Вĕри çĕлен
Вĕри çĕлен (вĕре çĕлен) каçхине тĕттĕм тӳпе тăрăх ярăнса, вут-хĕм сапса вĕçсе çӳрет. Вĕри çĕлен тĕне кĕртмесĕр вилнĕ е вăрттăн çуратса вĕлернĕ хĕр ачисенчен пулать тет. Вĕри çĕлен каччăсемпе хĕрсене е çамрăкла тăлăха юлнă арăмсене ерсе вĕсене хĕне ярса вĕлерет тет. Çамрăк арçын е каччă мĕнле те пулин хĕре хытă юратса ăна качча илеймесĕр юлнă пулсан тата çавăн пекех хĕр-упраç е çамрăк арăм пĕр-пĕр арçынна чунтан юратсан та ăна качча каяймасăр юлнă пулсан юратупа кулянса пурăннă вăхăтра вĕсене вĕри çĕлен ерме пултарать. Каччă патне вара çĕрле çав вĕри çĕлен хăй чунтан юратнă хĕрĕ пулса пырать тет. Хĕрсем е çамрăк арăмсем патне вăл хăйсем юратакан арçын пулса пырать тет. Савни пулса пынă вĕри çĕлен — хĕрпе е каччăпа çĕрĕпех пĕрле пулать, ернĕ çынсене вăл ыталать, чуп тăвать, чăн-чăн савни пекех пулса унпа пĕрле выртать тет. Çамрăксене вăл çывăрма та памасть, çакăн пирки вĕри çĕлен ернĕ çын ывăнса çитсе хĕне (чире) каять, юлашкинчен вĕсене вĕлерсе те пăрахать тет. Хĕрарăма ернĕ вĕри çĕлен, унăн савни пулса пынăскер, ăна час-часах хĕнет те асаплантарать тет.
Вĕри çĕлен хăй ернĕ çамрăксене çĕрле пыни çинчен никама та калама хушмасть, çынна каласа парсан вăл вĕсене вĕлерес пек хĕнет тет. Ун пек чухне вĕри çĕлен ернĕ çын патĕнче хăраман çынсен пăшалпа е тимĕр таврашĕ тытса вăрттăн хурал тăмалла. Хурал тăнă чух çеç вĕри çĕлен пыма пăрахать тет.
Акă пĕр тĕслĕх.
Анаткасри Алтык Сахарĕн Анюк ятлă пĕртен-пĕр хĕр çитĕннĕ. Яштăм пӳлĕ те хитре хĕр пулнă вăл. Анюк Микихвер ятлă каччăпа туслă пурăннă. Микихверĕ те хӳхĕм каччă пулнă. Анюка вăл чăннипех те юратнă пулмалла. Анчах та Микихвер ашшĕ пуян пулнă, Анюкăн ашшĕ-амăшĕ чухăнрах пурăннă. Çавăнпа та Микихвере ашшĕ Анюка илтермен, урăх ялтан хăй пекех пуян çын хĕрне илсе панă: Улталанса юлнă Анюк Микихвершĕн хытă куляннă, хуйхăрнă, ăна вăл нимпе те манма пултарайман. Çак вăхăтра вара Анюка вĕри çĕлен ернĕ. Анюк çуллахи каçсем пĕр-пĕчченех шур кĕлетре çывăрнă пулнă та, ун патне кашни каçах вĕри çĕлен Микихвер пулса пынă. «Эпĕ сана çаплах юрататăп, Анюк. Атте-анне ирĕксĕр илсе панă арăма хуса яратăп, вара санах качча илетĕп», — тесе ĕнентернĕ вăл Анюка... Анюк ăна ĕненнĕ, ку чăн-чăн Микихверех ман пата каçсерен вăрттăн килет тесе шутланă вăл. Çакна пула Анюк часрах Микихверпе пулас тесе каç пулсанах кĕлете çывăрма кайма васканă. Унта вара Микихверĕ пырасса кĕтнĕ. Вĕри çĕлен Микихвер пулса пырсан вăл унпа калаçнă, кулнă, макăрнă. Эрне хыççăн эрне иртнĕ — Анюк типсех, начарлансах пынă. Ашшĕ-амăшĕ вăл хĕнлĕ чире кайнине пĕлнĕ. Пĕррехинче, тĕттĕм каç, Анюк ашшĕ пăлтăр умĕнче шухăша кайса ларнă. Сасартăк тĕттĕм тӳпе тăрăх вут-хĕм сирпĕтсе вĕри çĕлен ярăнса пыни курăннă. Вăл урам урлă, кил картишĕ çийĕн вĕçсе иртнĕ те хăйсен анкартинех анса çухалнă. Сарай ӳрлă çил вĕçсе иртнĕ пек, темскер вашăлтатсă илнĕ, унтан кĕлет алăкĕ уçăлса хупăнни илтĕннĕ. Çӳçенсе кайнă Сахар хăра-хăрах хĕрĕ çывракан кĕлет пуçне кайса тăнă. Кĕлетрен мăкăртатса калаçнисем илтĕннĕ.
— Ах, Микихвер... чунăмçăм! Сана кĕтсе ывăнтăм, — тесе юншахланă унăн хĕрĕ Анюк. Вăл юрату сăмахĕсем каланă, Микихверне часрах качча илме тархасланă.
Хăраса кайнă Сахар пӳртне чупса кайнă та арăмне вăратнă, ăна хăйсен хĕрĕ кĕлетре Микихверне калаçни çинчен каласа панă. Вĕсем вара васкасах иккĕш те кĕлет патне кайса тăнă. Ку вăхăтра хĕрĕ, Анюк, хӳхленĕ, йĕнĕ, вăхăчĕпе кулнă, вăхăчĕпе макăрнă. Арçын сасси илтĕнмен.
Сахарпа арăмĕ кĕлет алăкне шаккама пуçланă. Анюк шăп пулать. Ăна алăка уçма хушаççĕ. Анюк уçмасть. Ашшĕпе амăшĕ алăка хирсех уçса кĕреççĕ те хĕрĕ вырăн çинче пĕчченех макăрса выртнине кураççĕ.
— Кампа калаçатăн эс! Текех Микихвере асăнатăн? Ăçта кунта Микихвер? — тĕпчет унăн ашшĕ.
Хĕр ашшĕнчен вăтанса ăна ним те каламасть. Кайран, тепĕр кунне, вăл амăшне кăна каласа парать: «Ман пата кашни каçах Микихвер вăрттăн çӳрет. Вăл мана качча илетĕп тесе тупа тăвать», — тесе каласа парать вăл хăйĕн амăшне.
Амăшĕ çакăн çинчен хăй старикне каласа парать. «Çук, çук!.. Микихвер килме пултараймасть. Вĕри çĕлен вĕçсе килнине хăм куçпа хам куртăм. Вĕри çĕлен ернĕ ăна. Куратăн, енле типсе-хăрса ларчĕ хĕрӳ», — тенĕ Сахар хăй арăмне. Вĕсем хĕрне пӳрт çенĕкне куçса хăйсемпе пĕрле çывăрма хушнă. Анюк итлемен: «Эпĕ Микихверсĕр пурăнаймастăп», — тенĕ вăл.
Çакăн хыççăн Сахар кӳршĕрен пăшал тупса кĕлет умĕнче кашни каç хурал тăма пуçланă.
Пĕррехинче кантăрла уйра тырă вырса ывăннă Сахар хурал ларнă çĕртех выртнă та çывăрса кайнă. Ирхине кĕлете кĕрсе хĕрне пăхать те тĕлĕнсех каять: Анюкăн пĕтĕм пичĕ-куçĕ чăрмаланса пĕтнĕ, кăвакарнă, юнланнă.
— Мĕн пулчĕ, Анюк? Кам хĕнерĕ-и капла сана? — ыйтнă унтан ашшĕ.
— Микихвер хытă хĕнесе хăварчĕ, — тенĕ вăл йĕре-йĕре.
— Мĕншĕн апла хĕнет? — тĕлĕннĕ ашшĕ.
— Вăл ман пата вăрттăн килсе çӳренине аттене каласа патăм, çавăнпа хĕнерĕ. Çынсене калама хушманччĕ. Эпĕ каларăм... Халь ĕнтĕ вăл мана вĕлерес пек хĕнерĕ те урăх нихçан та килместĕп тесе хăварчĕ тенĕ те Анюк сасăпах ӳлесе макарнă.
Ашшĕ Микихвер çӳренине ĕненмен.
— Хĕрĕм, сана усал ернĕ... Турра кĕл ту... Микихвер мар вăл — вĕри çĕлен сана çапла асаплантарать, — тенĕ Сахар хăйĕн хĕрне.
Хĕрĕ ăна çаплах ĕненмен, ман пата чăн-чăн Микихверех килсе çӳретчĕ тесе ĕнентерме тăрăшнă вăл.
Çакăн хыççăн хĕр патне вĕри çĕлен аннине урăх пĕртте курман, хĕрĕ те Микихвер таках мана пăрахрĕ тесе тунсăхланă, хуйхăрнă. Пĕр-икĕ çул асапланнă хыççăн хайхи Анюк начарланса вилсе кайнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...