Пĕрремĕш


Эс пултăн ман пĕрремĕш юрату!

Çакна, савниçĕм, яланах асту.

Пуçламăш хут чуп тунă хĕр эс манăн.

Çакна, савниçĕм, халь епле-ха манăн?

— Чуп тума та пĕлместĕн, —

Тесе калаттăн эсĕ.

Анчах, ăçтан эп пĕлнĕ чуп тума?

Эс пултăн-çке пĕрремĕш!

Кампа-ха эп вĕреннĕ

Унччен пикесене ыталама?

Санччен хĕрпе эп çӳресе курман,

Куçран-куç пăхасси

Никампа та пулман.

Савни, эс пултăн ман пĕрремĕш туйăм!

«Çук, ку пулман», — тесе епле çынна халь суйăн?

Ман савăнăç эс пулнă.

Чунра сăнарă юлнă.

Савни, сана манмастăп нихăçан!

Аса илӳн тăварĕ,

Çут юратун кăварĕ

Ыйха татаççĕ манăнне паян.

 

Вунулттăра эпир юратнине,

Каçпа шутланине çăлтăрсене

Аса илсен, паян та пăлханатăп.

Ăш туйăмпа сана эп асăнатăп.

Пирвайхи хут, савниçĕм,

Эс пултăн ман Нарспиçĕм!

Сана калатăп уншăн тавтапуç.

Ăçта-тăр тĕл пулсассăн,

Халь иксĕмĕр, хавассăн,

Пĕр вăхăтлăн, час таптăр пирĕн пульс!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: