ, сĕтел хушшине чей ĕçме лартрĕ. Пĕлнĕ иккен мĕн каланине Анатулĕн тусĕ! Анчах Маруç хăйне епле тыткалани, унăн тенĕ-кĕлетки Анатуль хусаха килĕшмерĕ пулас: вăл Мĕтрие сĕтел айĕнчи урипе иккĕ тапса илчĕ. Мĕтри ун çине ăнлануллăн пăхса куçне хĕссе илчĕ те…. пуçларĕ калаçма! Пĕрре Анатуле мухтать вăл, тепре — Маруçа! Çав вăхăтрах вĕсем лайăх мăшăр пулма пултарассине хĕстерсе хурать те каллех иккĕшне те мухтать!
Анчах Анатуль хĕрсе кайнă тусĕн урисене каллех иккĕ тапрĕ. Лешĕ ун çине тепре ăнлануллăн пăхрĕ те… малалла, тата та хытăрах хĕрсе кайса, хĕремĕсленсе калаçма пикенчĕ.
— Эсир иксĕр икĕ кăвакарчăн пек! — тет вăл. — Пĕрлешĕр! Паянах пĕрлешĕр! Пăхса ил-ха эсĕ Маруç, Анатуль çине! Ăмăрткайăк мар-и вăл? Ĕçчен, хăюллă, аллинче ĕç вĕресе тăрать! Сана алли çинче çĕклесе çӳрĕ малашне!
Анатуль тата темиçе икшер тапса илсен çеç Мĕтри юлташĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ, шарламарĕ, ăна тула пирус туртма чĕнчĕ.
— Мĕншĕн эсĕ мана тапатăн та тапатăн? — ыйтрĕ вăл пирус тĕтĕмне çăварĕнчен вĕрсе кăларнă май. — Начар ӳкĕтлетĕп-им Маруçа?
— Лайăх! Питĕ лайăх! — çиленсе кайрĕ Анатуль хальхинче. — Анчах сана ураран иккĕ тапни Маруç мана килĕшменни çинчен пĕлтернине мантăн-им?
— Чăнах та! — пĕççине шарт! çапрĕ Мĕтри. — Эпĕ сана Маруç килĕшет пек ăнлантăм та… Эсĕ пĕрре çеç ураран тапни çакна пĕлтермеллеччĕ вĕт-ха!
Иккĕш те Маруç патне кĕчĕç те, апат-çăкăршăн тав туса, урама тухрĕç. Палтал ялĕнчен тухсан машинине чарчĕç те, хырăмĕсене тытса кулчĕç.
— Начар евчĕ пултăм иккен эпĕ! — ахăлтатать Мĕтрийĕ.
— Çапла! — ӳхĕрет Анатуль те. — Анчах эпĕ пурпĕрех авланатăп!
Чăнах та, пĕр уйăхран вăл хăйех авланчĕ: çав Палтал ялĕнченех пĕр классра вĕреннĕ Лидăна качча илчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...