Тăватă стеналлă тĕнче
Шур çивитти сарнă сĕтел çинче çап-çутă сăмавар пăс кăларса ларать. Ашшĕпе амăшĕ хурăн çырли варенипе чей ĕçнĕ, тутлă шăршă кăларакан çăмарта кукли çинĕ хушăра мĕн-мĕн калаçнине Мишша ытти чухнехи пек итлемест. Умне лартса панă чей те унăн сивĕнсе кайнă. Чӳречерен сăмавар çине ӳкекен хĕвел пайăрки Мишша аллинчи хаçатăн «Çурçĕр полюсĕнче пирĕн Тăван çĕршыв ялавĕ вĕлкĕшет», тесе çырнă тĕлте вылянать.
— «Çурçĕр полюсне каякан экспедици нумайччен çула тухма хатĕрлĕнне», — куçĕсене çутăлтарса малалла вулать Мишша.
Вăл вуланă хушăра ашшĕпе амăшĕ урăххи çинчен сăмах çаптаркаласа лараççĕ:
— Верочка! Эсĕ çуралнă паха кун çитнĕ ятпа хăнасем пухма хатĕрленмешкĕн укçам çителĕксĕртерех-ха, — тет ашшĕ, вазăран хурăн çырли варени ăсса илнĕ май.
Сылтăм стена çумĕнчи тĕкĕр çинче Мишша амăшĕ çӳхе тутине тăсни курăнать.
— Шăратнă çупа шурă çăнăх туянса хурсан, ыттине кайран та илме пулать, — тет амăшĕ кăштах кăмăлсăрланнă сасăпа.
— «Советсен Çурçĕр полюсĕнчи станцийĕ çанталăка сăнаса пырĕ, — вулать малалла Мишша. — Кунсăр пуçне унта магнит сăнавĕсем тумалла, пăрсем ăçталла мĕн таран хăвăрт куçса кайнине тĕпчемелле, пăрлă океанăн тарăнăшне виçсе пĕлмелле, океан варринче мĕн чухлĕ пурăнма май пуррине палăртмалла. Çурçĕр полюсĕнчи çанталăка сăнаса, вĕренсе пырас ĕç...»
— Лайăх сорт пĕçерме вĕренсе çитеймерĕм-ха, — тет амăшĕ ачи вуланине итлемесĕр. — Ыттине хамах пĕçерĕп...
— «Куçса çӳрекен пăр çинче хĕл каçма калама çук паха тĕклĕ тумтирсем илнĕ. Кĕпе-йĕме пăлан тирĕнчен, тĕкĕсене шалалла туса, çĕлетнĕ...» — вулать Мишша.
— Пурçăн платье унччен хатĕр пулмасан, пĕтерет мана çĕвĕç. Хăнасем умĕнче çĕнĕ фасонлă платйĕсĕр мĕнле çӳрес? — тет амăшĕ, упăшкин кăмăлне куçĕнчен пăхса пĕлме хăтланса.
— «Куçса çӳрекен çурта, тепĕр майлă каласан палаткăна, тăватă сийлĕ тунă: пĕрремĕш сийĕ — брезент, иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕ — гагара мамăкĕ, тăваттăмĕш — каллех брезент...»
— Ташлама пирĕн хваттер пĕчĕкрех-ха, — тет амăшĕ, чей тултарса.
— Хамăрпа юнашар пӳлĕме йышăнакан Сидоров больницăра уйăха яхăн выртать ĕнтĕ. Хăçан вилесси паллă мар. Вилсен, пӳлĕмне хамăра валли йышăнса, хваттере аслăлатас ĕмĕтĕм пурччĕ! — тавăрать ашшĕ вилеймен Сидоров çине тарăхнă сасăпа.
— «Палаткăран инçете тухса çӳреме шухăшламастпăр... — вулать малалла пит интересленнĕ Мишша. — Пăр çурăкĕ пурри сисĕнсен, вăл çурăк ăçта пуçланса ăçта пĕтнине сăнамалла пулать. Инçете тухса çӳреме пирĕн вăхăт пулас çук, мĕншĕн тесен...»
— Отпускра Крыма кайма та чылай укçа кирлĕ. Хăнасем пăхма та укçа тухать! — шухăша каять Мишша ашшĕ.
— «Куçса çӳрекен пăрпа ăçталла çаврăнса çӳресси халĕ паллă мар-ха. Эпир ларнă пăра ытти пăрсем хĕсме тытăнсан, пирĕн хамăрăн палаткăна урăх пăр татăкĕ çине куçарса лартма тивĕ».
— Путевкине памĕç-ха, — тет ашшĕ, хăйĕн шухăшне татах малалла тăсса. — Пурăнатăп — никама та тĕкĕнместĕп. Службăра мĕн-мĕн хушнине пурне те тăватăп. Кăтартнă çулпа çӳретĕп. Çапах ман çине чалăш куçпа пăхакан та пур.
— «Мунча (ваннăпа душ) çинчен нумайлăхах манмалла пулать, — вулать малалла Мишша. — Ним те тăваймăн, мĕншĕн тесен пĕр витре шыв тума Арктикăра 7–8 витре юр ăшăтма лекет. Хутмалли япаласем мунча кĕме шыв ăшăтмалăхах çук. Çийĕнчен тата пирĕн палаткăра çăвăнма та сивĕ пулать...»
— Санаторие кайма кăна мĕнле чирпе чирлени çинчен хут илмелле. Канмалли çурта кайма ун пек хут кирлĕ мар. Эсĕ вĕт... Крыма, шыва кĕрсе канса пурăнма çеç каятăн, сывалас-тăвас тĕлĕшпе мар, — тет арăмĕ, юратнă упăшкине лăплантарса.
— Хăратăп-ха, — тет ăна хирĕç упăшки.
— Мĕнрен хăратăн? — пăхать унăн куçĕнчен арăмĕ.
— Иртнĕ эрнере пулнă пуху протоколне паян стена çине çакса янă. Протоколне вуларăм та... унта пренире кам-кам тухса каланине асăнман та.
— Мĕнех вара?
— Ара, кам та пулин пуçлăха пухура сана вăл та критиклерĕ тесе ман çинчен суйса кăтартсан... пуçлăх умĕнче мĕнле майпа тӳрре тухаяс? Протокол çине кам-кам тухса каланине çырнă пулсан, пухура эпĕ çăвар уçманнине пĕлме протокол çине çеç пăхăр, теме пултараттăмччĕ.
— «Эпир Çурçĕр полюсĕн этем пĕлмен ĕмĕрхи ĕçĕсене пĕлме тивнĕ чысшăн пĕтĕм чĕререн савăнатпăр», — вулать Мишша.
— Ĕнер пулнă пухура мана тӳлевсĕр ĕçлемелли вырăна суйланă. Тьфу! Кам айăплă? Хам айăплă! Уборнăйсем таса марри çинчен тухса каларăм та чей ĕçме тесе киле таврăнтăм. Хам çук пулин те, кайран суйлавсем вăхăтĕнче, мана санитар комисси членне кĕртнĕ.
— Сана миçе хут каланă: пухăва кай, анчах нимĕн те ан шарла, ахаллĕн сана пĕр-пĕр ĕçе суйласа хураççĕ!
— «Эпир çĕнтеретпĕр. Çурçĕр полюсĕнче хамăрăн Тăван çĕршыв ялавĕ вĕлкĕшет», — тенипе пĕтрĕ Мишша вуланă статья.
Лутра çын лутка çурă ĕçет, теççĕ. Мишша ашшĕ, лутра çын пулин те, чейне лутка çурă ĕçмерĕ, стакан ĕçнипех тăранчĕ.
Çанталăк йĕпе те сивĕ тăнă пирки Атăл леш енне уçăлса çӳреме кайма май килменни çинчен калаçкаланă хыççăн Мишшан ашшĕпе амăшĕ сĕтел хушшинчен тухрĕç. Мишша хаçатне хурса журнал тытрĕ. Журналта пичетленнĕ «Мещенлĕх» статьяна вулама тытăннăччĕ кăна — алăка шакканă сасă илтĕнчĕ.
Мишша амăшĕ шалтан питĕрнĕ алăка уçса ячĕ:
— Килех, килех, Мария Петровна!
Унчен те пулман — пӳрте капăр тумланнă, кăтра çырă çӳçлĕ, шап-шурă пĕчĕк аллине «Моды Парижа» журнал тытнă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Пӳрте роза чечекрен тунă духи шăрши сарăлчĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...