Хĕрлĕ галстук
I
Вăрманти полустанокра поезд çинчен виçĕ-тăватă чăваш тата пĕр вун-вуник çулхи ача тухса юлчĕç.
Ача шурă кĕпепе, кĕске хăмăр йĕмпеле. Мăйне хĕрлĕ галстук çыхнă. Пуçĕнче хĕрлĕ çăлтăрлă шурă шлепке. Уринче хура чăлхапа пушмак. Чăлхи, вăрăмскер, ача урисене яштак кăтартать. Ачан пĕтĕм пӳ-сийĕ, уткалани, пăхкаласа тăни илемлĕ.
Чăвашсем, полустанокран тухсан, вăрман хĕррине чĕлĕм туртма ларчĕç. Ача çурăм хыçĕнчи пĕчĕк кутамккине çӳлерех хăпартса çыхрĕ те вăрман сукмакĕпе çăмăллăн утрĕ.
Çуллахи кун каç еннелле сулăннă. Хĕвел чалăшшăн пăхать, йывăç çулçисем витĕр сукмак çине унăн çути тĕл-тĕл ӳккелет. Ванюк, вăрмана кĕрсенех, унталла-кунталла пăхкаларĕ. Тăван вăрман, тăван çĕршыв! Ванюк ку вăрманти кашни йывăçа, кашни шĕшкĕ тĕмине тенĕ пекех астăвать. Акă сукмак хĕрринче кукăр-макăр ват улмуççи ларать. Çак улмуççи çинчен Ванюк выçлăх çул пĕр витре улма пухнăччĕ. Улмисем вĕтĕ, сип-симĕс, çăвара чикмелле мар йӳçĕччĕ. Ванюк амăшĕ çав улмасене, кăмакана хывса пĕçерсе, ачисене çитеретчĕ. Выçлăх çул мĕн-мĕн çимен-ши? Выçлăх çул Ванюкăн ашшĕ, икĕ йăмăкĕ вилчĕç. Ванюк та, выçлăх çул килте пурăннă пулсан, вилетчĕ пулĕ. Юрать Ванюка амăшĕ çине тăрсах ву-лăсри ытти ачасемпе пĕрле Мускава ячĕ. Мускава кайман пулсан, Ванюк паян кун çак сукмакпа: «Халех киле çитетĕп, аннене куратăп», — тесе хавассăн утса пынă пулĕччĕ-ши? Выçлăх çул, асран кайман йывăр çул... Сарă çӳçлĕ, йăлтăркка куçлă пĕчĕк Санюк халĕ те Ванюкăн куçĕ умĕнче. Ыраш çăкри, паранкă çинĕ чух Санюк чупса çӳресе вылятчĕ, кулатчĕ. Кĕркунне, çимелли пĕтсен, Санюк улшăнчĕ. Çимелли йĕкел пашалăвĕ çеç. Санюкăн илемлĕ пичĕ кăн-кăвак пулса кайрĕ. Тути хуралчĕ. Икке кайнă пĕчĕк Санюк утайми те пулчĕ. Кунĕ-кунĕпе пукан çинче ларса: «Мемме-е», — тесе аллисене кăнтаратчĕ. Вилес умĕн малтанхи кун Санюк пукан çинче сулкаланса ларать. Йĕкел пашалăвне çăварĕнче мăкăлтаттарса нăчăк-нăчăк! ĕмет. Амăшĕ ачана ачашласа сăпкана вырттарчĕ. Санюк çĕрле сăпкарах вилсе выртнă...
Тепĕр икĕ эрнерен Ванюкăн ашшĕ те шыçăнса кайса вилчĕ. Вара пилĕк çулхи Малани вилчĕ. Ăна пытарнă кун кантуртан ачасене пухса Мускава ямалли хут килчĕ. Амăшĕ, Ванюк та пулин çăлăнтăр тесе, Ванюка Мускава яма питех те çине тăчĕ. Ванюкпа амăш иккĕш кантура çуран кайрĕç. Вулăсран ачасем пухăнса çитсен, вĕсене Мускава ячĕç. Ванюк амăшĕ, пĕр-пĕччен тăрса юлсан, килне хупса, Çĕрпĕве кайнă. Унта вăл, çисе пурăнасшăн, пĕр шкула ĕçлеме кĕнĕ.
Çак шухăшсемпе Ванюк вăрмантан тухрĕ. Ав, ыраш пусси урлă Ванюкăн тăван ялĕ курăнчĕ. Ялĕ, пытаннă пек, лапăра чăмăртанса ларать. Чăн малтан йывăç тăррисем, çӳллĕрех пӳртсем курăнчĕç. Кăшт кайсан, улăм витнĕ çуртсем, йывăç пахчисем курăнма пуçларĕç. Хăйсен улăм витнĕ лапчăк пӳртне асăрхасан, Ванюк чĕри хăвăртрах картлатма тытăнчĕ. Çинçе, çăмăл пушмаклă урисем хытăрах утăмлама пуçларĕç. Ванюк ыраш пуссин яп-яка, илемлĕ сукмакĕпе хăвăрттăн шак-шак тутарса утать. Шăркана ларнă вăрăм ыраш Ванюка пуçĕнчен те, хулпуççинчен те тĕртĕнсе тутлă шăршă çаптарать.
Кĕтӳ кĕртес вăхăтра Ванюк ял патне çитрĕ. Тусан мăкăрлантарса кĕтӳ униченелле кĕрет. Кĕтӳ кĕнĕ çĕре хĕрарăмсем, ача-пăчасем пухăнса тăнă. Ванюка вĕсем патĕнчен иртсе кайнă чух никам та палламарĕ. Паллама та çук çав. Ванюк Мускава кайнă чух пĕчĕк, çич-сакăр çулхи çĕтĕк-çатăк начар ачаччĕ. Халĕ вăл, илемлĕ пӳ-силлĕскер, урам тăрăх çăмăллăн утса кайрĕ. Пĕр карчăк куçне хĕвелтен аллипе хупласа: «Ăçта каять-ши ку маттур ача», — тесе пăхса юлчĕ. Икĕ ача сысна çурисене пĕчĕк пушшисемпе хăвалаççĕ. Ванюка курсан, вĕсем чарăнчĕç те пăхса юлчĕç.
— Епле аванскер, — терĕ пĕр ачи, Ванюка куçĕсемпе ăсатса.
Ванюк пĕр сăмах чĕнмесĕр килелле утрĕ. Васкаса пырать. Тăван ял, çуралнă кил! Чухăн пулсан та пит паха.
Ванюк амăшĕ хĕрĕх пилĕк çула çитнĕ. Çакăн чул пурăнса та Ванюк амăшĕ паянхи пек пысăк савăнăç курман. Картишĕнче качака суса ларакан амăшĕ, Ванюк хапхаран кĕнине курсан, хытса кайнă пек пулса пăхса тăчĕ. Хăй куçне хăй шанмасть. Вара вăл, сасартăк куççуль юхтарса, Ванюк патне чупса пычĕ, ывăлне пӳрте илсе кĕчĕ. Кăшт тăрсан, Ванюка курма хурăнташсем, кӳршĕсем пычĕç. Амăшĕ ачине çăмарта пĕçерсе çитересшĕн, сĕтпе чей ĕçтересшĕн ĕштеленсе çӳрет. Хăй ăшĕнче ачипе савăнать.
— Куç тулли вĕт! — тет. Ванюк амăшĕ ăна çăмартине те шуратса, чейне те тултарса парать. Виçĕ çул хушшинче мĕн тĕрлĕ ӳссе, тасалса кайнă. Калаçассине те епле аван калаçать. Вырăсла калаçма та вĕренсе çитнĕ. Кутамккинчен темиçе кĕнеке кăларса хучĕ, хут вĕреннĕ пулмалла...
Амăшĕн савăнăçĕ вĕçĕмсĕр, Ванюка курма пынă хурăнташĕсем, кӳршисем саланса пĕтсен, амăшĕпе ывăлĕ картишĕнче чылайччен сăмахласа ларчĕç. Çутă çăлтăрсем тухсан тин Ванюкпа амăшĕ çывăрма выртрĕç.
II
Ванюкăн тăван ялĕ — Лапракасси — пĕтĕм вулăсĕпе пĕр тĕттĕм ял. Вулăсри ытти ялсенче комсомол ячейкисем, вуламалли çуртсем пур. Лапракассинче ун пек-кун пек япала çук вара. Çĕнĕ пурнăçăн культурăллă хумĕсем Çак лапăра пытанса ларакан яла пырса çапăнман пек туйăнать.
Лапракассинчи пурнăç пуртарах çынсем ачисене Хиркассинчи шкулта вĕрентсе пурăннă. Чухăн çын ачисем, тумтир çук пирки, пилĕк-улт çухрăма вĕренме каяйман.
Выçлăх иртни виçĕ çул тулчĕ. Кĕркунне çитсе килет. Лапра çыннисем хирти ĕçĕсене пуçтарчĕç. Кăçал тырă начар мар. Пурин те çителĕклĕ.
Малтан, Ванюк Мускавран килсессĕнех, ачасем унран ютшăннă, пĕрле явăçсах çӳремен. Халĕ пĕтĕм ялти вак-тĕвек ача-пăча Ванюк патне выляма çӳрет. Ванюк ачасемшĕн ытла тĕлĕнмелле маттур туйăнать. Ванюк темле вăйă та, темле юрă та, тем çинчен каласа кăтартма та пĕлет. Кунĕ-кунĕпе пекех ачасем Ванюкпа пĕрле Киремет сăрчĕн çеремĕ çинче салтакла та, темĕн тĕрлĕ илемлĕ вăйăсем те выляççĕ, юрлаççĕ. Ванюк юлташĕсене Мускавра хăй пурăнни çинчен, мĕн курни, мĕн илтни çинчен кала-кала кăтартать. Ял ачисемшĕн Ванюк каласа кăтартни ытла тĕлĕнмелле туйăнать. Пионер юррисене, вăййисене кашни ача вĕренсе çитнĕ. Пионер, комсомол мĕнне те вĕсем Ванюк каласа ăнлантарнинчен пĕлнĕ. Çывăрма выртсан, хăшĕ-пĕри хăйсене хăйсем пионера кĕнине тĕлĕкре курнă. Вăрансан, çав тĕлĕк те вĕсене тахçанччен савăнтарса çӳренĕ. Пионер отрядне çырăнасшăн вĕсем пит çуннă.
— Хут пĕлмесен, эпир пионер пулаймастпăр, — тенĕ Ванюк. — Пионерсем вĕренеççĕ. Пирĕн те хут вĕренес пулать. Пире шкул кирлĕ. Хамăр ялта шкул уçма комсомол ячейки урлă ыйтăпăр. Пирĕн пиччесем, комсомолецсем, пире шкул уçтарса парĕç.
Ачасем шкул пулассине кĕтсе тăнă. Шкул уçăлас шанчăка вĕсем асра тытса çӳренĕ.
Пĕр вырсарникун пуян Гриша арăмĕ, иртерех вут хутса çунтарса çимĕçсем пĕçерсе кăларчĕ. Ачисемпе чиркĕве каяс тесе хатĕрленет. Икĕ ывăл ачи, Вальăпа Шура, сĕтел хушшинче темĕн пăшăлтатса лараççĕ.
— Мĕн пăшăлтатса ларатăр эсир? Тăхăнăр часрах таса кĕпесем те атьăр чиркĕве, — терĕ амăшĕ. Ачисем нимĕн те шарламарĕç. Иккĕшĕ те алкумне вĕлт тухрĕç те кайрĕç. Алкумĕнче каллех темĕн пуплеме тытăнчĕç.
Кăшт тăрсан, вунă çулхи Валя алăка уçрĕ те:
— Анне, эпир паян чиркĕве пымастпăр, ачасен пухăвне каятпăр, — терĕ.
— Ах, путсĕр ачасем! Епле вăл чиркĕве каймастпăр! Каллех çав Ванюк патне каятăр пулĕ-çке! Ах, ку Ванюка! Илтмен-и эсир, ĕнер пачăшкă кухарки пионерсене антихрист чĕпписем тенине! Ан кайнă пултăр çав Ванюк патне. Аçу пĕлсен çапса çурать, персе вĕлерет!
Чан çапса ячĕ. Пуян Гриша арăмĕ пустав сăхман, пушмак-чăлха тăхăнчĕ те, турăш умĕнче сăхсăхса, чиркĕве тухса кайрĕ.
Ачасем, амăшĕ тухса кайсанах, анкарти хыçĕпе Киремет çеремĕ тенĕ çĕре çитрĕç. Киреметре ачасем чылай пухăннă-мĕн.
Çирĕм ачана яхăн пулĕ. Çавăнтах Ванюкпа пĕрле икĕ пысăк ют ача пур. Вальăпа Шура ачасен ушкăнне кĕчĕç.
— Камсем ку пысăккисем? — тесе ыйтрĕ Валя çаптаркка кĕпеллĕ ачаран.
— Вулăсри ячейкăри комсомолецсем, — терĕ те лешĕ мĕн каланине итлеме хатĕрленчĕ.
Ванюк хăй юлташĕсем пионер отрядне çыр.ăнас тенине ячейкăна пырса каласан, пĕтĕм ячейка хускалса ура çине тăчĕ. Часрах пионер отрячĕн ялавне хатĕрлесе, комсомолецсем Лапра ялне ачасен чаплă пухăвне ирттерме килчĕç.
Кăтра çӳçлĕ, хура кĕпеллĕ, çӳллĕ комсомолец ачасене сăмах калама тытăнчĕ.
— Ачасем, эсир пионер пуласшăн. Кам вăл пионер? Камсене калаççĕ пионер тесе? Акă, пĕр-пĕр ученăй хăйĕн ĕçĕпе наукăна малалла ярать, çав çын наука пионерĕ пулать. Акă, çулçӳревçĕ халиччен этем çитмен, этем ури пусман çĕре çитет — вăл пионер. Тата, акă, патша вăхăтĕнче революци тăвасшăн хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçленĕ çынсем — революци пионерĕсем пулаççĕ. «Пионер» сăмах малта пыракан, çĕнĕ çул шыраса уçса тупакан тенине пĕлтерет. Мĕнле пулмалла пионера кĕнĕ ачан? Пионерăн аван вĕренмелле, аван вĕренсе социализмла çĕршывра культурăллă, усăллă этем пулмалла. Пионер ĕçре хастар пулмалла, малта ертсе пымалла. Пионер сывлăхлă, паттăр, тӳсĕмлĕ. Унăн хăйĕн ӳт-пĕвне çирĕп ӳстермелле. Йывăрлăх пионера хăратмасть: унăн кĕрешсе çĕнтерме вĕренмелле. Пионерăн лозунгĕ çакă: «Ленин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул!..» «Яланах хатĕр!..» — ответлет пионер. Пионер хĕрлĕ галстук çыхса çӳрет. Галстукăн виçĕ кĕтесĕ коммунистсен, комсомолецсен тата пионерсен пĕрлĕхне пĕлтерет. Эсир паян чаплă сăмах паратăр, ун хыççăн эсир — Ленин ачисем, комсомол шăллĕсем пулатăр, хĕрлĕ галстук илетĕр. Сире чăн-чăн пионерсем пулма сĕнетĕп. Сывă пултăр пионер организацийĕ! Сывă пултăр Ленин ĕçĕ!
Ачасем харăссăн алă çупса ячĕç.
Тепĕр комсомолец, шурă кĕпеллĕскер, хĕрачанни пек çинçе пĕчĕк питлĕскер, ачасене икĕ ретĕн тăратса тухрĕ те çапла каларĕ:
— Эпĕ, ачасем, хисеплĕ тупа сăмахĕсене калатăп, эсир ман хыççăн ушкăнпа калăр, — терĕ.
Ачасем хатĕрленчĕç: шăп, тӳп-тӳрĕ тăраççĕ. Комсомолец уçă сасăпа, васкамасăр, кашни сăмах хыççăн чарăнса калама тытăнчĕ.
— Эпĕ, Социализмлă Совет Республикисен Союзĕн çамрăк пионерĕ, юлташсем умĕнче тупа тăватăп: Ленин ĕçĕшĕн эпĕ çирĕп тăрăп, коммунизм çĕнтертĕр тесе тăрăшăп, кĕрешĕп. Аван вĕренсе, социализмлă Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕ пулăп тесе сăмах паратăп.
Ачасем пĕр харăссăн кашни сăмаха комсомолец хыççăн каларĕç.
— Ĕнтĕ эсир пионерсем, — терĕ комсомолец. Çапла каланă хыççăн комсомолец портфелĕнчен хĕрлĕ галстуксем кăларчĕ. Икĕ комсомолец кашни пĕрер шеренгăна тăчĕç те ачасене галстук çыхма тытăнчĕç. Галстук çыхнă чухне комсомолец: «Ленин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул!» — тет. «Яланах хатĕр!» — тет пионер. Вунсакăр ачана хĕрлĕ галстук çыхрĕç. Вунсакăр пионер хутшăнчĕ çак чăваш ялĕнчен пионерсен аслă çемйине.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...