Эсĕ — ман чере таппи
Ывăлăма — Артема халаллатăп
Ывăлăм, чун çутиçĕм... Эсĕ çут тĕнчене килсен маншăн çак çĕр çинче иккĕмĕш пурнăç пуçланнине туйрăм, пепкем. Нихăçан та, нихăçан та пĕччен пулмасса туйса, пĕтĕм чун хавалĕпе çапла пăшăлтатрăм: «Ывăлăм, ман чĕре таппиçĕм, ман чун çутиçĕм...» Маншăн кăвак хуппи уçăлчĕ, çут тĕнче çуталчĕ, ывăлăм.
Тĕпренчĕкĕм, ĕмĕтĕм... Эсĕ манăн пуриăçăмри чи çутă ĕмĕтĕм, ывăлăм. Сана чĕре айĕнче йăтса çӳренĕ чухнех çак çĕр çине ЭСĔ килессе — ЫВĂЛ килессе чун-чĕремпе туяттăм, сисеттĕм, ĕмĕтленеттĕм. Ĕмĕтĕмри ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ: манăн ЭСĔ, ЭСĔ, ЭСĔ пур, ывăлăм.
Ывăлăмçăм, сывлăшăм... Санăн сывлăшупа — эпĕ, эсĕ — манăн сывлăшпа сывлатпăр. Этем çак çĕр çинче сывлăшсăр пĕр минут та пурăнма пултараймасть, эпĕ те сансăр пĕр самант та пултараймастăп, ывăлăм.
Пепкемçĕм, пăхаттирĕм... Манăн вăй-хăватăм, иксĕлми мулăм. Пĕчĕк те çепĕç аллусемпе мăйран нихăçан уйрăлмасла ыталаса илетĕн. Пире никам та, нимĕнле усал вăй та, нимĕнле çил-тăвăл та уйăрайманнине туйса хама юмахри паттăртан та вăйлăрах туятăп. Вăй парса тăракан хăватлă ПĔЧĔК. ЭТЕМ, эсĕ манăн пăхаттирĕм, ывăлăм.
Ывăлăмçăм, шанчăкăм... Санра — ман пурнăç теллевĕ, санра мана пурăнма хавхалантаракан иксĕлми вăй. Санра — чун-чĕреме хăпартлантарса тăракан хурçă шанчăкăм, ывăлăм.
ЭСĔ, ЭСĔ, ЭСĔ — МАНĂН, чун çутиçĕм, ĕмĕтĕм, сывлăшăм, тĕпренчĕкĕм, мулăм, шанчăкăм, ывăлăм.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...