Çуллахи вăрманта
Кур, йывăçсем ыр шăршă кăлараççĕ,
Хĕвел шевли шартать ман куçсене.
Сар кайăксем çунат сапса юрлаççĕ,
Тăрсах итлес килет юррисене.
Çара уран чупатăп улăх тăрăх,
Мĕнле хитре çак çуллахи вăрман.
Юхса выртан кӳлли ытла та тăрă,
Выртса ĕçес килет шывне халь ман.
Çулла вăрман тĕлĕнмелле илемлĕ,
Ман кăмăл та, ав, савăнса юрлать.
Çулла тĕнче пин саслă, пин чечеклĕ,
Çулла кашнин чун чечеке ларать.
Нина (2011-04-08 21:32:34):
Диана!Сăвву питĕ килĕшрĕ.Малалла çырма тăрăш, ан ӳркен.
Бахитова Вероника Ивановна (2011-04-13 20:04:50):
Тăван ен...Шăмăршă тăрăхĕ аса килех кайрĕ.Диана, санăн сăвву мана ачалăх кунĕсене те аса илтерчĕ.Çут çанталăк илемĕ,тăван тавралăх кашни çын чунне тыткăна илет,эсĕ илеме туйма вĕренетĕн.
Ăнăçусем сана,Дианочка!
Вероника (2011-04-14 20:47:07):
Çутçанталăк теми --актуаллă тема...Çутçанталăк пур-- этем те пулать...