Çĕрлехи çулпа
Çурхи çĕрле. Асфальт çулпа,
Тĕттĕмлĕхе çурса, касса
Сар фарă сапнă çутăпа
Чупать машина васкаса.
Вĕçсе пырать малтан-мала
Ман «Жигули». Умра ман — руль.
Хыçра, ак, юлчĕ çут хула:
Пĕр çирĕм çухрăм кайрăм пуль.
Яри эп уçнă салона,
Çил шăхăрать чӳречерен.
Илсе килет сан сассуна
Вăл ĕнерхи ăш çĕрлерен.
Çил, калăн, çепĕç сан аллу
Çӳçрен мана тек ачашлать.
Умрах тăрать сăну, куллу:
Асилӳпе пăлхантарать.
Ĕнер-çке çак çут хулара
Каçпа тĕл пултăм эп сана.
Савăнăçпа çиçсе вара
Куçсем йăл кулчĕç çавăнпа.
Чĕрем тăнк! турĕ. Тутамсем
Часрах васкарĕç чуп тума.
Санпа ирттернĕ самантсем
Тухаççĕ халĕ те ума.
Мĕн пулчĕ? Кайрăмăр эпир
Машинăпа хула хĕрне.
Чечеклĕ курăк — симĕс пир
Пире кĕç илчĕ ытамне.
Кунта лăп. Сывлăш тап-таса.
Ӳсеççĕ тĕрлĕ йывăçсем.
Хаваслă юрă юрласа
Çӳреççĕ шăпчăксем вĕçсе.
Кунтах ирччен кăваклатать
Шапа оркестрĕ çырмари.
Тек сиккелет пулли тата
Шывра. Хитре çырма хĕрри.
Çăтмах пек туйăнчĕ мана
Çак çĕр, çумра эс пулнăран.
Хĕрӳллĕн чуп туса сана
Ир çитнине асăрхаман.
Сан куçусем — ахах, мерчен,
Çиçсе хĕрӳллĕн çав тери
Мана йăл кулчĕç мĕн ирччен
Çут çăлтăр евĕр тӳпери.
Пӳрнӳсемпе ман пӳрнесем
Вĕрен пек яврĕç пĕр-пĕрне.
Пĕр пулчĕç çыхăнса вĕсем,
Тек пăлхатса чĕресене.
Илемлĕ те хитре уру
Шăнсан, эп ăшăтрăм ăна.
Ĕнер юрланă сан юрру
Лăпкать-çке халĕ те чуна.
Ирччен сана ыталаса
Ман ывăнмарĕç аллăмсем,
Çӳçӳсене ачашласа
Киленчĕç шăплăхра вĕсем.
Ир çитрĕ. Çутă сывлăмпа
Пит-куçсене, алăсене
Çусассăн, çитрĕмĕр санпа
Хулари шав урамсене.
Кунта шăпа каллех пире
Пĕрле пултарчĕ кунĕпе.
Ман тапрĕ савăнса чĕре,
Пикем, çумра эс пулнипе.
Каç еннелле кайсан анчах,
Кĕç вăхăт çитрĕ уйрăлма.
Каласшăн пултăм ăш сăмах —
Ĕлкĕреймерĕм калама.
Сив сăмахсем илтсен çынран,
Чупса эс кайрăн, макăрса,
Инçетелле ман патăмран.
Эп юлтăм пĕр-пĕччен тăрса.
Çухалтăн эсĕ умăмран:
Куç умĕнчи тĕтре пекех.
Тăрас килмерĕ пĕр самант
Çак хулара ман та текех.
Вара эп тухрăм çул çине,
Машинăна юсав тусан.
Пăлхантарать тем чĕрене
Ман çумăмра эс пулманран.
Ăçта эс халĕ? Е кампа?
Килне çитейрĕн-и е çук?
Санпа — юратнă çыннăмпа
Тепре тĕл пулĕ-ши ман çул?
Пуçа çак шухăш пăра пек
Çавăрттарса ыраттарать.
Çурхи çĕрле çул çийĕпе
Ман «Жигули» вĕçсе пырать.
Ак, çитмĕл çухрăм иртрĕ вăл:
Киле çитме инçе те мар.
Тапать чĕрем çеç кăлт! та кăлт!
Çук пулнăран эс юнашар.
Шанать, анчах вăл пурпĕрех:
Санпа тĕл пулăпăр эпир!
Вĕç, «Жигули», çитес çĕре!
Тăрать умра илемлĕ ир!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...