Пире вăрçă кирлĕ мар!
Пире вăрçă кирлĕ мар, тăнăç пурнăçа упрар.
Пулсан вăрçă çĕр çинче арканать пирĕн тĕнче:
Çут çанталăкăн илемĕ куç умĕнчех çухалать,
Уçă саслă кайăк-кĕшĕк хитре юрă юрламасть,
Хирти сарă чечек те пирĕн куçа илĕртмест,
Çĕкленекен ял-хула вутра çунса кĕлленет,
Ачисемшĕн кулянса ват çынсен куçĕ типмест,
Хаяр вăрçă хирĕнче нумай çын вилсе пĕтет.
Пире вăрçă кирлĕ мар, тăнăç пурнăçа упрар.
Пулмасассăн, тусăмсем, усал вăрçă çĕр çинче:
Çӳл тӳпери пĕлĕт те питĕ хитрен курăнать,
Сар хĕвел те çĕр питне ачашшăнрах çутатать,
Кĕмĕл саслă кайăк та хăй юррине шăратать,
Сад-пахчари чечексен ырă шăрши сарăлать,
Асанне те хăй куçне тутăр вĕçĕпе шăлмасть,
Шăкăл-шăкăл калаçса халăх туслă пурăнать.
Пире вăрçă кирлĕ мар, тăнăç пурнăçа упрар.
Куççульпе макăрар мар — кулă çиçтĕр пит çинче.
Çемьене уйăрар мар — пурăнччăр килĕштерсе.
Ялсене аркатар мар — аталанччăр вăй илсе.
Тăшман кирлĕ мар пире, пĕр-пĕрне тăван курар,
Кашни хăйĕн ĕçĕнче вăя хурса тăрăшар.
Ĕненсе малашлăха савăнса çеç пурăнар,
Çĕршывăмăра сыхлар, пире вăрçă кирлĕ мар!
Галина Зотова (2011-04-01 08:08:09):
Патриотизм темине çутатнă хайлавсем мана яланах килĕшеççĕ.Алеша çырнă сăвă ыттисене те килĕшессе шанатăп. Вăл çырнă юмаха та тепĕр хут хаваспах вуласа тухрăм.