Пĕлĕтсем


Ăçта васкатăр, пĕлĕтсем? Ăçта чупатăр?

Кам хуйхине илсе каятăр-ши пĕрле?

Унтан, çӳлтен, çын инкекне сăнатăр.

Е, тен, йĕретĕр эсĕр те çĕрле?

 

Ăçта васкатăр, пĕлĕтсем? Ăçта чупатăр?

Мĕн-ма-ха шăпăрт? Кĕрле-кĕрле

хура кĕрпе, тен, хушăран вылятăр?

Е, тен, илетĕр ман чуна пĕрле?

 

Ăçта васкатăр, пĕлĕтсем? Ăçта чупатăр?

Ан хăрăр! Пурпĕрех ӳкместĕрех çĕре.

Çĕр çылăхĕсене çӳлтен кăна куратăр.

Эпир вара çĕкленейместпĕр, ав, çӳле.

 

Ăçта васкатăр, пĕлĕтсем? Ăçта чупатăр?

Илсемĕрччĕ пĕрле! Çитерĕрччĕ киле!

Йывăрлăхран эсир те, тем, таратăр.

Чупас-и-мĕн хыçран ӳле-ӳле?

 

Ан васкăр, пĕлĕтсем! Ан чупăр!

Пĕччен чухне кĕрес килмест киле.

Унта — пуш-пушă. Каçсерен йĕретĕп.

Е, тен, йĕретĕр эсĕр те пĕрле?

 

Ан васкăр, пĕлĕтсем, ан чупăр!..

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Влад Маскай (2019-05-16 20:53:53):

...юратушăн хĕрарăмсен тертленĕвĕ пирĕннинчен, арçынсеннинчен, чылай çӳлте тăнине, вăл сăвăсăрах чаплăран-чаплă сăвăран та ирттерме пултарнине уçăмлăнах куртăм эпĕ персонаж пĕлĕтсемпелен калаçнинче! Вĕсемпе вара, пĕлĕтсемпе, пысăк череллисем анчах калаçăва тăсма ăс-хал çитерме пултарни те палăрчĕ! Чăн-чăн драмăллă илемлĕ лирика!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: