Шăнтакан
Шăнтакан тесе мĕнле чире каланине те пĕлместĕр пулас-ха эсир. Шăнтакан тесе малярия ятлă чире калаттăмăр авал. Ярак мучи çырла пиçме хатĕрленнĕ вăхатра шăнтакан чирпе чирленĕ. Шăнтать те шăнтать, тет. Тăлăп тăхăнса ларсан та, сивĕ чухнехи пек чĕтретет те силлет, тет. Ярак мучин курпунтарах çурăмĕ те, ансăртарах кăкăрĕ те шăнса кайнă, тет, ура тупанĕ те шăнса кайнă, тет, çӳçĕпе сухалĕ çеç шăнма пĕлмеççĕ, тет.
— Ку шантакан чиртен мĕнле те пулсан хăтăласах пулать, — терĕ тет пĕррехинче Ярак мучи, çăварĕнчи хаяр табак тултарнă кушак пек мăрр, мăрр тутаракан чĕлĕмне ĕмсе туртса.
Шăнтакантан мĕнле хăтăлмалли çинчĕн пĕрин патне кайса ăс ыйтать, теприне тĕл пулса ыйтать... Нумай çынтан ыйтнипе ăсĕ шутсăрах нумайланса кайсан, вăл пилĕк-ултă катка пӳрте кĕртсе лартать те шыв тултарса хурать, хăй каткасем хушшине тăлăпне хывмасăрах кĕрсе ларать.
Унта вăл миçе сехет ларнине пĕлеймерĕмĕр, мĕншĕн тесен ун чухне ялта пĕр Сахрун ятлă пуянăн анчах сехет пулнă; вăхăта ун чухне сехет тăрăх мар, хĕвел çине пăхса пĕлнĕ.
Катка хыçĕнчи нимĕн тапранмасăр ларакан Ярака куракан: ку — хăйне чăх вырăнне хурса, çăмарта тума кĕрсе ларнă ĕнтĕ кунта, тесе шухăшламалла. Шухăшласси пулĕ вăл, анчах Ярака унта ларма çăмăлах пулман: тен, нумай ларнипе, унăн икĕ ури те çывăрса ларнă, тен, унăн ларнă хушăра эхĕм-эхĕм тесе ӳсĕресси те килнĕ, тен, кӳршĕ çынни Пракух пырсан, вал катка хыçĕнчен тухасшăн пулнă.
Пракухĕ, пӳрте кĕнĕ-кĕменех, унăн каткисене çутă парса тăракан кукша пуçне курах каять.
— Ха-ха-ха! Мĕн тума кĕрсе лартăн унта? — тесе ыйтать вăл.
— Ан шавла! — тет Яракĕ пăшăлтатса. — Шăнтакантан пытантăм. Çапла тусан, шăнтакан чир шывран хăраса çын патне пымасть, теççĕ. Кайран, çилленнипе, нихăçан та вăл çынна пырса ермест, теççĕ.
— А-а-а! Пулăшу пур-и?
— Çук никак!
— Апла мар кирлĕ. Шыв каткисем хыçне пытаннă та, анчах...
— Мĕн «анчах»?
— Хут çине «çав-çав çын килте çук» тесе çырса пĕрене çине çапмаллаччĕ..
Ярак катка хыçĕнчен тухрĕ. Хут çыракан шыраса ял тăрăх утма шут тытрĕ.
Кама çыртарас-ха? Хут пĕлекен ялта виç-тăват çын пур та, анчах вĕсем те: «Шăнтаканпа çыхланиччен упапа çыхлан», тейĕç, çырса памĕç тесе, хăйĕн хытса кушăрканă аллипе сухалне сăптăрать. Ял тăрăх çӳресен-çӳресен, аран-аран хут пĕлекен пĕр ачана пĕремĕкпе астарса, табак хучĕн тепĕр енне: «Ярак мучи килте çук, хăнана кайнă», тесе çыртарать. Çырнă хутне чĕтрекен аллисемпе пĕрене çумне çыпăçтарса хурсан, катка хыçне хутланса, курăнмалла мар пулса, вырнаçса ларать.
Сахал мар вăхăт иртсен, Ярак арăмĕ çум çумлама пахчана кайсан, пӳрте Упрам пырса кĕрет.
— Хуçисем çук-и-мĕн? — тесе, куçĕсене чарса пăрахса, йĕри-тавра пăхса илет. Катка хыçĕнчен кăвак тĕтĕм хăпара-хăпара кайнине курсан, «мĕн тĕтĕмĕ-ши ку», тесе катка хыçне пăхать. Катка хыçĕнче Ярак мучи пĕр хускалмасăр ларать, вăл çурăмĕпе сĕвеннĕ, катка хăми çумне çыпçăнса ларнă пекех туйăнать. Унăн çăварĕнчен тухакан чĕлĕм тĕтĕмĕ, Упрам пынăран, çил вĕрнĕ чухнехи пек хумханса каять.
— Э-э-э! Ярак?! Мĕн туса ларан? Ярак шарламасть.
— Шăшисем сыхлама кĕрсе лартăн-и? Ярак мĕн тума кĕрсе ларнине каласа парать.
— Апла эппин! — тет Упрам, ун çине тинкерсе пăхса — Ăнланатăп. Анчах катка хыçĕнче ма эсĕ чĕлемне паклаттаратăн? Шăнтакан эсĕ ăçта ларнине чĕлĕм тĕтĕмĕ тăрăх тупма пултарать.
Ярак мучи ăшĕнче темскер чĕтренсе каять.
— Чăн-çке! — тет вел, чĕлĕмне çӳп кĕтеснелле вăрт! çеç ывăтса ярса. Упрамĕ, Ярака чăрмантарас мар-ха тесе, çăм шлепкине тăхăнса ĕнси çине антарса лартать те алăка уçса тухса каять. Ярак унтах ларса юлать...
* * *
Каçпулттипе яла саплăклă сăхманне йӳле янă, çурăм хыçне кутамкка çакнă курпун старик пырса кĕрет. Каçса кайсах вĕрекен йытăсене туратлă туйипе хăмсаркаласа, ял хĕрринче пурăнакан Ярак мучи килкартине чăмать вăл. Ярак мучин карчăкĕ — Илтепи — ун чухне лаçран пӳртелле кĕретчĕ.
— Мана, ырă çын пулса, çĕр каçма вырăн тупса памăр-ши? — тет çул çӳрекен, пуçне манахсем пек тайса. — Атте турă пулăшнипе Русалимран, Христос тупăкĕ патĕнчен таврăнатăп та, каç умĕн кĕрсе выртас, терĕм. Иисус Христос: «Эпĕ выçă чух эсир мана çитермерĕр, ĕçес килсе ăш хыпнă чух эсир мана ĕçтермерĕр, çул çӳренĕ чух эсир мана хăвăр патăра кĕртмерĕр», тенине ан манăр.
Çул çӳрекене Илтепи кĕме хушрĕ. Старик, пӳрте кĕрсен, малти кĕтесре ларакан тусанлă турăш еннелле пăхса чылайччен сăхсăхать те:
— Пурсăра та канăçлăх пултăр, — тет, сассине тăсса ярса.
Кăмака çинчен Ярак мучин çутă пуçĕ курапса каять.
— Упăшку-и ку? Халсăр-и-мĕн? — ыйтрĕ старик, Илтепи куçĕнчен пăхса.
— Халсăр пулнă çав, — терĕ Илтепи, пуçне усса. — Шăнтакан ернĕ. Нимĕнпе те хăтăлмасть.
Ярака шелленĕ пек пулса, старик пуçне сулкаласа калать.
— Ак инкек! Усалли тупăнĕ вăл, ырри курăнмĕ. Чирлесси пулĕ. Эпĕ Русалим хулине çитсе куртăм, сивве-ăшша нумай туссе ирттертĕм. Анчах чир-чĕрсенчен, усал-тĕселтен турă мана сыхласа усрарĕ, мĕншĕн тесен святой шыв пур. Ăна Русалимри святой тупăк айĕнчи çăлкуçĕнчен ăсса илтĕм. Çав святой шыв кирек мĕнле чире те сирсе ярать.
Старик çинчен çулланса пăхакан куçĕсене илмесĕр итлесе ларакан Илтепи хашш хуйхăрса илет те тархаслама тытăнать:
— Таса шьгвна ман Ярака ĕçтерсе пăхмăн-ши? Укçам çук та, кĕпелĕх пир тата тепĕр алшăлли парăп. Тархасшăн, сипле!
— Юрĕ, — терĕ старик, хавасланннне пытараймасăр. — Пĕр черкке ĕçтерĕп.
Вăл кутамккине салтрĕ те унтан вараланса пĕтнĕ тутăр татăкĕпе чĕркенĕ бутылкине туртса кăларчĕ, ăна карчăка тыттарчĕ.
— Ĕмĕр-ĕмĕр тав тăавăр! — терĕ вăл, çимелли пама ыйтакан кушакла пăхса.
Ярак, мĕшĕлтеткелесе кăмака çинчен анса, старике алă пачĕ. Арăмĕ бутылкăран «таса шыва» кашăк çине ярса, упăшки аллине тыттарчĕ. Ярак, шăнасем хăваланă чухнехи пек туса, темиçе хутчен сăхсăхса илчĕ те кашăкри шĕвек япалана тӳрех ĕçсе ячĕ.
— Тьфу! — терĕ вăл юлашкинчен, йĕрĕнсе кайса. — Сан ку эрех-çке! Эрехе святой шыв тесе ĕçтерен! Тур хупман!
Çул çӳрекен, Ярак мучи çине темĕнле тĕленсе пăхса илнĕ хыççăн ура çине сиксе тăрса, кутамккине ярса тытать. Кутамккаран тутăрпа чĕркенĕ тепĕр бутылка туртса кăларать, пробкине уçса шăршласа пăхать, шĕвекне чĕлхи çине тутанать те ăна йĕрĕнсе сурса тăкать.
— Тур çырлахах! — тет хăй, айăпне туйса илнĕ сасăпа. — Мĕн туса хутăм-ха?! Святой шыв бутылки кутамккана юлнă, сана эрех лекнĕ. Эпĕ ăна апат хыççăн ĕçкелеме тесе туяннăччĕ... Каçарсамах, ырă çыннăм!
Старик сăмахĕсем чĕре çине кислота тумлатнă пекех туйанчĕç Ярака. Вăл старике куштăркка аллисемпе ĕнсе кукли çитерчĕ те пĕррех тулалла сирпĕнтерсе кăларчĕ. Старик сăхсăха-сăхсăхах урамалла тапма сикрĕ.
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...