Юратнă шывăм — Пушанар
Тапанар — ман кукаçипе кукамай çуралнă ялĕ. Çак йăмраллă ял Пушанар шывĕ хĕрринче вырнаçнă.
Пирĕн кукаçи питĕ пулла çӳреме юратать. Пĕррехинче вăл мана хăйпе пĕрле пулă тытма илсе кайрĕ. Ларатпăр çапла иккĕн Пушанар шывĕ хĕрринче вăлтапа. Ир тăма хăнăхманнипе питĕ çывăрас килет. Çакна кукаçи те сисрĕ пулмалла. Вара вăл шăппăн, ман ыйха уçăлтарас шутпа çак илемлĕ юхан шыв пирки каласа пама пуçларĕ.
Пушанар шывĕ пысăк юхан шыв. Вăл Тептикасси ялĕн çырминчен пуçланать. Ун хыççăн Йăванкасси, Пушарпуç ялĕсен çырмипе юхса килет те, Тапанар ял пуçĕпе юхса иртет. Çак Пушанар шывĕ хĕрринче Пушанар вăрманĕ илемлĕн курăнса ларать. Те йывăçсен сулхăнне пула, те лапсака йывăçсен çулçисем ун патне хĕвел çутине сайра янăран — çăл шывĕ хура тĕслĕ курăнать. Анчах йĕкĕр ывăçпа ăсса илетĕн те — вăл тап-таса, ывăç тупанĕ çине ӳкнĕ уçăлăхĕ пĕтĕм ӳт-пӳ тăрăх ыррăн каять, ывăннине вара хăвăртах ирттерет.
Пушанар шывĕ курăксем хушшипе малалла çул хывать; вăрмантан тухса Киремет сăрчĕн айлăмĕнче Урпаш çăл шывĕпе пĕрлешет. Икĕ çăл шывĕ тĕл пулсассăн — хаваслансах ӳкеççĕ пулмалла — шăнкăртатса юрлама тытăнаççĕ. Ара, икĕ вăй, икĕ тап-таса шыв хастарланса малалла хăюллăн чуптараççĕ-çке. Вĕсем пĕрлешнĕ тĕлте сăнаса тăратăн та — икĕ пĕчĕк ача пĕр-пĕрне алăран тытса урам тăрăх чупса кайнăнах туйăнса каять.
Пушанар шывĕн юлташĕсем нумай. Кайсан-кайсан вăл Хырлă вар çырмине хăйпе пĕрле илет. Çапла сарăлса, юхăмне вăй парса пырать Пушанар шывĕ. Кунтан вунă-вун икĕ çухрăмра вăл Çавала тухать. Çавалĕ вара Атăла кĕрет. Пархатарлă çав Пушанар çул-йĕрĕ!Пушанар сылтăм çыранĕ, Атăл çыранĕ майлах — сăртлă. Çав сăртлă вырăнта Тапанар тата Кăтак ялĕсем вырнаçнă. Ваттисем каланă тăрăх, Пушанар шывĕ хĕррине тахçан авал выльăхсене шыв ĕçтерме аннă. Ял пуçĕнче выльăхсене шăвармалли вырăн халĕ те пур. Çавна шута илсе пулас ял ятне те Тапанар тесе калама пуçланă. («Тапа» — выльăхсене шăвармалли; «нар» — çырма тенине пĕлтернĕ). Сулахай енĕ вара тӳрем. Тӳремлĕ уйсенче ĕлĕк купăста ӳстернĕ. Çак пахча-çимĕçе Пушанар шывĕпе шăварса тăнă. Купăста вырăнĕ тенĕ ăна.
Çапла шăкăл-шăкăл калаçса тул та çутăлчĕ, хĕвел те хытă хĕртме пуçларĕ. Эпир кукаçипе тӳсеймерĕмĕр, шыва та кĕрсе тухрăмăр. Пуллине те самаях тытрăмăр, тулли кăмăлпа киле таврăнтăмăр. Кăнтăрла кукамай тутлă пулă яшки пĕçерсе пачĕ.
Каçхине вара эпир ĕне çитерме кайрăмăр. Çанталăк шăрăх пулнипе пирĕн Чернышка шыв ĕçесшĕн пулчĕ. Эпир Пушанар шывĕ хĕррине антăмăр. Кайран ĕнене юнашар çарана курăк çитерме ярсан мана кукаçи тата тепĕр тĕлĕнмелле халап каласа пачĕ.
Халăхра çакăн пек халап çӳрет иккен. Пурăннă тет ĕлĕк-авал Çавал хĕрринче Пракух ятлă паттăр çын. Телейлĕ пулнă вăл: Нар пике ятлă ытарайми хитре хĕре качча илнĕ, арăмĕ ăна виçĕ ывăл çуратса панă. Ачисем ашшĕ-амăшне юратнă, хисепленĕ, паттăр ӳснĕ.
Анчах Пракухпа Нар пикен телейĕ нумая пыман. Таçтан килсе тухнă тискер йăхсем Пракух керменĕ çине тапăннă, пур енчен те çавăрса илнĕ. Тăшман ханĕ кермене хăйĕн тарçине янă.
— Пракух, — тенĕ хан тарçи, — сан кăвак пĕлĕт пек кăн-кăвак куçлă арăму çинчен пĕтĕм тĕнчене чаплă ят сарăлнă. Пирĕн хан çур тĕнчене хăй аллине тытса илнĕ, çур тĕнчери халăх ăна юратса, ун чури пулса пурăнать. Пирĕн хан сан арăмна, кăн-кăвак куçлă Нар пикене, хăй харемне илесшĕн. Ирĕкпе памастăн пулсан пĕтĕм керменне çунтарса ярăпăр, хăвна та, ывăлусене те тискеррĕн асаплантарса вĕлерĕпĕр.
— Çук! — тарăхса хаяррăн кăшкăрса янă паттăр Пракух. — Ман арăм нихăçан та хан аллинче пулмĕ. Икĕ вăйлă аллăм пур, унпа эпĕ тăшман пуçне çийĕп. Хамăн чĕре тапма чарăнсан виçĕ маттур ывăлăм пур. Вĕсем юратнă амăшне хан кулли пулма памĕç.
Хан тарçи тем пек хăратсан та парăнман Пракух, мĕншĕн тесен хăйĕн çемйине питĕ юратнă паттăр.
Тарçă кайнă. Тискер тăшман вара урса кайса кермен çине тапăннă. Анчах Пракухпа унăн виçĕ ывăлĕ тăшмана парăнман, кермен патĕнчен хăваласа янă.
Пракух ăнланнă: хан кунпа çеç лăпланса лармасть тата çарсем илсе килет, татах тапăнать. Вара вăл юратнă арăмне:
— Вилсессĕн те вилем, анчах эсĕ тăшман аллине ан çаклан, — тенĕ.
Усал хан тата çарсем илсе килнĕ. Пракух керменне пур енчен те çавăрса илнĕ. Хура пĕлĕт пек хупăрласа илнĕ тăшман Пракухпа унăн паттăр ывăлĕсене. Çак хаяр та юнлă çапăçура вара Пракух хăй те, маттур ывăлĕсем те пуçне хунă.
Усал хан савăнса кайнă:
— Часрах ярса тытăр Нар пикене, илсе килĕр ăна ман пата!
Нар пике тăшман чури пулма шутламан.
— Тискер çичĕ ют аллине лекиччен çырма пулам та юхса каям таçти-таçти çĕршыва! — тенĕ вăл.
Çавăнтах шавлă çырма пулса тăнă та çурçĕрелле юхса кайнă. Анчах ытла инçех каяйман вăл: ирĕклĕхшĕн, ун чысĕшĕн пуçне хунă упăшкипе ачисене курасси килнĕ унăн. Пике вара кăнтăралла пăрăнакан Çавала кĕнĕ те килĕ патнелле юхса кайнă.
Пушанар шывĕ çуркунне çеç хăйĕн хăватне кăтартать, анчах çуллахи шăрăхсенче ку юхан шыв типсе ларас патнех çитет, тĕрĕссипе пушанать. Нар пикен чунĕ çавăн пек куляннипе пушанса юлнă, теççĕ халăхра.
Ку халап ман чуна пырса тиврĕ. Кайран тĕлĕкре те çав тĕлĕнмелле пикене курнă.
Сисĕнмесĕрех çу иртсе кайрĕ. Эпĕ хулана таврăнтăм. Халĕ питĕ чăтăмсăррăн кĕрхи каникул пуçланасса кĕтетĕп. Вара каллех яла — юратнă кукаçипе кукамай патне, илемлĕ Пушанар шывĕ хĕррине.
Марина Николаевна (2011-09-28 20:45:50):
Калав питĕ килĕшрĕ,кăмăла кайрĕ. Ман шутпа,кунта питĕ пуян истори,ĕлĕкхине манманни,ăна упраса хăварни куç кĕретех. Маттур, Дима! Мала тухма ăнăçу сунатăп.
Татьяна (2011-11-03 19:56:57):
Калав питĕ килĕшрĕ.Дима, сана ăнăçу сунатăп.Маттур!!!
оксана (2011-11-03 20:31:25):
тĕлĕнмелле сюжетлă хайлав, мана питĕ тыткăнларĕ вăл.
Ксюша (2011-11-04 10:06:33):
Калав питĕ кăмăла кайрĕ.Ăнăçу сунатăп.
олеся (2011-11-04 19:18:08):
тăван тăрăха çакăн пек юратса сăнарланине пĕрремĕш хут тĕл пулатăп. манма çук кун пек япалана. тавах Дима.
валентина владимировна (2011-11-04 20:27:19):
питĕ интереслĕ калав, сюжечĕ тыткăнлать....маттур!
Диана (2011-11-07 13:45:45):
Калав питĕ чаплă. Питĕ пуян истори,чĕлхи çивеч. Ăнăçу сунатăп,тантăшăм!
Таня (2011-11-07 13:48:36):
Калав илемлĕ, чĕлхи ăнланмалла. Мала тухма ăнăçу сунатăп! Маттур!
Дарья (2011-11-07 13:51:20):
Дима, маттур! Малалла та çырсах тăр. Лайăх питĕ çыратăн!
Кристина (2011-11-07 13:59:18):
Ку калава эсĕ, Дима, чунтан çырнă пулмалла. Питĕ интереслĕ, уйрăмах халапĕ килĕшре. Куç умне çав тĕлĕнмелле чипер хĕр тухса тăчĕ. Маттур, Дима!!!
марина (2011-11-07 14:00:16):
тĕлĕнмелле интереслĕ калав. мана питĕ килĕшрĕ. Пултаратăн, Дима!
Татьяна (2011-11-07 14:21:21):
Калав интереслĕ, содержани пуян, чĕлхи ăнланмалла. Маттур, тантăшăм!!!
Çын (2011-11-07 16:47:25):
чуна пырса тивмелле калав.содержани енчен,ман шутпа,питĕ пуян.такам та ăмсанмалла кун пек калав çырсан.
ăнăçу пултăр,Дима!!!
таня (2011-11-07 23:07:55):
калава вуланă чух эпĕ хама темле ĕлĕк-авал тĕчине кайса килнĕ пек туйрăм. Питĕ интереслĕ.Маттур,Дима!
Аркадий (2011-11-08 13:51:41):
Калавĕ чăнах та питĕ интереслĕ. Мана уйрăмах Нар пи шăпи шухăша ячĕ. Темле телейлĕ пурнăçа та аркатма пултарни питĕ шухăшлаттарать.
Василий Петрович (2011-11-08 14:02:01):
Ку калава вуланă хыççăн чунра аван пулса кайрĕ. Хамăр историне упрани, чăвашлăха манманни питĕ савăнтарчĕ. Мĕнех, маттур каччă эсĕ, Дима!!!
Илья (2011-11-08 19:16:36):
Дима, мана эс çырна калав килĕшрĕ. Вуланă чух асаттепе асанне ялне аса илтерчĕ. Хама унта пулнă пекех туйрăм. Мĕнĕх, ăнăçу пултăр.
Ирина (2011-11-08 19:21:34):
Мана эсе çирнă калав пите килĕшре. Маттур,Дима!
Костя (2011-11-09 12:54:44):
Калав мана килĕшрĕ. Интереслĕ вулама. Мĕнле хитре иккен пирĕн чăваш чĕлхи!
Людмила Валентиновна (2011-11-09 13:08:48):
Калава вулама питĕ кăмăллă. Тăрăшса çырни курăнать. Маттур, Дима!!!
Лена (2011-11-28 13:35:03):
Питĕ интереслĕ, уйрăмах халапĕ килĕшре. Вулама аван.Маттур Дима!!!