Кăтрашка
Шурă сурăх путек турĕ.
Вăхăт питĕ хăвăрт шурĕ.
Кăтра çăмлă пулнăран
Пит юратрăм чунăмран.
Тăрăшсах ăна вĕрентрĕм:
Кунсерен эп тĕкĕштертĕм.
Ӳссе çитрĕ Кăтрашка,
Пулчĕ тăчĕ мăн така.
Халь кĕтӳ кĕртме хăратăп,
Алăк умĕнчен таратăп.
Пăрăнмасан хăвăртах —
Таклаттарать вăл хытах.
Татьяна (2011-03-29 15:02:07):
Ку сăвă пĕчĕк чухнехи ытла та кулăшла пĕр саманта аса илтерет. Маттур, Андрей.
Галина (2011 03-30) (2011-03-30 16:55:02):
Ку сăвă мана питĕ килĕшрĕ.Эпир те Андрей пек ĕçсем тунă. Сăвва витĕмлĕ çырнă.
Сергей (2011-03-30 16:58:06):
Ку сăвă питĕ кулăшла. Питĕ чăнкă. Маттур!
Алена (2011-03-30 18:59:28):
Сăвва интереслĕ çырнă. Андрей, эсĕ чăн-чăн сăвăçă пекех.