Иккĕшĕн икĕ чĕлхе пулнă
Пӳрте пĕр лапчăкрах сăмсаллă лутрарах чăваш кĕрсе тăрать; çулĕсене илсен, 60 çул таврашне çитнĕ пулмалла. Аэроплан кӳлепи туса ларакан ача, хĕвел ăшшинче çӳренипе хура сăн çапнă питне-куçне килнĕ çын еннелле туса:
— Мĕн тетĕн эсĕ? Турă пулăштăр терĕн мар-и-ха? Апла мана ан кала. Мĕн пĕчĕкренпех эпĕ турра ĕненместĕп, — терĕ.
Килнĕ çын: «Манпа калаçакан шуйттан мар-ши?» — тесе тăкки-такки сăхсăхса илчĕ.
Пăхрĕ — кĕтесре икона та çук.
Унтан, кăштах ларсан, хăй умĕнче шуйттан мар, çывăх çын сăнлă ача ларнине аса илсен, хăюсăртараххăн ыйтрĕ унран:
— Сирĕн кĕтесре турăшсем те çук. Пурне те вакласа тăкрĕç-и вара вĕсем? Пĕрне те хăвармарĕç-и? Нимĕç пупĕсем: «Камăн кĕтесре турăш çакăнса тăрать, ăна большевиксем тĕрмене кайса хупаççĕ, хуçи тем чухлĕ тархасласа ыйтсассăн та, пӳртри турăсене вакласа, вĕсенчен турпас туса хăвараççĕ», — теççĕ. Вĕсем калани тĕрĕс пулнă. Турăш вырăйне халĕ кама пуççапатăр? — терĕ, кăвак куçĕсене чармакласа ярса ача çине пăхса.
— Пĕрне те хăвармарĕç! — терĕ ача татăклăн илтĕнекен сассипе.
— Пуртăпах вакласа тăкрĕç-и апла?
— Пуртăпа пулмасăр. Атте пуртă илчĕ те иконăсене вакласа турпас туса пачĕ. Анне турпасне хуран айне хурса çунтарчĕ.
— Кам хушнипе апла турĕ?
— Никам хушнипе те мар. Хăй ирĕкĕпе. Мĕне кирлĕ пире тĕн сĕрĕмĕ саракан иконăсем. Атте-анне ун йышши хăма татăкĕсене ĕненме пăрахни нумай çул иртрĕ ĕнтĕ.
— Микул турăсенчен, турамăшĕсенчен хуран айне хумалли турпас пулса тăчĕ-и? Суятăн пулĕ эсĕ, турăш тени вăл вутра та çунмасть, шывра та путмасть, — тесе ĕненмесĕр пуçне силлесе илчĕ.
— Йывăç япала шывра путмасан та, вутра çунать çав, — терĕ ача, каллех аэроплан кӳлепи тума тытăнса.
Пӳртре шăп. Килнĕ çын куçĕсене мăч-мăч вылятса ача çине пăхса ларать. Пуçĕнче Германири рабочисем, хресченсем Совет Союзĕ çинчен чăн сăмах каланисем тĕтреллĕн аса килнĕ пек пулса, вылянса тăраççĕ те, анчах сасартăк, çунакан хăрăм пек сӳнеççĕ лараççĕ. Ача çĕççине пăрахать те, тĕпеле чупса кайса, çăкăр касса, çăкăрĕ çине çу сĕрсе, çиме тытăнать.
— Çу çинĕшĕн сана аннӳ килсен вăрçать-ха! — тет ачана старик, пӳрнипе юнаса.
— Ма вăрçать? — тет ача, çиме пăрахса.
— Ара хăвăрăн ĕне çукки паллах. Эсĕ çăкăр татăкĕ çине ĕне çу сĕрсе çиетĕн.
— Пирĕн ĕне çук тетĕн-и? Пур-çке. Пирĕн колхозра ĕнесĕр хуçалăх пĕрре те тупаймăн.
Старик çăварне карса пăрахать.
— Ĕни пулсан, çуне пасарта сутса укçа тăвас пулать. Куланай мĕнпе тӳлĕн?
— Куланай? Мĕнле «кулăнай» тетĕн эсĕ?
— Хырçă эппин. Куланай тӳлеме укçа тупăсшăнах аçу-аннӳ пуян патĕнче ĕçлесе ирттереççĕ пулĕ-ха. Эсĕ ăна пĕлместĕн.
— Кулак патĕнче-и? Кулака ак мĕн туса хутăмăр эпир! — Ача икĕ пуç пӳрни чĕрнипе кăпшанка вĕлернĕ пек туса кăтартрĕ.
— Кулак чăвашла чышкă. Чышкăна ăçтан ун пек тума пултаратăн?
— Кулака пĕтертĕмĕр. Халĕ пирĕн колхоз. Ӳркенмесессĕн, ĕçкунĕ темĕн чухлĕ те туса илме пултаратăн, — терĕ ача, чӳрече витĕр ачасем лашалла выляса кайнине пăхса тăнă хушăра.
Старикĕн куç харши çунаттисем сарăлса кайрĕç. Юлашкинчен кулам пекки туса, сасартăк ачашшăн кăларса каларĕ:
— Çармăсла калаçма пĕлместĕп эпĕ. Темĕскер «колхоз» терĕн, «ĕçкунĕ» терĕн. Мĕн тени пулать вăл чăвашла?
Ача лах-лах-лах кулса ячĕ, вар-хырăмне тытса:
— Ăçта çăва шăтăкĕнче пурăннă çын вара эсĕ? — терĕ старик çине пăхмасăр.
Килнĕ çын именнĕ пек пулса, кăвак сухалĕ витĕр сарă шăлĕсене йĕрсе:
— Эс мана палламастăн. Мучу пулатăп эпĕ. Германи вăрçинче çухалнă мучу. Çухаласса, тĕрĕссипе каласан, çухалман эпĕ. Унтăх пурăнса, киле пĕр çыру та яман. Германи çĕршывĕнчи пурнăç йывăрланса çитрĕ. Халĕ унти пурнăçа ылханса кунта килтĕм, — терĕ.
Ача темĕскер, старик пурнăç тăршшĕнче те илтмен, «ĕç кĕнекисем», «социализмла ăмăртусем», «машинпа трактор станцисем», «лущенисем», «яровизацисем» çинчен калаçса кайнă хыççăн, старик ача çинелле куçĕсене хĕссе пăхса ларчĕ те кулкаласа çапла хушса хучĕ:
— Куçăхнă пулмалла эсĕ, ачам, аташма пуçланă: ăнланмалла мар сăмахсем шухăшласа кăларса ларатăн. Куç чĕлхи суртарас пулать сана.
— Куç чĕлхи суртарас? Мĕнле? — тесе, çутă кăвак куçĕсемпе пăхса, старик патнех пырса тăчĕ ача. Унтан чĕлхине тăсса, чĕлхи çийĕн тьфу! тесе сурса ярса, старикрен ыйтрĕ:
— Чĕлхе çапла сураççĕ-и? — терĕ.
— Апла-и ара! — терĕ старик кулкаласа. — Асамçăсем савăт-сапа ăшне чĕлхе сурса ĕçтерни çинчен каласа парасшăн сана. Чĕлхе сурнине эпĕр вара ĕçеттĕмĕр.
— Чĕлхене мĕнле ĕçме пулать?
— Чĕлхене мар... ĕçмелли япала мар вăл чĕлхе. Савăт-сапа çине сурса панине ĕçеттĕмĕр. Çăмахран, куç чĕлхине çапла калатчĕç: «Пĕсмелле! Тур çырлах! Атăл айлăмĕнчен, Сăр йăлăмĕнчен Ашапатман старик килет; вăл тĕтĕрет, вăл тапса кăларать. Ыр вут ами вĕрсе кăларать, шăтăклă кăмпине тĕтĕрсе кăларать». Ку куç чĕлхи пулать. Урăх...
— Куç чĕлхи? Куçăн чĕлхи пулать-и?
— Эсĕ мана ăнланас çук. Пăрахар кун çинчен калаçма. Аçупа аннӳ хальхи саманара мĕнле пурăнни çннчен каласа пар-ха. Пит пĕлессĕм килет вĕсен пурнăçĕ çинчен.
— Мĕн каламалли пур. Аван пурăнаççĕ вĕсем, Ĕнер митингра атте ятне темиçе хут та асăнса каларĕç, Ударник, чи малта пыракан ударник теççĕ ăна.
— Митингра? — тесе старик хутланса ларса, аллисене сарсах ячĕ.
— Ĕнер Чăваш Автономи ячĕпе пысăк митинг пулчĕ.
— Митингра пухăннă çынсене жандармсем пĕтĕмпех хупăрласа илсе, хĕнесе тăкрĕç пулĕ. Митинг туса ирттерме памарĕç пулĕ?
— Мĕнле жандармсем? Илтмен эпĕ ун пек сăмаха.
— Çитĕнсе çитсен илтĕн, — терĕ старик кулянса.
— Ма хупăрласа илеççĕ-ха вĕсем митингри çынсене?
— Митингри çынсене-и? Хăшне персе пăрахăççĕ, хăшне тĕрмене хупаççĕ, хăшне паçăр каланă пек хĕнесе тăкаççĕ. Германире кирек хăçан та çавăн пек. Митингсем тума ирĕк памаççĕ унта.
— Илтнĕ эпĕ Германири фашистсем çинчен. Пит усалскерсем вĕсем...
Ача фашистсене те пĕлни çинчен илтсен, старик пуçĕнчи шухăшĕсем юлашки çулсенче пурăнса ирттернĕ ĕçсене ĕречĕ-ĕрĕчĕпе кăларса тăратаççĕ. Çак ĕçсене пăхса тухнă чухне вăл пур çĕрте те хăй, хресчен те, рабочи те пулманскер, Совет Союзĕ çинчен нимĕн те пĕлме тăрăшмасăр, илтнисене те хăлхана чикмесĕр ирттерсе янисем çинчен аса илсе, пуçне хурлăхлăн суллать.
Ачан куçĕсем илемлĕн те çуттăн çунса тăраççĕ. Акă унăн ачаран:
— Пепкеçĕм, мĕнле эсĕ паçăр турра ĕненместĕп терĕн? Ухмах-и эсĕ? — тесе ыйтасси килсе кайрĕ.
Анчах ачан чакăр куçĕсем сасартăк старик çине çемçен те ачашшăн ӳксе çунса тăнине сиссен:
— Мĕн ятлă эсĕ, ачам? — тесе куçĕнчен кăмăллă пăхса ыйтрĕ.
— Владлен! — терĕ ача.
— Кала-ха: хут патне кайнă-и эсĕ?
— Каймасăр. Малтан ача садĕнче ӳсрĕм...
— Ачасене садра ӳстереççĕ-и? Йывăç-курăк мар-çке вĕсем садра ӳстерме, — тесе пӳлсе илчĕ старик ачана, куç харшисене хăпартса.
...Ашшĕпе амăшĕ колхозран ĕçлесе таврăничченех вунă çулхи ачапа 60 çулхи старик пĕр-пĕринпе сăмах вакласа лараççĕ. Мĕншĕн кашни халапрах пĕрин сăмахне тепри ăнланмасăр юлмалла пулнине ача ăнланмасть.
Юлашкинчен, ашшĕсем ăнлантарса панă хыççăн, çав старик пурнăçран 20 çула яхăн кайра ларнине пĕлчĕ. Вара вăл хăйĕн çепĕç, пĕчĕкçĕ аллине старикĕн хыткан çурăмĕ çине хурса:
— Çак этемрен паянхи çын тăваймасан, колхозник ачи пулма тивĕçлĕ мар эпĕ, — терĕ.
Старик, хĕвел çине пăхнă чухнехи пек, куçĕсене мăч-мăч вылятса илчĕ.
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...