Çĕрлехи çулçӳревçĕ
Шăвать уйăх çӳлте, юр вĕçет,
Чĕпĕтет сивĕ сывлăш питрен.
Çил, авса йывăçа, вăй виçет.
Йыт вĕрни илтĕнет инçетрен.
Çурçĕр çитрĕ пулас. Таврара
Ним те çук юр вĕçнисĕр пуçне.
Ял çути курăнать аякран,
Этеме илĕртсе хăй патне.
Эпĕ çеç, анчах, урăх енне
Çулсăр-мĕнсĕр утатăп çĕрле,
Çиле хирĕç хĕссе куçсене.
Пулмасть хăвăрт утса ниепле.
Пĕр пăхмасăр куçпа каялла,
Тайăлса малалла, ăнтăлса,
Пурпĕрех эп танккатăп çапла
Вăйăм çитнĕ таран васкаса.
Тӳперен, мăчлатса, çăлтăрсем
Куç хĕсеççĕ çил витĕр мана.
Ăнланаççĕ пуль лайăх вĕсем
Çак çĕрле ман пăлхавлă чуна.
Сан ялу юлчĕ ман хыçăмра.
Эп унта сан патна паянран,
Шĕл-кăвар çунсан та чунăмра,
Килес çук нихăçан-нихăçан!
Эп ăнлантăм паян эс камне
Санпалан тĕл пулсассăн каçпа.
Чунунта эп пĕччен маррине
Ăнсăртран куртăм хамăн куçпа.
Эсĕ мар-и каларăн ĕнер:
— Саншăн ман чун-чĕрем тап-таса.
Кĕçĕр, ак, илĕртсе теприне,
Эс тăраттăн унпа чуптуса.
Маншăн сӳнчĕ паян юрату.
Саншăн вăл пĕтнĕ пуль тахçанах.
Çак каçран çул çинчи çӳлĕ ту
Пире уйăрĕ, кĕç, ялана.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...