Пилешĕм, пилеш...
Чӳрече умĕнчи пилешĕм те, акă, ылтăн тум тăхăнчĕ-çке. Унăн хĕмленсе тăракан хĕрлĕ çырлисем, сар хĕвел пайăркине асаилтерекен саррисем, хушшинчен симĕс çулçисем кĕрхи лăпкă çилпе вĕлтĕртетсе çĕр çине ӳкеççĕ. Мĕншĕн ун çинчен куçăма илейместĕп-ха? Вăл мана тухатланăн, тинкеретĕп, тинкеретĕп... Юнашарах йăрăс пӳллĕ шурă хурăн тавралăха илем кӳрет-çке, вăл та ытарайми ылтăн тупма капăрланнă-çке. Пурте мана ăмсанăр тенĕ евĕр, пур юрăсенче те илĕртӳллĕ сарпикепе танлаштаракан шурă хурăн, сап-сарă çулçисемпе асамлăн шĕпĕлтетет. Анчах та мана хĕмленсе тăракан тумлă пилеш тыткăнламаллипех тыткăнлать, асаилӳ çăмхине сӳттерет.
Пилешĕм, пилеш... Çамрăклăхăмри чи юратнă йывăçăм, тусăм. Санпа манăн пĕрремĕш ырă туйăмсем — чун-чĕремри хĕлĕхсем çыхăннă. Ун чухне те эсĕ вутлăн-хĕмлĕн йăлкăшса аякранах курăнса лараттăн. Чĕремре пĕрремĕш юрату çуралнă чух таврара ылтăн кĕркуннеччĕ. Эсĕ, пилешĕм, яланах çумраччĕ, савнă тусăм аякра-аякра. Чӳречене уçса аллăма тăссанах санăИ1уратусене сĕртĕнеттĕм, çулçусене ачашлаттăм. Тунсăх пуснă чĕреме лăпкă-лăпкă пулса каятчĕ. Çулçусен шĕпĕлтетĕвĕ савнă тусăм хăлхаран асамлăн пăшăлтатса калакан çепĕç сăмахсем пекех туйăнатчĕ. Вĕçĕмсĕр итлес килетчĕ çав калаçăва, сан асамлă çулçусен шĕпĕлтетĕвне. Пилешĕм, эсĕ ырă тĕлĕк пекех, ырă асаилӳсен уççи...
Пилешĕм, пилеш... Чунăмра ăмсану туйăмĕ çуратакан тусăм. Çутçанталăк сана ăмсанмалăх илем панă, тавралăха капăрлатма, тыткăнлама. Çулçусем... çулçусем те ытти йывăçсенни пек мар-çке, вĕсем те хăйсене май асамлăх паллиллĕ. Вĕлтĕр-вĕлтĕр туса çĕр çине лăпкăн çеç ӳкеççĕ, ура айĕнче асамлă кавир тĕртеççĕ. Мĕнле пуян эсĕ, тулăх кĕркунне! Ылтăн кĕр саншăн кăна çитнĕн туйăнать: тĕрлĕ тĕслĕ çулçусем йĕпкĕн хĕрлĕ, кăвар пек пиçсе çитнĕ çырлусемпе хутшăнса кайса пушшех те асамлăх парнелеççĕ. Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ-çке, санăн та çулçусем тăкăнса пĕтрĕç, анчах та хĕп-хĕрлĕ пиçсе çитнĕ çырлусемпе эсĕ çав-çавах илемлĕ. Мĕн юр ларичченех сана иртен-çӳрен ăмсанса пăхать, юратнă пилешĕм.
Пилешĕм, пилеш... Çут çанталăка, çӳлти Туррăмăра эсĕ çак çĕр çинче тымар янишĕн, папка кăларса чечеке ларнишĕн, тавралăха илемлĕхпе асамлăх парнеленишĕн пуç таймалла. Санăн тымару нихăçан та ан хăртăр, пур ӳсентăранăн, пур чĕрĕ чунăнни пекех хунав ярса ĕрчетĕр. Пилешĕм, ӳс эсĕ, юратнă тусăм, çĕнĕрен те çĕнĕ хунавсем кăлар. Çуркунне çитсен чечеке лар, кĕркунне вара... паянхи пекех хăвăн илемӳпе, пуянлăхупа тыткăна ил. Этем чун-чĕринче пĕтĕм чĕрĕ йывăç-курăка хаклас, упрас туйăма çурат, пилешĕм. Маншăн вара эсĕ яланлăхах ылтăн кĕркунне тухатланă асамлă йывăç пулса юлатăн, пилешĕм...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...