Вуникĕ тăван
Вуник йăва мар пĕр чашăкра чашти-чашти сиксе çупа витĕнеççĕ, вуник саркайăк мар тăррине татса пăрахнă çемçешке йăмран хунав тураттисем çинче харкашуллă собрани туса ирттереççĕ, пĕр килре пурăнакан вуник тăван хушшинче çил-тăман тухса кайнă, тулта чечексем хĕвел ăшшинче тутлă шăршăсем кăларса ларнă кун.
Çил-тăманне вĕрсе чи малтан кăларса яраканни çав асăннă вуник тăванăн ватă кинемĕшĕ пулнă. Çĕлен пек чашкăрса, тĕве пек сурчăксене сирпĕтсе, туя вырăнне турчăка тытса, хаяр сăмахсем вĕçтерме тытăннă карчăк вунпĕр тăванăн Ахăлти ятлă аппăшне пăсăрлантарса.
— Кĕсре хӳри! — тенĕ. — Çакă пулчĕ-и эсĕ хапрăкра тĕртнĕ тавар? Çĕнĕ сараппан тăхăнса чиркĕве кайрăм. «Воспоти помилуйсем» юрланă чухне чип-чиперех тăраттăмччĕ. «Иже херувимы» юрласа ярсан, лапкана таварсем килнĕшĕн турра тав тăвас терĕм, чĕркуçленсе лартăм. Пуççапрăм, пуççапрăм, турă амăшĕн аллинчи ачи кулса янă пек пуличченех пуççапрăм. Вара турă амăшĕ ачи кулса янă пек пулсан, турă ман кĕллĕме илтрĕ тесе, чĕркуççи çинчен тăтăм та, пăхатăп. У-у, шуйттан çăпали!.. Ман сараппан вунвиç тĕлтен ирĕлсе кайнă. Çитцу пулман вăл сан, эрешмен карти пулнă. Мĕн тунката пек тăран! Мĕншĕн çавăн пек япăх çитцу тĕртсе кăлартăн! — тесе Ахăлтине тапнă янă уринчеи.
— Ма тапан! — тесе Ахăлти хăйĕн çинçе уринчи пушмакĕ çине пăхса илнĕ.
Тьфу! Ахăлти пушмакĕ çĕтĕлнĕ кайнă. Карчăк тапнипех çĕтĕлнĕ кайнă. Пулать çав тамаша!
Тăванĕсем кулаççĕ. Вĕсем кулĕç-ха... Палюк ятлă шăллĕ антăхса кайсах кулни Ахăлти хĕре тарăхтарать. — Эй, сăран савăтĕнчи рабочи, мĕн шăлна йĕрсе тăран!
— Макăрас-и-ха манăн?
— Пăх-ха, мĕнле çын вăл! Сăранне хăй тунă, хăй каткара ытлашши вырттарса çĕртсе янă. Халĕ кулса тăрать, упăте, йытă пичĕ!
— Эпĕ тунă пулин. Алран кайнă. Халĕ ĕнтĕ уншăн мана айăплаймăн, — тенĕ аслă шăллĕ асав шăлĕсене кăларса.
Таçта, пӳлĕмĕн пĕр кĕтессинче йăх-йăх-йăх! кулса яни илтĕннĕ тăвансене. Йăх-йăх-йăх! Хаваслăх, кашкăрлăх палăрнă çав хăрăклатакан кулăшра.
Кам-ши вăл çавăн пек вăрттăн хаваслăхпа кулакан чĕрĕ чун? Авалхи çынсем пулсан, хĕртсурт тейĕччĕç, анчах вуник тăван та, эсĕр те, эпĕр те хĕртсуртсене ĕненместпĕр-çке халĕ.
Вунпĕр тăванăн çирĕм икĕ куçĕ пĕр харăс пăхса илчĕç йĕри-тавралла. Никам та çук ют çын пӳлĕмре.
Çав вăхăтра сив ачи мар алăкран пит хăвăрт кĕрсе пӳрте сивĕтсе пăрахать, кусем тавлашнă вăхăтра таçта пулнă тепĕр тăван пӳрт алăкне уçса кĕрсе тăрать. Куçĕнче 50 градусран та ытларах сивĕ йăлкăшать, çӳлти шăлĕсем аялти шăлĕсене хăйраса кăчăртаттараççĕ.
— Ăçта пирĕн Праçук?
— Ма вара? Кунта-çке эпĕ, пичче!
— Кунта пулсан, кил-ха... пĕрре питрен çутăлтарса ярам.
— Мĕншĕн-ке?
— Хĕр çураçма кайрăм, — тенĕ вăл аллисене тăванĕсем çинелле тăсса. — Хĕр ашшĕсемпе калаçса ларнă çĕртех манăн вĕр-çĕнĕ йĕм лĕпĕр ирĕлсе кайса купарчаран тухса ӳкрĕ. Çу майĕпе аялти йĕмне тăхăнмасăрах кайнă тата. Намăс курса пĕтрĕм. Хĕрне те çураçаймарăм, ахалех таврăнтăм.
Лах-лах-лах! кулаççĕ хĕр çураçтаракантан пурте пӳрт тулли сасăпа. Ара, кулмаллах çав.
— Праçук пирки намăс куртăм. Вĕсен хапрăкĕнче тĕртнĕ çав тăхăнмасăрах лĕпĕр ирĕлсе каякан йĕме çĕленĕ материе. Ак пĕрре...
Каллех йăх-йăх! тени илтĕнсе кайнă таçтан, те маччаран, те сакайĕнчен, те урăх çĕртен.
— Тьфу! — тенĕ Кирук ятлă шăллĕ, слон пек патмарскер, шăрпăк тивертме хăтланса.
Çăварĕнче унăн çинçе пирус, çирĕм пиллĕкĕш, 35 пус тăраканни.
— Мĕнле ку шăрпăк çутăлмасть?! Эй, хĕр çураçма кайнă пиччем, сирĕн хапрăкра тунă мар-и-ха ку шăрпăка?
— Ну, эпĕ тунă пултăр...
— Куратни, брак!...
Шăрпăк коробкипех перетчĕ пулĕ те пиччĕшне, анчах... хăйне тапăнса илекенни тупăнчĕ çав вăхăтрах.
— Шăрпăк пирки вăрçатăн. Ху çăкăр тачка пĕçернĕ паян. Аслă пекарь тетĕн хăвна ху! — тесе ӳкĕтлеме пуçланă хайхине тепĕр тăванĕ театрта артистра ĕçлекенни. — Сирĕн çăкăра çиме мар, скульпторсене памалла кĕлетке йăвалама.
Каллех йăх-йăх! кулни илтĕннĕ.
— Скульпторсене памалла тет тата! — хирĕç сăмах перет Кирук.
— Намăс сана пахалăх палли пирки калаçма. Астăватăн:-и, ĕнер каçхине хăвăн рольна мĕнле вылярăн. Ни сăмахĕсене пĕлместĕн, ни мизансценăсене пĕлместĕн. Чисти каснă лартнă упăте пулса тухрăн эсĕ... комсомолец рольне панă тата хăвна режиссер. Хисеплĕ роль...
— Сан мĕн ĕç унта, — тенĕ аллисене ик кĕсйине чиксе, пуçне жираф пек çӳлелле каçăртса. — Эсĕ рецензисем çыраканни мар. Сан пеккисем çине начлатса суратăп та, урапа шăлса типĕтетĕп — çавă анчах, илтрĕн-и?
Йăх-йăх-йăх! Каллех паçăрхи пек урмăшнă сасă кулать.
Чылайччен харкашрĕç вуник тăван. Пĕри, супăнь савăтĕнче ĕçлекенни, супăньсене япăх туса, йăмăкне «ползучая экзема» чире ертнĕ, тепри лампа труписене пĕр каçрах чăнкăрт туса çĕмĕрлекен тăва-тăва кăларнă тата тепри машин пайсене япăх туса ĕççыннисене сиен кӳнĕ.
Харкашу вăйланса кайсан, сывлăш чĕтреннипе, мачча штукатурки хăйпăнса çĕрелле сикме тытăннă.
— Ай-ай, пуçа!
— Ытлашши ан шавлăр! Татах хăйпăнса тăкăнма пултарать!
Йăх-йăх-йăх! кулать тата çитменни çине вăрттăн сасă.
— Э-э, пĕлтĕм кам пирĕнтен кулнине, — тенĕ вуник тăвантан чи ăсли, савăтра ударник пулса ĕçлекенни. — Сирĕн ăшăрта шапа юнлă кулак ларать. Кулаканни вăл пулнă. Пирĕн тавар пахалăхĕ начар пулнăшăн кулак савăнать тенине собранисенче хăвăр та илтнĕ эсĕр. Кулака кулма парар мар!...
Пĕр сехет мар, ик сехет мар, виç сехет те мар, кашни пушă вăхăтрах ăнлантарать парти йĕрĕпе пыракан ударник хăйĕн тăванĕсене тавар пахалăхне ӳстерме кирли çинчен.
Тăванĕсем итлеççĕ, куллен-кун улшăнса пыраççĕ, юлашкинчен тӳрленеççĕ, ударлă ĕçлесе тавар пахалăхĕшĕн чăнласах кĕрешеççĕ производствăра. Анчах ку юмахра. Ĕçре — пур-ха халĕ çав асăннă вуник тăван хушшинче те чĕре вырăнне табак хутаççи çакса çӳрекеннисем. Ун пеккисем пуртанах çырма тиврĕ мана çакă эсĕр вуласа тухнă юмах майлă халапăма.
Юмах каялла, хам малалла.
Юмахçă Иван Мучи.
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...