Хĕр (Киря) шыв ячĕ ăçтан тухнă?


Чăваш реснубликинче «Киря» ятлă юхан шыв пур. Киря — Сăр шывĕн сылтăм енчи юпписенчен пĕри. Вăл тăршшĕпех вăрман витĕр юхса выртать: Йĕпреç станцинчен 6—7 километр кăнтăр-хĕвел тухăçнерехрен пуçланать те хĕвел анăçнелле кайса Сăр (Сура) шывне кĕрсе хутшăнать. Киряна чăвашсем «Хĕр шывĕ» е тӳрех «Хĕр» теççĕ. Унăн чăн-чăн ячĕ чăвашсем каланă пекех «Хĕр» пулнă пулмалла. Анчах та, вырăссем ăна вырăсла транскрипципе çавăрса хунă та вырăнти географи çырăвĕсенче те, картографире те «Киря» теме пуçланă; мĕншĕн тесен вырăсла «Хĕр» («ĕ») тесе каламă йывăр. Çавăн пирки вырăс чиновниксем чăваш ял ячĕсен тата вĕсен çырми-çатрисен ячĕсене пурне те пăсса, сăмахран: «Ишек» тĕнине — Ишаки, Упакасси тенине — Абакасы, Юнтапа — Яндобы, Çĕрпел — Сюрбеевка тата ыт. те.

Хĕр шывăн ячĕ мĕнле тухса кайни çинчен çакăн пек легенда пур.

«Тахçан ĕлĕк Хĕр шывĕ тăрăхĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр сĕм вăрман кашласа ларнă. (Вăл халĕ те вăрманлăхрах-ха.) Вăрманĕнче никамăн та мар шутланнă ирĕклĕ хурт-хăмăр нумай пулнă. Çав пыл хурчĕсем ватă йывăç хăвăлĕсенче йăва çавăрса пурăннă: карас тунă, пыл пуçтарнă. Ун чухне вăрманĕ те хуçасăр-мĕнсĕр ирĕклĕн сарăлса ӳснĕ. Хальхи Пăрачкавпа Кудей — Улатăр таранах çав вăрман чăвашсенĕн шутланнă. Çав вăрманта уй енчен, Çĕрпӳ çывăхĕнчен, пынă чăвашсем çех сайра-хутра çаврăнкаласа çӳренĕ.

Пĕррехинче, çулла, çав вăрмана Шĕкĕр ялĕнчен (Çĕрпӳ районĕнчи Шĕкĕр—Шугурово ялĕ) виçĕ чăваш пырса çитнĕ. Вĕсем унта хурт-хăмăр шыраса шалтан шалалла кĕрсе кайнă та пĕр ятсăр юхан шыв, халиччен илтмен-курман шыв хĕррине пырса тухнă. Шыв хĕррипе ун юхăмĕ май утса вĕсем питĕ инçе кĕрсе кайнă. Питĕ илемлĕ пулнă ку ятсăр юхан шыв улăхĕ. Улăх тăрăх çамлăх, хырлăх тĕлĕпе чăрăшлăх-хурăнлăх кĕпĕрленсе ларнă, вырăнă-вырăнĕпе унтах çаранлă уйланкăсем, чечеклĕ ĕшнесем симĕсленсе выртнă... Акă пĕр тĕлте çак чăвашсем хурт-хăмăрлă вырăн тупнă. Пĕр ватă хыр хăвăлĕнче, çӳлте, хурт йăви пулнă. (Туратсăр йывăç вуллисем тăрăх хăпарма чăвашсен тилхепе евĕрлĕ çинçерех те вăрăм сӳс вĕренсем пулнă. Вĕренĕн вĕçĕнче чултан е тимĕртен тунă муклашка, чăмăр япала пулнă, ăна салтăнмалла мар çыхса хунă. Çав вĕрене чăвашсем «çивĕт» тенĕ.) Хурт йăви тупнă чăвашсем хыр тăррине çивĕт ывăтса янă. Çивĕт хыр вуллине яваласа илсен, ун тăрăх пĕр чăвашĕ хыр çине хăпарса кайнă, иккĕшĕ çĕре, хыр кутне тăрса юлнă. Хурт йăви патне хăпарса çитнĕ чăвашĕ тин çеç пылне илме пуçланă тет ĕнтĕ. Шăн та лăп çак самантра вĕсем патне темиçе вырăс çынни пырса çитнĕ. Вĕсем те пыл пуçтарма пынă Пăрачкав енчи вырăссем пулнă. «Эсир пирĕн пыла вăрлама килнĕ-и? Кам ирĕк панă сире кунта килсе кĕме?!. Тавай тытатпăр та вĕлеретпĕр вĕсене!»—тесе кăшкăрнă вырăссем. Чăвашĕсем вырăсла лайăх пĕлмен, вĕсемпе калаçма пултарайман: ку сирĕн мар, пирĕн вăрман теме те пултарайман. Вырăссем вăрçма, кăшкăрма тытăнсан хыр кутĕнче тăракан икĕ чăвашĕ хăйсен йывăç çинчи юлташне пăрахсах тара панă. Тарнă та куçран çухалнă.

Вырăссем (улпут çыннисем) хыра хупăрласа илнĕ те ун çинчен чăваша часрах анма хушнă. Чăвашĕ хăранипе анман. Лешсем вара хыра пуртăпа касма тытăннă. Аптранă чăваш унталла-кунталла пăхкалать. Вăл хăпарнă хыр çав ятсăр юхан шыв хĕрринче ларнă пулнă. Вырăссем патне анас — вĕлереççĕ тесе шутланă вăл. Хайхискер, çивĕтне пуçтарса чăмăртать те унăн муклашкаллă вĕçне юхан шыв тепĕр енче ларакан йывăç çинелле ывăтать. Çивĕт вĕçĕ шыв леш енчи йывăç вуллине çавăрса илет. Вара, хай чăваш, çивĕтĕн тепĕр вĕçĕнчен хытă çулăхса тытнăскер, çивĕт туртнипе ярăна парать юхан шыв тепĕр еннелле. Ярăнать те йăпăрт! пырса тăрать хăйĕн çивĕчĕ явакласа илнĕ йывăç çывăхне. Улпут хресченĕсем юхан шыв тепĕр еннех тăрса юлаççĕ. Хăйсенчен хăтăлнă чăваш çине тĕлĕнсе пăхаççĕ те: «Вăт явăл! Этем мар ку — кайăк!»—тесе, аллисемпе пĕçĕ тăрăх шарт кăна çапаççĕ.

Пĕччен юлнă чăваш тарнă юлташĕсене кăшкăрать — лешсен сасси çук! Вара вăл юхан шыв хĕррипе тăвалла, хăйсем килсе кĕнĕ кай йĕр çинелле, утать. Утать-утать Шĕкĕр чăвашĕ — никама та тĕл пулмасть, юлташĕсене те тупаймасть. Каç пулса çитме пуçлать. Çын шикленме тытăнать. «Çĕтсе кайрăм-çке эпĕ! Ăçта каяс, мĕн тăвас?»—тесе пăшăрханать вăл. Шыв хĕррипе пынă чух, малта, курах каять пĕр чипер хĕр юрлакаласа пынине. Хĕрĕ тухьяпа, амасемпе пулнă, тевет çакса капăрланнă, пĕр аллинче йывăç витре пулнă. Тĕлĕннĕ чăваш чарăнать те сывлама чарăнсах ку хĕр ăçталла, мĕн тума кайнине пăхса тăрать.

Унччен те пулмасть — илемлĕ хĕр сукмакпа утса юхан шыв çыранне анать те çыран тăрăх утса шыв ăсма пуçлать. Шывне вăл куркапала ăснă. Хăш-пĕр ăсса илнине витрене янă, хăшне-пĕрне тутанса пăхнă та каллех сапса янă.

Шĕкĕр чăвашĕ хĕр патне пырса ăна сывлăх сунать.

— Хĕрĕм, калаччĕ-ха: мĕншĕн апла эсĕ шыва суйласа ăсатăн? Хăш куркине витрене яратăн, хăшне каялла тăкатăн?— тесе ыйтнă çĕтнĕ чăваш.

— Тĕрлĕрен шыв юхса килет: хăшĕ тутлă, хăшĕ йӳçек... Эпĕ лайăх шывне çеç суйласа ăсса илетĕп, — тенĕ хĕр...

Шывне ăсса тултарсан хĕр çыран улăхне хăпарнă та Шĕкĕр çыннинчен вăл кунта мĕнле килсе лекни çинчен ыйтма пуçланă. Шĕкĕр çынни ăна хăй мĕнле çĕтсе кайни çинчен каласа панă. «Эпĕ пĕччен юлтăм, çĕтсе кайрăм, хăратăп та ĕнтĕ»,— тенĕ вăл.

Хĕр ăна хăй патне хваттере илсе кайнă.

— Акă кĕр пирĕн пӳрте. Эпир кунта аннепе иксĕмĕрех пурăнатпăр,— тенĕ вăл Шĕкĕр чăвашне хăйсен хваттерне çитерсен.

Алăка уçса пĕр пысăк пӳлĕме кĕрсе тăрсанах Шĕкĕр çынни çав тери тĕлĕнсе кайнă. Хĕрсен пӳрт ăш-чикки питĕ чаплă пулнă: унăн стенисем кĕмĕлĕн-мерченĕн йăлтăртатнă, пӳртри япалисем ылтăн тĕслĕн çиçсе тăнă, тум-тирĕсем укапа-пурçăнпа йăлкăшнă, унта та кунта ылтăн-кĕмĕл савăт-сапасем курăннă. Хĕрĕн амăшĕ курăнман.

Шĕкĕр çынни тĕлĕннипе: «Тур çырлах анчах!.. Ах, Турă, Турă, мĕнле пуян эсир капла!» — тесе кăшкăрса янă тет.

Турă ятне асăнсанах ылтăн-кĕмĕллĕн курăннă чаплă çурт та, илемлĕ хĕр те куçран çухалнă тет. Пăхать чăваш йĕри-тавра: умра та, хыçалта та, айăккисенче те тăмпа хура тăпраллă стенасем кăна! Вĕсем ишĕлсе йăштартса çеç тăраççĕ. Вăл темĕнле сакăлталлă çĕр шăтăкне çеç кĕнĕ пулнă иккен! Хăранипе, çӳçеннипе унăн пуç çинчи çӳçĕ чăшăл! тăрса кайнă, çан-çурăмĕ сиввĕн сăркаса илнĕ... Тухать те çак çĕр шăтăкĕнчен чăваш текех Турă ятне асăнса, Пӳлĕхçĕне Пихампара кĕл туса хăвăртран хăвăрт малалла чупать... Ик-виçĕ кунтан тин вăл аран-аран пĕчĕк Кушлавăш уйне пырса тухнă.

Унта, тин çеç пуçланакан пĕчĕк ялсенче, çав ятсăр юхан шыв çинче илемлĕ хĕре курни çинчен каласа панă. Пурте тĕлĕнеççĕ.

Аслă вăрманти ятсăр юхса выртнă юхан шыв çинче Шĕкĕр чăвашĕ çавăн пек илемлĕ те асамлă хĕре курнă хыççăн çав шыва «Хĕр шывĕ» теме пуçланă. Вырăссем ăна чăвашсенчен илтсе «Кирь — Киря» теме тытăннă.

Автортан. Ку халапа Упакассинчи легендăсене нумай пĕлекен çын Емельян Федотов — чăвашла «Ярччи Хветут Имĕлйанĕ» тенĕскер, темиçе хут та каласа панине астăватăп. Емельян Федотов 50 çулсене çитсе 1913—1914 çулсенче вилчĕ пулмалла. Халлапсене каласа пама вăл питĕ ăстаччĕ.

Эпĕ ун чух вăл çак Хĕр шывĕ çинчен каласа панине пит хакласах та кайман. Шутлаттăм: мĕнле вара Çĕрпӳ леш енчи Шĕкĕр чăвашĕсем, Кушлавăшран иртсех, Хĕр шывĕ çити çӳренĕ. Вĕсене унта çитсе çӳреме 70—75 çухрăм е 80 çухрăм таран та пулнă.

Ак халĕ кăна, В.Д. Димитриевăн «Чăваш халăхĕн XVIII ĕмĕрти историйĕ» кĕнекине вуланă хыççăн, ку халлап мана тĕлĕнтерсех ячĕ. Унта каланă тăрăх, Сăр вăрманĕнчи Хĕр шыв тăрăхĕ — чăнахах та Шĕкĕр (Шугурово) тата темиçе ялăн шутланнă. Унта вĕсем бортничество ĕçĕпе (пыл пухса) çӳренĕ. Пуçтарнă пылтан темиçе пайне патшалăх хыснине парса тăнă. Ун чух çавăн пек йĕрке пулнă: патшалăх влаçĕ хысна хресченĕсене вăрманти кайăк-пыл хурчĕсене пухма (бортничество), пухнă пылтан пĕр пайне хыснана тӳлесе тăмалли хутсем туса панă.

Çакăнтан шутласан, миçе çул хушши сыхланса усраннă-ха ку халлап чăваш халăхĕ хушшинче! Тата вăл истори чăнлăхĕсемпе те çыхăнса тăнă иккен!

 

Апрелĕн 1-мĕшĕ, 1961 çул.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: